Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 86

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 25 » Хитрелĕхе туйма пĕлекенсем
Хитрелĕхе туйма пĕлекенсем
21:24
Сăн ÿкерчĕк
Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Карай шкулĕ 120 çул тултарнă ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă уявра ал ĕçĕсен куравĕнче Л. Ю. Платонова вĕтĕ шăрçапа (бисерпа) тĕрленĕ ÿкерчĕкĕсене нумай тăратнă. Ытармалла мар хитре! 
Любовь Юрьевна мăшăрĕпе Çырмапуç ялĕнче пурăнать, пĕрле виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Пур ĕçе те ĕлкĕрет Л. Платонова, спортпа та туслă, хăйĕн тĕп ĕçĕнче те ĕлкĕрет. Вăл ĕçĕнче те хисепре, мăшăрĕпе килти хушма хуçалăха та шăн-шăн тытса пыраççĕ. Чечексене юратать. Çăвĕпе пахчинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем илем кÿреççĕ. Вĕсем çемйипех обществăлла мероприятисене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул, ав, республикăри "Çулталăк çемйи" конкурсра "Пултаруллă çемье" номинацире диплом илме тивĕç пулнă.
Бисерпа çеç мар, чăваш тĕррисем те тĕрлеме юратать. Тĕрленĕ ал шăллисем, кавирсем илемлетеççĕ тăван килне. Хĕрĕсем те — Алисăпа Света — амăшĕнчен тĕслĕх илсе, чун-чĕререн парăнса, ал ĕçĕпе интересленеççĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса, юратса тунă ĕç кăна хÿхĕм пулса тухни паллă ĕнтĕ. Вĕсем çапла майпа чун тасалăхĕпе, чун хитрелĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Пĕр ал ĕçне хăйсен çемйинчен тăван шкула парнелерĕç Платоновсем. Кĕçĕннни, Федор, Карайри вăтам шкулта вĕренет. Чăваш йăли-йĕркине манманни вĕсене чыс кăна кÿрет.

М.Романова
Миçе çын пăхнă: 239 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
1 моська   (20.02.2011 11:31)
да ее уволили с должности мастера.она в часла на птичьих правах.так и надо ей

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018