Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11 » “Трак керамики” завод çĕкленет
“Трак керамики” завод çĕкленет
23:40
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинче "Трак керамики” завод тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, "Мухтав Ылтăн Çăлтăрĕ” орденĕн кавалерне Николай Федорович Угаслова Тюмень тăрăхĕнче ирттерме палăртнă Чăваш культурин кунĕсене каякан Трак ен делегаци тăкакĕсене саплаштарма спонсорла пулăшу пама май тупнăшăн тав тăватпăр, çавăнпа пĕрлех çывхарса килекен çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ăнăçу, телей сунатпăр.
2012 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "ТУС” компанипе унăн генральнăй директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Н. Ф. Угаслова пырса тивекен паллă виçĕ датăна уявланă. "Пăлхар” ентешлĕх — Тутарстан чăвашĕсем” обществăлла организацине туса хунăранпа — 20, ăна Н. Ф. Угаслов ертсе пыма тытăннăранпа 10 çул çитнĕ, хăйĕн 60 çулхи юбилейĕ пулнă. Çак тапхăрта "ТУС” фирма ырă кăмăллăх кăтартнипе мĕн чухлĕ ырă ĕç туман-ши! Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет. 
2006 çулхи июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Тутарстанри Аксу район центрĕнче Шупашкарпа Хусанти, икĕ республикăри нумай ытти ял-хулари хăнасем хутшăннипе Чăваш халăх поэтне Н. И. Полорусов-Шелепине сума суса шурă мрамор палăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Монумент авторĕсем — РФ тава тивĕçлĕ ÿнерçи, ЧР патшалăх премийĕн лауреачĕ В. Нагорнов, ЧР патшалăх премине виçĕ хутчен тивĕçнĕ искусствоведени докторĕ А. Трофимов тата "ТУС” строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Н. Угаслов. Н. Шелепи Чăваш халăх поэчĕн ятне пĕрремĕш тивĕçнĕ çеç мар, ăна 1939 çулта чăваш писателĕсенчен чи малтан "Хисеп палли” орденпа наградăланă. Н. Ф. Угаслов çапла каланă: 
— Паян Шелепи палăкне уçнă май, эпир ятлă-сумлă поэтăмăра кăна мар, кунта пурăннă чăвашсен ĕçе юратаслăхĕпе талантне сума сăватпăр. 
2007 çулхи январьте Раççей çыннисем чăваш халăхĕн мухтавлă тепĕр ывăлĕн, генерал-полковник-инженерăн, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕн, СССР авиаци промышленноç министрĕнче ĕçленĕ, Çĕрпел районĕнчи Упири учитель çемйинче 100 çул каялла çуралнă П. В. Дементьевăн юбилейне паллă турĕç. Çав çулхи çулла "ТУС” ЗАО пĕрлешÿ генеральнăй директорĕ, П. В. Дементьев ентешĕ Н. Ф. Угаслов пуçарнипе тата пулăшса пынипе Çĕрпел район центрĕнче Петр Васильевич бюстне уçнă (авторĕ — В. Нагорнов), вăл вĕреннĕ Упи вăтам шкул çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарнă. 2008 çулта "ТУС” ЗАО пулăшнипе Тутарстанри Кăнна Кушки ялĕнче чăваш культурин патриархне И. Я. Яковлева халалланă тепĕр палăк уçнă (авторĕ — В. Нагорнов). 
Н. Ф. Угаслов митингра çапла каланă: 
— Паллă ку яла эпĕ пулас кĕнеке-альбом авторĕсемпе пĕрле çитсе куртăм. Ку таранччен те унта И. Я. Яковлев палăкĕ çуккинчен тĕлĕнтĕм. Манра тÿрех çак тĕрĕсмарлăха тÿрлетес шухăш çуралчĕ. Шкулпа халăха çутта кăлараканăн музейĕ хушшинче самаях пысăк уçă лаптăк пурччĕ. Эпир палăка унта вырнаçтарас терĕмĕр. Телее, Теччĕ район ертÿçисемпе вырăнти Н. Сергеев предприниматель пирĕн шухăша ырласа йышăнчĕç. Пĕрлехи вăйпа çапла вара ку монумента çĕклерĕмĕр. 
Çак палăксене хăйĕн халăх историне пĕлекен тата унпа мухтанакан çын çине тăнипе хăпартнă. 
("Тутарстан чăвашĕсем” кĕнеке-альбомран). 
Николай Федорович Угаслов 1952 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕрпел районĕнчи Хула Çырма ялĕнче çуралнă. Шупашкарти строительство техникумĕнче тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ стройкăсенче — каменщикра, мастерта, монтажникра, прорабра, тĕп инженерта, СМУ-102 начальникĕнче вăй хунă. 2001 çултанпа — "ТУС” ЗАО генеральнăй директорĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. 
Ăна "ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ”, "ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, "Тутарстан Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсем панă. 
Вăл çине тăнипе тата пулăшнипе тăван ялĕнче Богоявлени чиркĕвĕ туса пĕтернĕ. Çывăхрах священник валли çурт, хуçалăх çурт-йĕрĕсем, турăшсемпе çÿренине ("крестный ход”) ирттермелли çулсем тунă. 
"ТУС” ЗАО строителĕсем тепĕр чиркĕве Шупашкар районĕнчи Апашра тума йышăннă. Апаш улăп тăприсем çинче вăхăтлăх часовня курăнса ларать, кĕçех унта илемлĕ чиркÿ çĕкленĕ. 
Халĕ "ТУС” строительство компанийĕн ĕçченĕсем Красноармейскинче "Трак керамики” завод тăвассине вĕçлесе пыраççĕ. Шăпах çакăнта облицовка кирпĕчĕ кăлармалли чĕр тавар пур карьерсем вырнаçнă. 2013 çулта кунта Европа шайĕнчи кирпĕч кăларакан промышленность комплексĕ хута каймалла. Унăн хăвачĕ – çулталăкра 60 миллион штук кирпĕч. Ку евĕрри хальлĕхе Чăваш Енре те, ун çывăхĕнче те çук-ха. Заводра "ăшă керамика” кăлармалли лини ĕçе кĕмелле. Керамблок 10—12 кирпĕч пысăкăшпе танлашмалла. Çапла майпа çуртсене хăвăртах хăпартма май килĕ. 
ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе "Трак керамикине” приоритетлă инвестици проекчĕ тесе палăртнă.

Гурий Дубров
Миçе çын пăхнă: 483 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024