Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Юпа » 27
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ кăçалхи вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене пăхса тухса сỹтсе яврĕ. Ку енĕпе ятарлă лару юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Тĕп библиотекăн вулав залĕнчи калаçусем виçĕ ыйту тавра пычĕç. Чи малтанах чăвашсен паллă композиторне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Степанова сăмах пачĕç. Вăл — çирĕме яхăн юрă кĕнекисен авторĕ, çулленех пĕрер-икшер кĕнеке кăларать. Илья Романовичăн малашнехи тĕллевĕсем те пысăк: районăн 80 çулхи юбилей çулĕнче тата икĕ юрă кĕнеки пухса хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшать. Пĕри — Трак енрен тухнă композиторсен юррисем, тепри — хăй хамăр ентеш-сăвăçсен хайлавĕсем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем. Кусем, паллах, хăйне евĕрлĕ вырăнти антологисем евĕрлĕ тухмалла. Пĕрлĕх ларăвне хутшăннисем çак пуçарусене ырласа йышăнчĕç: асăннă кĕнекесене ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 468 | Хăçан хушнă: 27.10.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕрентет Алла Скворцова. