Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 8 » Çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç
Çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç
18:03
Сăн ÿкерчĕк
Районта машинăпа ĕне сăвакан операторсем тата ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсем ăмăртрĕç. Конкурс тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿре иртрĕ.
Машинăпа ĕне сăвакан операторсен конкурсĕ. Кунта Трак енри тăватă — "Караево", "Красное Сормово", "Янмурзино", "Досаево" — хуçалăхран килнĕ 7 оператор виçĕ енĕпе тупăшрĕ. Вĕсем машинăпа ĕне сурĕç, ĕне сумалли аппаратсене салатса пухрĕç, ыйтусене хуравларĕç. 
Кирек епле ĕçĕн хăйĕн йĕрки, майĕ пур, машинăпа ĕне сăвассин те çаплах. Кунта ĕне сумалли аппарата, ĕнене сума хатĕрлемелле, сумалла тата ытти те. Кашни операци валли вăхăт уйăрнă. Çавна шута илсе палăртаççĕ те ĕçченĕн професси ăсталăхне. Васканă чух алă-ура çыхланмасăр пулмасть паллах. Анчах ĕçе тĕплĕ пĕлекенсем кунта та çухалса каймаççĕ. Акă Яманакри сĕт-çу ферминчи Светлана Данилова оператор ĕне сумалли технологине аван пĕлнине кăтартрĕ, ĕне сумалли "Волга" аппарата та хăвăрт та тĕрĕс салатса пухрĕ. Унпа пĕрле ĕçлекен И. В. Даниловапа Г. В. Антонова ("Караево") та унран ÿксех юлмарĕç.
Янмурçинри Вера Алексеева чи çирĕп пĕлÿ кăтартрĕ, билетри пур ыйтăва та тĕрĕс хуравларĕ.
Виçĕ енлĕ тупăшу кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Машинăпа ĕне сăвакан операторсен конкурсĕнче "Красное Сормово" пĕрлешÿри Светлана Витальевна Данилова 95 балл пухрĕ, мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта унăн ĕçтешĕ — Ирина Вячеславовна Данилова (93 балл). Виççĕмĕшĕнче — Глафира Валерьяновна Антонова ("Караево", 92 балл).
Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен конкурсĕ. Унта çÿлте асăннă пĕрлешÿсемпе хуçалăхсенчи тата Янкасри ветеринари участокĕнчи техник-осеменаторсем хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче çак ĕçре пуян опыт пухнисем тата çамрăксем те пулчĕç. Елена Егоровапа ("Караево") Фаина Васильеванах ("Красное Сормово") илер. Вĕсем чĕрĕк ĕмĕр е унран та ытларах çул тухăçлă вăй хураççĕ. 
Техник-осеменаторсем ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли технологине еплерех пăхăннине кăтартрĕç. Çавна выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири Е. Амурина ветврач ертсе пыракан жюри çирĕп тĕрĕслерĕ, никама та çăмăллăх памарĕ, кăшт йăнăш тунине те асăрхаса хак пама тăрăшрĕ. Теорире те çаплах пулчĕ. Çĕнтерÿçĕн техник-осеменаторсен çитес вăхăтра республикăра иртекен конкурсĕнче район чысне хÿтĕлеме тивет. Елена Захаровнапа Фаина Васильева хальхинче те çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç. Асăннă конкурсра вара "Караево" пĕрлешÿри Елена Захаровна Егорова 91 балл пухса мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Ф. В. Васильевапа ("Красное Сормово", 83 балл) Елена Алексеевна Константинова ("Янмурзино", 80 балл).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн дипломĕсемпе, укçан премисемпе чысларĕç. Уйрăм енĕпе палăрнисене те хавхалантарчĕç.
Çакна та палăртса хăварасах килет: юлашки çулсенче кун пек конкурссене хутшăнакан хуçалăхсен йышĕ чаксах пырать. Мĕншĕн вĕсене çапла хаклама пăрахрĕç-ши? Машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата техник-осеменаторсен ăсталăхне ÿстересси "Восток", "Волит", "Шатьма" пĕрлешÿсемпе "Нива", "Гигант" хуçалăхсен, В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçисене нимĕн чухлĕ те интереслентермест-ши, е вĕсен ку тĕлĕшпе пурте йĕркеллех теççĕ-ши? Ман шутпа, хальлĕхе аплах мар. Ку мероприятисене мĕн тĕллевпе ирттернине ăнланма тата тĕрĕс хаклама вăхăт çитнĕ.

В. Егоров
Миçе çын пăхнă: 929 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (17.06.2010 15:12) [Материал]
Машинăпа ĕне сăвакан ăстасен XXXI тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен XXIX республика конкурсĕсем кăçал Муркаш районĕнчи «Ударник» сăнав-производство хуçалăхĕнче иртрĕç. Республикăра кунашкал ăмăртăва çуллен ирттерни выльăх-чĕрлĕх пăхакансен яваплăхне, тăрăшулăхĕпе ăсталăх шайне ÿстерет. Пысăкрах тĕллевсем патне талпăнма, çитĕнÿсем тума пулăшать. Пĕлтĕр ĕне сăвакансен конкурсĕнче Валентина Андреева /Етĕрне районĕ, «Заветы Ильича» ЯХПК/, искусствăлла майпа пĕтĕлентерес енĕпе Наталья Садовникова /Етĕрне районĕ, «Ленинская искра» колхоз/ çĕнтернĕ.
