Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 24 » Пурнăç лайăх енне улшăнать
Пурнăç лайăх енне улшăнать
13:00
Сăн ÿкерчĕк
Кăçал Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи пурнăç пысăк пулăмсемпе палăрчĕ. Вĕсем ку енчи çынсем ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ пулнăран, район администрацийĕ пулăшса пынăран пурнăçа кĕчĕç.
Нарăс-ака уйăхĕсенче ял тăрăхĕн администрацийĕ Ешкилтри, Çирĕклĕри, Кĕçĕн Шетмĕри тата Яманакри çĕнĕ урамсене электроэнерги кĕртме проект хатĕрленĕ. Кун валли вырăнти бюджетран - 300 пин, федераци бюджетĕнчен 9 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Çурла-авăн уйăхĕсенче Кÿкеçри «ЭнергоСетьСтрой» предприяти Ешкилтри çĕнĕ урамра çутă кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Тепĕр ырă пулăм – Яманакри сĕт-çу ферминче ĕне сăвакан икĕ çамрăкăн çемйисене çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕпе пулăшни. Унпа пĕвесем тасаттарма, çăлсем чавма, çул-йĕр юсама та усă курма пултарнă, анчах ял тăрăхĕн администрацийĕнче çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма майсем туса пани кирлĕрех те вырăнлăрах тесе шухăшланă.
Кĕçĕн Шетмĕре халĕччен уçă вырăнта халăх пухăнса канмалли вырăн пулман. Çак ыйтăва ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçалхи юпа уйăхĕнче татса пачĕ, ялта «Шетмĕ ен» кану кĕтесĕ уçрĕ. Вăл кану центрĕ çывăхĕнче вырăн тупрĕ. Тирпей-илем кĕртессипе те нумай вăй хунă. Яманакри Çĕнтерÿ паркĕ тавра çĕнĕ карта тытнă, Ешкилтри клуба юсанă, вăрçăра пуç хунисене асăнса Ванюшкассинче палăк çĕкленĕ...
Яманакри çынсен асĕнче юпа уйăхĕ тепĕр ырă пулăмпа юлĕ. Кунта «Тусай – Яманак - Кушкă - Анаткас» маршрутпа автобус çÿреме тытăнчĕ. Вăл Трак енри кăнтăр хĕвел анăçра тата çурçĕр хĕвел анăçра вырнаçнă ялсене çыхăнтарчĕ. Çак ырлăх район, Упи, Кĕçĕн Шетмĕпе Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пассажирсене турттарас енĕпе çăмăллăх кÿ­­рекен тулли мар яваплă «Пятилетка» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе В.А.Афанасьевпа тачă çыхăнса ĕçленипе çынсем патне çитрĕ.
Автобус ял варрине çитсе пассажирсене лартса каяссине Яманаксем ĕмĕтленме те пултарайман. Шупашкар – Красноармейски трасса çине тухма çывăх мар: сахалтан та 3,5 çухрăм. Ял пурнăçĕ лайăх енне улшăнса пынăшăн савăнаççĕ ку тăрăхра пурăнакансем.

В.Егоров
Миçе çын пăхнă: 567 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024