Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 8 » Райцентрти иккĕмĕш шкулпа гимнази вĕренекенĕсем çĕнтерчĕç
Райцентрти иккĕмĕш шкулпа гимнази вĕренекенĕсем çĕнтерчĕç
17:51
Сăн ÿкерчĕк
Майăн 25—26-мĕшĕсенче çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарницăпа" "Орленокăн" районти ХХХХII финалти вăййисем иртрĕç. Кăçал вĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, Трак районне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă.
Вăйăсен йĕркелÿ комитечĕ кăçал та вĕсене Васнар ялĕнчен тухса Караялла каякан автоçулăн сылтăм енчи вăрман лаптăкĕ çывăхĕнче ирттерме сĕнчĕ. Çулпа çул пĕр килмест. Çамрăк армеецсен вăййисем юрлă-çумăрлă, аслатиллĕ шалкам çумăр çунă, сывлама май çук шăрăх çанталăкра иртнине те астăватăп. Кăçал вара çанталăк ачасене кÿрентермерĕ темелле, вĕсем хăйсене пур енчен те кăтартма пултарчĕç.
Сакăр сехет иртсенех асăннă вырăна сарă тĕслĕ "Шкул автобусĕсем" килме пуçларĕç. Кĕске хушăрах "палаткăсен хули" ÿссе ларчĕ. Шкулсенчен килнĕ поварсем кăвайт чĕртсе апат пĕçерме, чей вĕретме хурансем çакса ячĕç. Мандат комиссийĕ ĕçе кÿлĕнчĕ. Кăçал "Зарницăра" тупăшма районти шкулсенчен 11 отделени кăмăл тунă: уписем, шывпуçсем, чатукассисем, карайсем, алманчсем, пикшиксем, еншикчуллăсем, кĕçĕншетмĕсем, именкассисем, гимназистсем, райцентрти иккĕмĕш шкул. "Орленокра" вара командăсен хисепĕ сахал. Кунта ăмăртусенче вăй виçме Трак гимназийĕ, Карай, Алманч, Мăн Шетмĕ, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулсен коллективĕсем хатĕрленнĕ. Çакна каласа хăвармалла: кăçалхи вăйăсенчи ăмăртусем те ытти çулхисенчен ытлашшипех уйрăлса тăмарĕç. Вĕсем творчество ("Боевой листок", "Пирĕн тăрăх — Чăваш ен" конкурссем), теори ( "Эпĕ — Раççей гражданинĕ", "Чувашия из будущего и для будущего", "Хÿтлĕх", "Пĕрремĕш пулăшу", "Çул-йĕр юхăмне пĕлекенсем", "Паттăрсемпе танлашасси", "Эпир — Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем" конкурссем), çарпа спорт ("Статен и строен-уважения достоин", "Огневой рубеж", "Вăй тата çивĕчлĕх", "Тинĕсри виçĕ енлĕ кĕрешÿ", "Кросс", "Рукопашный бой", туристсен чăрмавсем витĕр тухмалли çул-йĕрĕ, хăрушсăрлăх шкулĕ), ытти блоксенчен тăраççĕ. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех вырăнсенче финалти вăйăсене кам еплерех хатĕрленни тÿрех куç умне ÿкрĕ.
Çамрăк армеецсен уявĕ палăртнă вăхăтра уçăлчĕ. Чăваш Республикин ялавне çĕклеççĕ. Унтан район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Антонов, Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсенчи çар комиссариачĕн представителĕсем, партипе совет, комсомол ĕçĕн ветеранĕ А. Никитин, ыттисем тухса калаçрĕç, çамрăк армеецсене тупăшусенче ăнăçусем сунчĕç. А. Лебедев тĕп судья вăйăсен положенийĕпе паллаштарать.
"Статен и строен-уважения достоин" конкурсра командăсенчи 11 вĕренекен хутшăнать. Ăна çар комиссариачĕн çыннисем хак параççĕ. Хĕрсемпе каччăсен финалти вăййисене уçнă чухне стройри дисциплинăна епле пăхăннине, стройри мелсене епле пурнăçланине, еплерех тум тăхăннине, командирăн ĕç-хĕлне шута илеççĕ. Кунсăр пуçне çамрăк армеецсем командир панă тĕрлĕрен командăсене пурнăçлаççĕ. Ку тупăшура кĕçĕннисенчен — еншикчуллăсем, аслисенчен мăншетмĕсем палăрчĕç.