Чăваш Енре 1139 оператор машинăпа ĕне сăвать. 2009 çулта 121-шĕн /10,6:/ кăтартăвĕ 5 пин килограмран иртнĕ. Етĕрне районĕнчи «Родина» ЯХПКри Любовь Храмовăпа Валентина Волкова 8 пинрен ирттернĕ. Пĕлтĕр республикăра тăваттăшĕ - 7 пин, 37-шĕ - 6 пин, 78-шĕ 5 пин килограмм ытла сĕт сунă. «Вĕсен йышĕ çуллен хушăнать, - кăмăллăн палăртрĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов. - 2009 çулта кашни оператор 2006 çулхинчен пĕр пин килограмм ытларах сĕт сума пултарчĕ. Тухăçлăха ÿстерме «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пулăшать. Вăл пурнăçа кĕме тытăннăранпа 81 объекта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ тата хута янă. Ун валли 3,6 млрд тенкĕ кредит уйăрнă, çав шутра сĕт туса илекен отрасле аталантарма - 600 млн тенкĕ. Çакă юлашки 4 çулта 35,5 пин тонна сĕт, 16 пин тонна аш-какай ытларах туса илме май пачĕ».
Анчах отрасльте йывăрлăх тупăнсах тăрать. Сĕт хакĕ вылянса тăнăран хуçалăхсем тăкак тÿсеççĕ. Парăмсене вăхăтра татма укçа çитмест. Çавна май мăйракаллă шултра выльăх йышĕ çулсерен чакать. Кĕтĕве сыхласа хăварас тата унăн йышне ÿстерес тесен пăру ытларах илмелле. 2009 çулта Чăваш Енре кашни 100 ĕнерен 78 пăру илнĕ /чылай çул каялла кăтарту 86-па танлашнă/.
- Пăруран сĕт паракан ĕне тума темиçе çул кирлĕ. Вăл инкубаторпа чĕпĕ кăларни е сысна çитĕнтерни мар. Çавăнпа та ĕне выльăх йышне епле пулсан та сыхласа хăварма тăрăшасчĕ, - терĕ Чăваш Республикин ăратлăх енĕпе ĕçлекен «Чувашское» АУО ертÿçи Иван Козин.
Тупăшăва пухăннисем малтанхи кун теорие епле пĕлнине кăтартрĕç. Унтан «Ударник» хуçалăх ĕнисен çуллахи лагерьне çитсе курчĕç. Выльăхсем кунта юпа уйăхĕчченех пурăнаççĕ. Сĕтеклĕ апат, концентрат çинĕрен талăксерен 800 грама яхăн ÿт хушаççĕ. Хуçалăхра выльăх апачĕн пахалăхĕшĕн уйрăмах тăрăшаççĕ. Апатра протеин, сахăр, ка-ротин, тутă кĕртекен ытти япалана шанчăклă упрас тĕллевпе сенажа тюкласа пленкăпа темиçе хут чĕркеççĕ. Ку меслетпе Европăра 20 çул ытла усă кураççĕ. Сенаж йĕпе-сапара пăсăлмасть.
Каç енне практика пайĕ пуçланчĕ. Конкурсантсем машинăпа ĕне сурĕç, искусствăлла майпа пĕтĕлентерчĕç. Иккĕмĕш кунне сĕт сумалли аппарата хăвăрт та тĕрĕс салатса пуçтарассипе ăмăртрĕç. Шел те, вĕсен хушшинче çамрăк сахалччĕ. Уява уçнă чухне тухса калаçакансем çитĕнекен ăрăва выльăх-чĕрлĕх отраслĕ кăсăклантарманни пирки ÿпкелешни тĕрĕсе килчĕ.
Чылай çул каялла аслă классенче вĕренекенсен производство бригадисем кал-кал ĕçлетчĕç. Çамрăк операторсен, сухаçăсен хушшинче, ытти енĕпе те конкурссем иртетчĕç. Хĕрсем амăшĕсене пулăшма фермăна пыратчĕç, каччăсем улăх-çаранра кĕтÿ кĕтетчĕç. Çакă çитĕнекен ăрăва ял пурнăçне, выльăх-чĕрлĕхе юратма вĕрентетчĕ. Халĕ ырă йăласем темшĕн манăçрĕç. Çавăнпа та çамрăксем фермăна е комплекса пыманшăн тĕлĕнме кирлех-ши?
Машинăпа ĕне сăвакансен конкурсĕнче Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХОри Светлана Григорьева çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна - Вера Николаева /Шупашкар районĕ, «Приволжское» хуçалăх/, виççĕмĕшне Ирина Карпова /Етĕрне районĕ, «Заветы Ильича» ЯХПК/ тухрĕç.
Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес енĕпе малти вырăнсене Надежда Сергеева /Вăрнар районĕ, «Янгорчино» ЯХПК/, Валентина Димитриева /Муркаш районĕ, «Ударник» СПХ/, Ирина Аввакумова /Елчĕк районĕ, «Рассвет» ЯХПК/ йышăнчĕç.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024