Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 21 » Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ - Александров В.В., "Гигант" КЯХП председателĕ
Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ - Александров В.В., "Гигант" КЯХП председателĕ
17:54
Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Июнĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн 42-мĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, райцентрти предприятисемпе учрежденисен тата организацисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине 5 ыйту кĕртрĕç: 
1. Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне контрактпа йышăнма ирттернĕ конкурс итогĕсем çинчен.
2. Район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа çирĕплетесси çинчен.
3. Район администрацийĕн пуçлăхĕн контракчĕн условийĕсене çирĕплетесси çинчен.
4. Район пуçлăхĕн — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн В. Н. Григорьевăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе контракт тумалли сĕнĕвĕ çинчен.
5. Район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсене суйламалли пĕр мандатлă суйлав округĕсен схемине çирĕплетесси çинчен.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа конкурс комиссийĕн председателĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. В. Устяк сăмах каларĕ, конкурс итогĕсемпе паллаштарчĕ. Унта тăваттăн — В. В. Александров ("Гигант" хуçалăх председателĕ), Н. И. Васильев (район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ), Е. Г. Михайлов (районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан специалисчĕ), А. И. Терентьев ("Воддорстрой-Красноармейское" пĕрлешÿ мастерĕ) — хутшăннă. Конкурсра Владимир Валерьянович Александров çĕнтернĕ тесе йышăннă, комиссии членĕсенчен 10-шĕ те уншăн сасăланă.
Депутатсем пĕр кăмăллă пулса район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа В. В. Александрова çирĕплетрĕç.
Район администрацийĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ Л. И. Артемьев контрактпа паллаштарнă хыççăн В. В. Александровпа район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Н. Григорьев ун çине алă пусрĕç.
В. В. Александров комисси членĕсене тата пухăннисене хăйне яваплă должноçа шаннăшăн ăшшăн тав турĕ.
В. В. Александрова район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ май Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн Йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В. Г. Орлов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. В. Андреев саламларĕç, ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Кун йĕркинчи пиллĕкмĕш ыйтупа район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов сăмах тухса каларĕ.
Депутатсем ку ыйтупа та ĕçлĕ йышăну турĕç.
Ларура Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă Оксана Хайбуллина çăмăл атлета "Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ” ята тивĕçнĕ май саламларĕç. Вăл пирĕн районтан ку ята илнĕ 5-мĕш спортсмен пулса тăчĕ.
  • В.Данилов ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)

Миçе çын пăхнă: 522 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024