Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11 » “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2013” — Красноармейскинче
“Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2013” — Красноармейскинче
22:53
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче, вырсарни кун, Раççейри мĕн пур ял-хулари евĕрех, Трак енре те массăллă спорт уявĕ иртрĕ.
11 сехет те 45 минутра йĕлтĕрçĕсем парада йĕркеленсе тăчĕç. Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков уçрĕ. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ янăранă хыççăн Андрей Владимирович ку евĕр уяв 9-мĕш хут иртнине, унта тĕрлĕ çулсенчи йĕлтĕрçĕсем хутшăннине палăртрĕ, пурне те ăнăçлă стартпа финиш сунчĕ, спортăн çывăх тусне В. И. Перепелкина "Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти ячĕпе дипломпа парне кÿчĕ. Йĕлтĕрçĕсене (тупăшăва Çĕрпÿ районĕнчи спортсменсем те хутшăнчĕç) çавăн пекех Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. Прокопьева тата республикăри муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев ыр сунчĕç. Станислав Андреевич спорт ветеранĕсен йышĕнче К. Шачкина (Именкасси), П. Шумилова (Çеçмер), И. Прокопьевпа В. Овчинникова (Крансоармейски) палăртрĕ. 
Ăмăртусен тĕп судйи В. Перепелкин уяв программипе паллаштарнă хыççăн 12 сехетре пĕрремĕш ушкăна старт пачĕç. 
Интереслĕ те хĕрÿ иртрĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2013” Красноармейскинче. Çулĕсене кура ушкăнсенче çаксем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç: 29 çулчченхи хĕрарăмсенчен — М. Павлова ("Вольник”), арçынсенчен — Е. Пантелеймонов (Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ), 30—39 çулсенчи хĕрарăмсенчен — Л. Ильина (Карай), арçынсенчен — Г. Тимофеев (полици уйрăмĕ), 40—49 çулсенчи хĕрарăмсенчен — Л. Кириллова, арçынсенчен — В. Терентьев (райпо), 50—59 çулсенчи хĕрарăмсенчен — А. Прохорова, арçынсенчен — А. Ефремов (иккĕшĕ те — Заволжски ЛПУМГран), 60—70 çулсенчи хĕрарăмсенчен — М. Семенова (Кĕçĕн шетмĕ), арçынсенчен П. Трофимов (Çĕрпÿ районĕ). 70 çултан аслăрах арçынсем хушшинче — П. Шумилов (Çеçмер) — пĕрремĕш, К. Шачкин (Именкасси) иккĕмĕш пулса тăчĕç. VIP-чупура Л. Бардасовапа (обществăлла апатлану предприятийĕ) И. Дмитриева ("Автопошив”) çитекенни пулмарĕ. 
Дистанцисенче чи аслă йĕлтĕрçĕ Именкассинчи 1934 çулта çуралнă К. Шачкин, чи çамрăкки Красноармейскинчи 5 çулхи Валерия Яковлева пулчĕç. 
Çак кунах Алманчри йĕлтĕр трасси çине 72 спортсмен тухрĕ.
Миçе çын пăхнă: 496 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024