Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Юпа » 27 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхре - черетлĕ лару
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхре - черетлĕ лару
20:29
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ кăçалхи вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене пăхса тухса сỹтсе яврĕ. Ку енĕпе ятарлă лару юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Тĕп библиотекăн вулав залĕнчи калаçусем виçĕ ыйту тавра пычĕç. Чи малтанах чăвашсен паллă композиторне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Степанова сăмах пачĕç. Вăл — çирĕме яхăн юрă кĕнекисен авторĕ, çулленех пĕрер-икшер кĕнеке кăларать. Илья Романовичăн малашнехи тĕллевĕсем те пысăк: районăн 80 çулхи юбилей çулĕнче тата икĕ юрă кĕнеки пухса хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшать. Пĕри — Трак енрен тухнă композиторсен юррисем, тепри — хăй хамăр ентеш-сăвăçсен хайлавĕсем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем. Кусем, паллах, хăйне евĕрлĕ вырăнти антологисем евĕрлĕ тухмалла. Пĕрлĕх ларăвне хутшăннисем çак пуçарусене ырласа йышăнчĕç: асăннă кĕнекесене пичетлеме каякан укçа-тенкĕ тăкакĕсене саплаштармалли майсем палăртрĕç. Иккĕмĕш ыйтупа республикăри музыка обществин тата наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Ершов поэт тухса калаçрĕ. Вăл хамăрăн чаплă ентешсене ĕмĕрлĕх асра тытса пурăнма вĕсен çуралнă тăван ялĕсенче Асăну хăмисем çакасси çирĕп йăлана кĕрсе пынине палăртрĕ. Ку енĕпе малалла та çавăн пек пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕ. Кăçал, сăмахран, вилĕмсĕр "Тавах, анне" юрă авторĕ Наум Григорьев çуралнăранпа — 90, Янкасра кун çути курнă сăвăç-лирик, манăçми "Шăнкăрав курăкĕ" юрă сăмахĕсене çыраканĕ Вениамин Пехил 60 çула çитнине паллă турăмăр. Çавна май вĕсене чыслăн сума сăвас тесе, пирĕн хушăран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă композиторпа поэтăн виличчен пурăннă çурчĕсем çине те Асăну хăми вырнаçтарни сăваплă ĕç шутланать. Çавсене шута илсе, асăннă ĕçсем пуçăннă ĕнтĕ. Пĕрлĕх правленийĕн унчченхи ертỹçисем Г. Ефимовпа Н. Ершов тимленипе Асăну хăмисене хатĕрлес ĕç пырать. Ку ыйтусене Чăваш енри композиторсен Ассоциацийĕпе тата профессионал-писательсен Союзĕпе пĕр шухăш-кăмăл патне пынă. Халĕ вара Н. Янкас пĕрлĕхĕн йышăнăвĕсене ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн ертỹлĕхĕ патне çитермелле. Шанас килет: асăннă ĕçсем çывăх вăхăтра пурнăçланма кирлех. Калас пулать, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членĕсем район энциклопедине пухса кăларас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем редколлеги йышĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Уйрăмах пĕрлĕхĕн хальхи ертỹçи И. Прокопьев çыравçă, энциклопедин тĕп редакторĕ В. Михайлов учитель канăçа пĕлмесĕр кỹлĕнчĕç çак ĕçе. Паянхи куна вăл вĕçленсе пырать темелле. Çулталăк çурă хушшинче 1570 страницăллă материалсем пухнă. Ку тĕлĕшпе ĕçпе вăрçă ветеранĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ М. Прохоров çыравçă та сумлă тỹпе хывнă. Çапла вара ларун виççĕмĕш ыйтăвĕ те ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Ăна сỹтсе явнă çĕре ЧР журналистсен Союзĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В. Комиссаров тата хамăр ентеш, издательствăн ертсе пыракан редакторĕ Р. Игнатьева хутшăнчĕç. Сăмах май, Римма Куприяновна çак ĕçре 35 çул ытла вăй хурать. Уйрăмах ăна энциклопедисем хатĕрлесе кăларас ĕçсене шанса параççĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем пирĕн район энциклопедине те хăйсем çине илме килĕшнине пĕлтерчĕç. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе паян-ыранах тивĕçлĕ çăлкуçсене палăртма сĕнчĕç, ытти паха сĕнỹсем пачĕç, редколлегине ăнăçу сунчĕç.

Н. Янгер.

Миçе çын пăхнă: 451 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024