Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Ака » 1 » Кĕвĕпе çывăхланнă чĕре
Кĕвĕпе çывăхланнă чĕре
23:25
Сăн ÿкерчĕк
...Йышлăн вĕренетчĕç ĕлĕкрех шкулсенче: пĕр-пĕр класра çĕр ачана яхăн пулнăран — вĕсене виçĕ класс çине уйăрса пĕлÿ паратчĕç. Красноармейскинче ун чух пĕр вăтам шкул çеç пулнă. Астăватăп: 1961 çулта Çĕньял Упи ялĕнчен кунта хăюсăртарах вăрăм çамрăк сумка çакса килетчĕ. Тăватă çухрăма куллен такăрланă вĕт. 
Малтан вăл Янкасри 8 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Çапла тепĕр виçĕ çул район центрĕнче пĕлĕвне туптарĕ. Вĕсен класс ертÿçи Елена Николаевна Григорьева çамрăк педагогчĕ. Вăл халĕ те Красноармейски ялĕнче пурăнать. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” ята тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче пултаруллисен шутĕнче пулнă. Алла вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ 11-мĕш "а” класс ачисем пурте пĕрле комсомол путевкипе Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне тунă çĕре хастаррăн тухса кайнине халĕ те манаймасть юратнă учительници. Ку ĕнтĕ 47 çул каялла пулнă-ха... Çав шутра Юра Романов та.
Тăван килтен аякка кайсан, чун-чĕрене кирек камăн та тунсăх пусать. Ушкăнпа хĕрсе ĕçленĕ хыççăн общежитине таврăнсан вара — пĕр-пĕринпе калаçса çеç мар, юрă-кĕвĕ ытамне лексе чĕрене канлĕх панă каçсем сахал мар иртнĕ. Ачаранах хут купăса кăмăлланăран, Юра чăвашсен анлă сарăлнă халăх юррисене çав тери кăмăлласа юрлаттарнă. Çав туртăм унран паянчченех хăпман — ĕçре те, канура та ăшĕнче яланах юрласа çÿренĕ...
Паллах, вăл тÿрех пысăк сцена çине тухман ĕнтĕ. Анчах та унăн хăйне евĕр музыка енĕпе ăсталăх пуррине юлташĕсем туйса тăнă. Чи малта Юра Романовшăн ĕçлев йыхравĕ чан çапса астарнă. Çавăнпа ĕçчен те маттур çын ĕнтĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкарти ударлă стройкăранах çар ретне тăнă — Кострома хулинчи сывлăш-çар десантĕнче виçĕ çул иртнĕ. Çамрăклах водитель правине илме пултарнăскер, службăран таврăнсан тÿрех Шупашкарти 1-мĕш автотранспорт предприятийĕнче машинăсем çÿретме тытăннă. Ĕçленĕ хушăрах Горький хулинчи автотранспорт техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Çавăн хыççăн пуçланнă та унăн техника енĕпе аталаннă карьери: Шупашкарти автошкулта производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕ, Лапсарти строительство комбинатĕнче механик, каярахпа — тĕп механик... 1975 çулта вăл тăван тăрăха таврăнать. Районти "Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче автомастерской инженер-контролерĕ, автопарк механикĕ, гараж начальникĕ пулса вунă çул тăрăшнă. 1985 çулта Красноармейскинче вĕрентÿпе производство комбиначĕ уçăлсан — унта куçнă: тепĕр вунă çул ачасене автомашина çÿретме вĕрентнĕ...
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть çав. Çыншăн татах та илĕртекен ĕç вырăнĕсем тупăнаççĕ. Хамăр патри газ уçлакан станцинче автобус çÿретме çын кирлине пĕлсен — унта кайса пăхать. Опытлă водителе хаваспах йышăнаççĕ. Çапла вара тата вунă çул — мĕн пенсие тухичченех çав ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать...
Ĕçпе юрă юнашар, теççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ Юрий Петрович Романовшăн ĕмĕр тăршшĕпе нихçан сĕвĕрĕлми шутланать. Автомашина çÿретнĕ чухне те унăн чунĕ юрласа пынă. Хăй тĕллĕн баянпа выляма хăнăхнă. Унпа ăшра кĕвĕленĕ юрăсене ăнкартнă. Юрăсем çырма пуçлас шухăш канăç паман. Ун пирки районти паллă музыкантсемпе канашлаççĕ — лешсем хавхалантарса пулăшса пынă. Çапла вара çичĕ çул каялла хăйĕн сăмахĕсемпех "Кĕрхи туйăм” ятлă пĕрремĕш юрри çуралнă. Ăна тÿрех "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальте юрланă. Ку питĕ çунатлантарса янă ăна. Çавăнтанпа кашни çул пĕр çĕнĕ юрă парнеленĕ халăха. Халлĕхе нумай мар пек те — васкамасăр çыракан юрăçшăн самаях сумлă туйăнать. Чăваш енри паллă сăвăçсен хайлавĕсене суйласа илет вăл. Надежда Силпи сăввисемпе кăна виçĕ юрă çырнă. Хăй çырăнса илекен "Играй, гармонь” журналта (ăна Геннадий Заволокин журналĕ теççĕ) çар фольклорĕнче тухнă "Я тебя никогда не забуду” тыткăнланă ăна. Сăмахĕсем — халăхăн. Вĕсем хăйсемех кĕвве хывма ыйтаççĕ тейĕн. Юрий Романов вара пирвайхи хут вырăсла юрă çырса пăхать. Халĕ вăл та унăн хайлавĕсем йышĕнче...
Тивĕçлĕ канура чухне пултарулăхне ÿстерме татах та майсем пуррине туйса, Юрий Петрович Романов музыка обществин районти уйрăмĕпе тачă çыхăну тытма пуçлать: халăх пултарулăх çурчĕн "Трак ен” фольклор ушкăнне, хут купăсçăсен ансамбльне çÿрет. Вăл хутшăнмасăр пĕр уяв та иртмест темелле. Ку таранччен "Янра, хут купăс!” программăна явăçса, республикăри наци музыкин хатĕрĕсемпе вылякансен смотрĕнче, Тюменьти чăвашсен Ака туйĕнче, Хусанти Тутарстан кунĕнче пулса пултарулăхне кăтартнă. Купăсçăсен "Хавал” ансамблĕ Пĕтĕм Раççейри II фестиваль-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал çак ушкăн асăннă конкурсăн юлашки тапхăрне Мускавра хутшăнать.
Юрий Романов хăйĕн çемйипе те районти конкурссенче палăрнă. Унăн мăшăрĕ — педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Герасимовна хавхалантарса, пулăшса пырать ăна. Ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă вĕсен. Ывăлĕ — Миша — Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, газ уçлакан станцире — смена инженерĕ. Хĕрĕ — Таня — Чăваш педагогика университетне пĕтернĕ, çавăнтах информатика вĕрентет. Пилĕк мăнук Романовсен. Вĕсем те йăх-тымара тивĕçлипе тăсасса шанас килет.
Хăй тĕллĕн юрăсем ăсталакана вырăнти юрăçсем кăна мар, Шупашкар артисчĕсем те килĕштереççĕ. Унăн юррисем — "Заволжски” клуб çумĕнчи "Каприз”, чăваш халăх артистки Галина Смирнова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Семенов репертуарĕнче.
Пурăнать, тăрăшать, ĕмĕтленет паян та çамрăк вăй-халлă 65 çулхи юрă ăсти. Эпир те пултарулăхĕнче ăнăçусем сунар Юрий Романова.

Н.Ершов
Миçе çын пăхнă: 539 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024