Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинче "Трак керамики” завод тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, "Мухтав Ылтăн Çăлтăрĕ” орденĕн кавалерне Николай Федорович Угаслова Тюмень тăрăхĕнче ирттерме палăртнă Чăваш культурин кунĕсене каякан Трак ен делегаци тăкакĕсене саплаштарма спонсорла пулăшу пама май тупнăшăн тав тăватпăр, çавăнпа пĕрлех çывхарса килекен çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ăнăçу, телей сунатпăр.
2012 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "ТУС” компанипе унăн генральнăй директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Н. Ф. Угаслова пырса тивекен паллă виçĕ датăна уявланă. "Пăлхар” ентешлĕх — Тутарстан чăвашĕсем” обществăлла организацине туса хунăранпа — 20, ăна Н. Ф. Угаслов ертсе пыма тытăннăранпа 10 çул çитнĕ, хăйĕн 60 çулхи юбилейĕ пулнă. Çак тапхăрта "ТУС” фирма ырă кăмăллăх кăтартнипе мĕн чухлĕ ырă ĕç туман-ши! Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет. 
2006 çулхи июль уйăхĕн пуçл ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 496 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче, вырсарни кун, Раççейри мĕн пур ял-хулари евĕрех, Трак енре те массăллă спорт уявĕ иртрĕ.
11 сехет те 45 минутра йĕлтĕрçĕсем парада йĕркеленсе тăчĕç. Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков уçрĕ. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ янăранă хыççăн Андрей Владимирович ку евĕр уяв 9-мĕш хут иртнине, унта тĕрлĕ çулсенчи йĕлтĕрçĕсем хутшăннине палăртрĕ, пурне те ăнăçлă стартпа финиш сунчĕ, спортăн çывăх тусне В. И. Перепелкина "Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти ячĕпе дипломпа парне кÿчĕ. Йĕлтĕрçĕсене (тупăшăва Çĕрпÿ районĕнчи спортсменсем те хутшăнчĕç) çавăн пекех Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. Прокопьева тата республикăри муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев ыр сунчĕç. Станислав Андреевич спорт ветеранĕсен йышĕнче К. Шачкина (Именкасси), П. Шумилова (Çеçмер), И. Прокопьевпа В. Овчинникова (Крансоармейски) палăртрĕ. 
Ăмăртусен тĕп судйи В. Перепелкин уяв программипе паллаштарнă хыççăн 12 сехетре пĕрремĕш ушкăна с ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 495 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусай ялĕ чăннипех те вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе палăрчĕ: 21 çул каялла Александр Александрович Александров 101 çул та пĕр уйăх пурăнсан çĕре кĕнĕ. 2012 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче кунти ĕçпе вăрçă ветеранĕ Павел Трофимович Трофимов 101 çул тултарнăччĕ. Вăл халĕ те хăйне чиперех туять. Ун пирки райхаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче вара Василиса Григорьевна Григорьева 101-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Сăмах май, çулталăк каялла кинемин 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе "Ял пурнăçĕ” хаçат умлă-хыçлă икĕ пысăк статьяпа паллаштарнăччĕ вулакансене.
Çулталăк хушшинче Вĕçелис кинеми еплерех улшăннă-ши тесе, ун патĕнче менелникĕ çитиччен 5 кун маларах пулса куртăм. Пĕлтĕрхи пекех, вăл мана чÿрече витĕр асăрхаса, аллисене çĕклесе пÿртренех саламларĕ. Ывăлĕпе кинне çийĕнчех систернĕ пулас: хирĕç тухсах кĕтсе илчĕç çак хăтлă кил-çурт хуçисем. 
Ренăпа мăшăрĕ — Дуся — вун виççĕмĕш çул пăхса пурăнаççĕ амăшне. Çавăнпах пулĕ, пĕлтĕрхинчен нимех ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 565 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăсăн 9-мĕшĕнче, Красноармейски шкулĕнче республикăра иртнĕ «Ăраскал çăлтăрĕ» литература ăмăртăвĕнче мала тухнă ачасемпе вĕрентекенсене парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Сăмах май, асăннă конкурса Чăваш халăх сайчĕ (тĕп администратор - Н.Плотников) тата Чăваш чĕлхин инçет вĕрентÿ центрĕ (ертÿçи - В.Андреев) йĕркеленĕ.
Чыса тивĕçнисем хушшинче пирĕн район ачисем те пур. Вĕсем Красноармейски шкулĕнче 7 класра вĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 355 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейски шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕпе Гурий Дубров сăвăçпа тĕл пулу иртрĕ. Пултаруллă поэт 6-мĕш, 9-мĕш "б", 8-мĕш "б" класс ачисемпе тата "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче хушма пĕлÿ илекенсемпе туслă калаçу ирттерчĕ. Вăл Çĕпĕр çĕрĕ çинчен çырнă хăйĕн çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, сăмах хăвачĕпе вĕренекенсем умне Тюмень тăрăхĕнчи çут çанталăка, ял-хулана, унта вăй хуракан пархатарлă та ĕçчен çынсене чĕррĕн кăларса тăратрĕ. Кашни сăвви  ăшăлăхпа-ырăлăхпа чуна çĕклентерчĕ, пуян содержанийĕпе тарăн шухăша ячĕ. Ытла та ăста калăпланă 80 çула çывхарса пыракан маттур сăмах ăсти Гурий Егорович хăйĕн "Çĕпĕр сăввисем" ярăма. Шкул ачисем сăвăсен авторне тимлĕ итлесе ларчĕç, тав ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 581 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024