Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 8 » Композитора ырăпа аса илчĕç
Композитора ырăпа аса илчĕç
18:41
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн мухтавлă ентешĕн — Çавалçырма ялĕнче çуралнă СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РФ халăх артисчĕн, РСФСР, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата "Хисеп палли” орденĕсен кавалерĕн, чăвашсен паллă композиторĕн Ф. М. Лукинăн пурнăçĕ 1994 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче татăлнă. Манмаççĕ ăна Чатукасси тăрăхĕнче пурăнакансем. Çулленех асăну кунне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чатукассинчи культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕнче иртрĕ.
Хăнасем чылайăн хутшăнчĕç унта. Çав йышра композитор хĕрĕ — Татьяна Филипповна, хамăр ентешсем — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши "Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. И. Николаев, Чăваш халăх поэчĕ Ю. С. Сементер, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Н. Львов тата унăн çумĕ А. В. Яковлев журналист, Раççей Почтин республикăри управленийĕн начальникĕ С. Т. Тимофеева тата И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пĕччен юрлакансен кафедрин доценчĕ В. Г. Егоров, çавăн пекех ЧР Вĕрентÿ министерствин лицензи пайĕн эксперчĕ С. Г. Калашникова, республикăри композиторсен пĕрлĕхĕн председателĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Н. Н. Казаков, ЧР Пуçлăхĕн канашçи М. Г. Кондратьев музыковед, Ф. П. Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин хор дирижерĕсен уйрăмĕн заведующийĕ А. А. Юнисов, Чăваш наци музейĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Г. Шляхина (хамăр ентеш), кунти А. М. Тихомиров ÿнерçĕ-дизайнер, ăслăлăх сотрудникĕ А. Ю. Иванов тата Т. Н. Орлова ертсе пыракан методист тата ыттисем пулчĕç. 
Асăну кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков уçрĕ. "Кăçалхи çула Ф. М. Лукин композитор çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Паян вара эпир Филипп Мироновича сума суса унăн ĕçлĕ çулĕсене аса илме пухăнтăмăр. Ентеш ячĕ çамрăк чĕресенче те ĕмĕр-ĕмĕр упрантăр. Район администрацийĕ Ф. М. Лукин музейне юсаса çĕнĕ сăн кĕртме, юбилей мероприятийĕсем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрĕ”, терĕ Андрей Владимирович.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши "Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. И. Николаев музее ноутбук парнелерĕ. Раççей Почтин республикăри управленийĕн начальникĕ С. Т. Тимофеева ятлă-сумлă композитор ячĕпе 1 миллион тенкĕлĕх конвертсем кăларасси пирки пĕлтерчĕ. М. Г. Кондратьев "Филипп Лукин: музыкант, общественный деятель” кĕнекене ентешĕсем валли 66 экземпляр илсе килнĕ (сăмах май, кунтах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн кĕнеке куравĕ — библиотекарĕ Л. В. Кузьмина — ĕçлерĕ). "Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Н. Львов композитор хĕрне — Татьяна Филипповнана ентешлĕх медальне пачĕ. Татьяна Филипповна вара музее ашшĕпе çыхăннă ĕçлĕ хутсене татах та парнелеме шантарчĕ. Композитор ентешĕсен ячĕпе В. Н. Лукинпа Н. М. Матвеев сăмах каларĕç. Музей директорĕ Н. Н. Лукина хăнасене экспонатсемпе паллаштарчĕ.

Миçе çын пăхнă: 493 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024