Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 10 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
15:10
Сăн ÿкерчĕк
Район центрĕнчи Халăх пултарулăх çурчĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Г.Л.Ефимов çуллахи тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, пĕрлĕх умĕнче çитес вăхăтра кун йĕркинче тăракан тĕллевсене палăртрĕ. Çитес тапхăрта пурнăçа кĕртмелли ĕç планне çирĕплетес ыйтупа юрă-кĕвĕ секцийĕн ертÿçи Никоноров Н.М., правлени председателĕн çумĕ Ершов Н.Г., ÿнер искусствисен секцийĕн ертÿçи Серафимов В.С. тата краеведени секцийĕн ертÿçи Константинов В.З. тухса калаçнă. Правлени членĕсем çитес вăхăтра ирттермелли мероприятисен шутне хăй тĕллĕн вĕреннĕ И.Р.Степанов композиторăн (Кушкă ялĕ) юрă кĕнекине презентацилессипе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Н.Г.Григорьев композиторăн (Красноармейски ялĕ) 85 çулхи юбилейне паллă тăвассипе, Вархуш Эншей поэтăн (Еншик Чуллă япĕ) 90 çулхи юбилейне паллă тăвассипе тата М.И.Юрьева-Нямань çыравçă-публицист çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассипе ĕçсем мĕнле пынине сÿтсе яврĕç.
Правлени членĕсем Совет Союзĕн Геройĕ, Аслă Аттелĕх вăрçин паттăрĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа шкул ачисен пултарулăх конкурсне ирттерме йышăнчĕç, ку мероприятие районти культура ĕçĕсен планне кĕртме сĕнÿ пачĕç.
Правлени ларăвĕн ĕçне район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан Аркадий Лебедев хутшăнчĕ.
Миçе çын пăхнă: 538 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (11.09.2010 22:28) [Материал]
Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ сентябрĕн 7-мĕшĕнче тĕп библиотекăн вулав залĕнче иртрĕ.
Ларура пĕрлĕх кăçалхи сакăр уйăхра туса ирттернĕ ĕçсене тата çитес 4 уйăхра пурнăçламалли тĕллевсене пăхса тухрĕç. Ку ыйтупа пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Г. Ефимов каласа пачĕ. Ун хыççăн правлени членĕсем Н. Ершов, Н. Никоноров, В. Серафимов, В. Константинов тухса калаçрĕç.
Уйрăммăн илсен, пĕрлĕх умĕнче сахал мар ĕçсем тăраççĕ. Сентябрь уйăхĕнче Еншик Чуллăри вăтам шкулта хăйсен ентешĕ — Вархуш Эншей поэт-фронтовик çуралнăранпа 90 çул тултарнине анлăн паллă тăвасшăн. Октябрь уйăхĕнче вара районти хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен тĕл пулăвне ирттересшĕн. Унта хамăрăн ентеш-композиторсен: Наум Григорьевăн 85 çулхи юбилейĕпе çыхăннă тата Илья Степановăн çĕнĕ “Ăшă çилĕ вĕрнĕçем…” юрă кĕнекине презентацилес пайсем пулмалла.
Кĕрхи уйăхсенче чăнах та тăрăшмалли нумай. Акă, октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче ентеш-çыравçă Михаил Юрьев-Нямань çурални 100 çул çитет. Декабрьте вара Иван Патмар çуралнăранпа — 95, Зоя Нестерова 85 çул тултарать. Асăннă çыравçăсен сумлă юбилейĕсене чыслăн палăртасси те пĕрлĕх тивĕçĕ. Унсăр пуçне раштаврах Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх чăмăртаннин 20 çулхи юбилейĕ. Ентешлĕх ĕçченĕсемпе тачă çыхăну татах вăйланмалла — ку уява пĕрле ирттермелле. Çакна та асăнса хăвармалла: хăйĕн юбилейĕ тĕлне ентешлĕх пысăк парне хатĕрлерĕ — правленин яваплă секретарĕ Осип Алексеев тăрăшнипе тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пулăшнипе Н. Янкасăн мĕн пур еткерлĕхне пухса кĕнеке кăларма пултарнă. Халĕ унăн пĕтĕм экземплярне тÿлесе илме укçа пухассипе хыпаланаççĕ. Калас пулать, ку тĕлĕшпе пĕрлĕх правленийĕн членĕсем пикенсех ĕçлĕç — спонсорла пулăшу кÿрекенсемпе курнăçĕç.
Пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти чылай ыйтусене те хускатрĕç ларура: 2011 çулхи паллă пулăмсен календарьне район шайĕпе халех тума пуçăнмаллине палăртрĕç, мĕншĕн тесен чаплă юбилейсем çывхараççĕ: Юрий Сементер поэтпа Илья Степанов композитор — 70 çул тултараççĕ, Никита Чернышев-Шетмĕ композиторпа Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильев çуралнăранпа 100 çул çитет. Унччен хатĕрленÿ ĕçĕсене хăвăртлатмалла: поэзи, музыка каçĕсем, конкурссем ирттермелле, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль пулать.
Лару ĕçлĕ лару-тăрура, активлă иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн культура, çамрăксемпе ĕçлекен тата спорт пайĕн начальникĕ А. Н. Лебедев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Н.Ершов, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх праленийĕн хисеплĕ председателĕ


Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024