Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 3 » Кĕркунне тухăç пысăк пулатех
Кĕркунне тухăç пысăк пулатех
00:13
Сăн ÿкерчĕк
Çурхи уй-хир ĕçĕсем кăçал ытти çулхинчен юларах килчĕç. Çĕр çынни çапах пуçне усмарĕ — çуртрисемпе çĕр улмине планпа пăхнă чухлех акса-лартса хăварчĕ. Хресченĕн кăмăлне пĕлнĕ пекех, çумăрсем çуса иртрĕç. Çанталăкĕ те ăшăтрĕ. Акнă-лартнă культурăсем шăтса тухса вăй илме пуçăнчĕç. Районти комисси членĕсем (председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм управленийĕн начальникĕ И. В. Степанов) çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче ял хуçалăх таварĕсем туса илекен предприятисенче пулчĕç, уй-хирте çитĕнекен культурăсем епле аталанса вăй илнине хакларĕç. Çул çÿреве çавăн пекех хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем тата ял тăрăхĕсе пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та пулчĕ. 
Чи малтанах пурте пĕрле тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн "Красноармейски — Çĕрпÿ” автоçул хĕрринчи пăрçа пуссине çитрĕç. А. П. Афанасьев генеральнăй директор каланă тăрăх, вăл 60 гектар йышăнать, лайăх шăтса тухнă. Сăмах май, ытти хуçалăхра пăрçа акса тăвассине манăçа кăларнă. 
"Заря” хуçалăх "Новая сила” кооперативăн пулнă хăш-пĕр уйсене те акса тăвасшăн. Чăн та, акара сеялка сошникĕсене кирлĕ пек йĕркелештерменни вырăн тупнă-ха. Çĕр хатĕрлессин пахалăхĕ те уйрăм çĕрте чăхăмлани уççăнах сисĕнет. 
— 45-мĕш ĕç çи пулчĕ ку маншăн. Алă вăйĕ тивĕçменрен хамăн та трактор рулĕ умне ларма лекрĕ. Кĕр тыррисем акма ав çĕр хатĕрлесшĕнччĕ те — трактор çĕмĕрĕлсе кайрĕ, — терĕ хуçалăх ертÿçи Н. В. Петров. Вăл 130 гектар çине çум курăкран сапма гербицид илсе килнине те пĕлтерчĕ. 
Ку тăрăхри пĕр уй иккĕмĕш çул ĕнтĕ сухаланмасть. Гулявник текен курăк ешĕлех пусса илнĕ ăна. Вăррине сапиччен "хуратмалла” — симĕс удобрени те пулĕччĕ. 
Тулли мар яваплă "Гигант” пĕрлешĕвĕн çывăхри 50 гектар йышăнакан I репродукциллĕ "эстер” çурхи тулă пусăрăнтарманран пĕр тикĕс шăтайман. 
"Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕн тулă, урпа пуссисенче çум курăк вăй илесшĕн. Агрегачĕ пур, шел, гербицичĕ çук. 
"Восток” ЯПК-ра 50 гектар нумай çул ÿсекен курăксем вырăнне тулă сÿрелесе çеç акнă. Çум курăкран паян-ыран гербицид памалла. 
В. В. Тимофеев хресчен фермер хуçалăхĕнче те çĕре япăх хатĕрленĕ, акнă хăш-пĕр уйсенче хăлха çакки курăкĕ чечеке ларма та ĕлкĕрнĕ ав. Кĕр тыррисем акмалли пусăсене те вăхăтра сухаланине нимĕн те çитмест. 
Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. В. Степанов хыпарланă тăрăх, çак территорине кĕрекен "Янмурзино” ЯХПК-ра, "Досаево” ял хуçалăх артелĕнче тата Е. Ю. Степанова ХФХ-ĕнче çуртрисене 1700 гектара яхăн акнă. Кĕр тыррисем вара вĕсенче 900 гектар ытла йышăнаççĕ. Е. Ю. Степанова хресчен фермер хуçалăхĕнче çум курăкпа кĕрешсе гербицид сапма пуçланă, кĕр тыррисем валли çĕр хатĕрлеççĕ.
— Пирĕн çуртрисем 450 гектар çинче. Уйсене пăхсан, чун савăнать. Кĕркунне тухăç пулатех, гектар пуçне 20-шер центнертан кая мар илетпĕрех, — каласа парать "Досаево” ял хуçалăх артелĕн председателĕ Л. М. Архипов. 
— Çĕр пиçессе пĕртте кĕтсе ларман. Малтанхи кунне уя хатĕрленĕ, тепĕр кунне вара акнă. Пурĕ тырăсем 60 гектар йышăнчĕç, — терĕ В. М. Ефимов фермер та. 
"Бахча” пĕрлешÿ ертÿçи Н. М. Мамедов çурхи тулăна имçамласа акнине, хутăш удобренисем панине, комисси пулнă кунхи каç енне опрыскивательпе гербицид сапма тухассине пĕлтерчĕ. 
"Нива” ЯХПК-ри Дубовка ялĕ çывăхĕнчи 58 гектар çинчи тулă пуссинче, О. В. Козлова агроном çирĕплетнĕ тăрăх, çĕр пĕрешкел пиçменрен тракторсем кĕре-кĕре ларни те пулнă. 
"Колос” хуçалăхăн уйĕсенче, ытти çулхисемпе танлаштарсан, шăйрăксем ытларах. "Сĕлĕ — уй санитарĕ”, теççĕ. Ытахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхра вăл йышăнакан уй таса, çум курăк курăнсах каймасть. 