Теори блокĕнчи конкурссенче те хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулти "зарничниксем" "Пирвайхи пулăшу парассипе" — пĕрремĕш, "Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем", "Паттăрсемпе танлашасси" тупăшусенче — иккĕмĕш, "Чувашия из будущего и для будущего" конкурсра виççĕмĕш пулчĕç. Кунта именкассисем ("Чувашия из будущего и для будущего", "Хÿтлĕх" — пĕрремĕш, "Пирвайхи пулăшу" — иккĕмĕш, "Паттăрсемпе танлашасси" — виççĕмĕш), уписем ("Эпир-Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем", "Паттăрсемпе танлашасси" — пĕрремĕш), пикшиксем ("Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем" — пĕрремĕш, "Чувашия из будущего и для будущего" — иккĕмĕш) палăрчĕç. Еншикчуллăсем, чатукассисем, кĕçĕншетмĕсем, алманчсемпе шывпуçсем те уйрăм конкурссенче призлă вырăнсене йышăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле тупăшура кунта райцентрти иккĕмĕш шкулти çамрăк армеецсем—пĕрремĕш, именкассисемпе уписем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Асăннă блокра çамрăк армеецсен "Орленок" отделенийĕсем хушшинче Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем блокри мĕн пур конкурссенче 1—3-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Тен, вĕсене çакăнта шкул директорĕ И. В. Кускова пулни те хавхалантарчĕ пулас. Алманчсемпе мăншетмĕсем те хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç, пĕтĕмĕшле кăтартусемпе 2—3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
"Çарпа спорт" блокĕнчи конкурссем те çăмăллисен йышĕнче мар. Кĕçĕннисенчен пневматикăлла пăшалтан перессипе малти виçĕ вырăна карайсем, уписемпе кĕçĕншетмĕсем тухрĕç. "Вăйпа çивĕчлĕх" тупăшура вара кĕçĕншетмĕсем, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем, гимназистсем палăрчĕç. "Тинĕсри виçĕ енлĕ тупăшура" именкассисене, кĕçĕншетмĕсемпе уписене çитекенни пулмарĕ. Кросс чупса вара райцентрти иккĕмĕш, Пикшикпе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсен вĕренекенĕсем аван кăтартусемпе палăрчĕç. Райцентрти иккĕмĕш шкулти çамрăк армеецсем пушар тата çар прикладной нумай енлĕ кĕрешÿре — пĕрремĕш, "Туристсен чăрмавсем витĕр тухмалли çул-йĕрĕ çинче" иккĕмĕш пулчĕç. Ку конкурссенче çавăн пекех именкассисене лайăх енчен палăртмалла. 
"Орленокăн" отделенийĕсем те конкурссене хутшăнса паха результатсем кăтартрĕç. Акă, гимназистсем "Тинĕсри виçĕ енлĕ кĕрешÿре", "Туристсен чăрмавсем витĕр тухмалли çул-йĕрĕ", "Пушар тата çар прикладной нумай енлĕ кĕрешÿ" конкурссенче — пĕрремĕш, винтовкăран перессипе, "Рукопашнăй бой" тупăшура — иккĕмĕш, кроссра виççĕмĕш пулчĕç, ку блокра пĕтĕмĕшле кăтартусемпе çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна тухнă иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем призлă сакăр вырăн йышăнчĕç. Мăншетмĕсем — виççĕмĕшсем.
Творчество блокĕнчи "Представление команд" конкурсра кĕçĕннисем хушшинче уписене, кĕçĕншетмĕсене, еншикчуллăсене çитекенни пулмарĕ. "Боевой листоксем" кăларса именкассисем, уписем, кĕçĕншетмĕсем палăрчĕç.
Аслисем те кĕçĕннисенчен юлмарĕç темелле. "Представление команд" тупăшура гимназистсене, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкула, мăншетмĕсене çитекенни пулмарĕ. "Боевой листоксем" райцентрти иккĕмĕш шкулăн, гимназистсен, алманчсен тулли содержаниллĕ, илемлĕ пулни курăнчĕ.
Çапла, икĕ куна пынă çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленокăн" районти ХХХХII финалти вăййисем вĕçленеççĕ. Судьясен коллегийĕ пĕтĕмлетÿсем тăвать, çапла пĕлтерет: "Зарницăра" райцентрти иккĕмĕш шкул команди çĕнтернĕ. Именкасси тата Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенчи отделенисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
"Орленокра" Трак гимназийĕнче вĕренекенсен коллективĕ мала тухнă. Райцентрти иккĕмĕш тата Мăн Шетмĕ шкулĕсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем. Судьясен коллегийĕ "Чи лайăх командир" тесе А. Меркушована ("Зарница", Еншик Чуллă), А. Владимирована ("Орленок", Мăн Шетмĕ) палăртнă.
Çĕнтерÿçĕсем, конкурссенче палăрнисем хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕ-командăсен район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивет.
Лагерь шăпланать. Икĕ кун хушшинче пĕр-пĕринпе паллашнă çамрăк армеецсем кашниех ырă сунса килĕсене саланаççĕ. Тепĕр çулччен, "Зарницăпа" "Орленок".

Г. Борзин
Миçе çын пăхнă: 554 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: зарница, орленок | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024