"Красное Сормово” пĕрлешĕвĕн агрономĕ Д. М. Скворцов 90 гектар çинчи çурхи тулăна пĕлтĕр çĕр улми пулнă уя çĕнĕ сеялкăпа акнине каларĕ. Аван шăтса тухнă. 57 гектар тулă та, хĕреслĕ майпа акнăскер, илемлĕн курăнать. 
А. Н. Николаев ХФХ-ĕнчи кĕр тыррисем лайăх (сăмах май, вĕсем кăçал кашни хуçалăхра тенĕ пекех çапла). 
Тулли мар яваплă "Караево” пĕрлешĕвĕн агрономĕ Р. А. Никифоров тĕш тырăсем 850 гектар йышăннине, вĕсене имçамласа, аммиак селитри хывса акнине палăртрĕ. Карайсем çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ уявра ĕç çине хутшăннисене тивĕçлипе чысланă-мĕн. Вĕсем ют çĕр-шывра туса кăларнă хăватлă трактор, ун валли культиватор та туяннă иккен. Н. Л. Александрова ертсе пыракан агрохимик пуçтарăннă ертÿçĕсемпе агрономсене азотлă удобренисемпе те, çав хушăрах фосфор сахалтарах уйсенче хутăш удобренисемпе те усă курма сĕнчĕ. Каярах вăл çĕрсене извеçлесси пирки те аса илтерчĕ, клевер, пăрçа акса тума чĕнчĕ. 
"Волит” пĕрлешÿ ертÿçи В. И. Петров çур акине тухас умĕн 4 сеялкăна кашни болчĕ таранах пăсса юсанине çирĕплетрĕ. Тĕрĕссипе, çаплах пулмалла та. 
Тулли мар яваплă "Шатьма” пĕрлешÿ ертÿçи Г. Г. Васильев та çак кун çула тухнисене хăйсен кашни уйĕпех паллаштарма çине тăчĕ. Сĕлĕ (90 гектар), кĕрхи тулăпа ыраш уйĕсем аванрах. Хăш-пĕр çĕрти пусăсене вара гербицид сапма вăхăт. Герман Геннадьевич "вăл пур”, терĕ. 
"Гордей” хуçалăхра (ертÿçи В. М. Ильин) купăста шăвараççĕ. 
— 1990 çултанпа фермерăн çăмăл мар ĕçĕпе тăрмашатăп. 19-мĕш çул вара купăста çитĕнтеретпĕр. 3 гектар йышăнать вăл. Ир, вăтам тата каярах юлса пулакан 6 тĕрлĕ гибрид туса илесшĕн кăçал. Виççĕшне унчченех тĕрĕслесе пăхнă-ха, тепĕр виççĕшĕпе вара сăнав ирттерес терĕмĕр. Калчисене хамăрах ÿстернĕ. Пĕр уйне шăвартăмăр, купаланă хыççăн тепре "çумăр çутарасшăн”. Халĕ шăвармалли агрегатсем иккĕмĕш уйра ĕçлеççĕ, — терĕ Вениамин Михайлович. 
В. Н. Шумилов ХФХ-ĕнче кĕрхи тулă (12 гектар), ыраш (вăл районти хуçалăхсенчи чи лайăх уй тесен те йăнăш пулмасть), люцерна, купăста (2 гектар), хĕрлĕ кăшманпа кишĕр (пĕрер гектар) пур. 
"Таябинка” агрофирмăн Чатукасси енчи уйĕсенче те пултăмăр. С. Л. Молотков тĕп агроном çуртрисене 3 сеялкăллă агрегатпа çĕре хатĕрленĕ хыççăн 1—2 сехетренех акса пынине каларĕ. Крентейкассинелле каякан автоçул хĕрринчи пусăра вара агрофирмăри П. И. Федоров механизатор 3,5 метр сарлакăш илекен плугпа кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлетчĕ. "Нива” хуçалăхри С. Козлов тракторист та çĕнĕ хăватлă тракторпа ку ĕçех кÿлĕннĕ. 
"Красное Сормово” пĕрлешĕвĕн Мăн Шетмĕ юханшывĕн тепĕр енче вырнаçнă самаях пысăк лаптăк çинчи кĕрхи тулă уйĕ тухăç пĕчĕкех мар пуласса шантарать. "Кĕр тыррисем пирĕн пĕтĕмпе 400 гектар йышăнаççĕ”, — терĕ С. П. Иванов ертÿçĕ. 
Çул çÿрев кăтартăвĕсене те ку хуçалăх территорийĕнчех малтанласа пĕтĕмлетрĕç. Сĕнÿсем те пулчĕç. Акă район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ял хуçалăхĕнче технологине çирĕп пăхăнса вăй хумаллине, ку чухне ертÿçĕн сăмахĕ çирĕп пулмаллине, çĕнĕ техника туянма çине тăмаллине палăртрĕ. Э. А. Николаевапа В. А. Васильев агрономсем элитăллă вăрлăхпа ытларах усă курмаллине, хура пусăсене пăхсах тăмаллине, ку тĕлĕшпе В. Н. Шумилов фермер хуçалăхĕнчен тĕслĕх илмеллине, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене пысăклатмаллине каларĕç. 
Çур акин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе мала тухнă хуçалăхсене вара çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен районти Ака туйра чыслĕç.

В.Данилов

Миçе çын пăхнă: 1239 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024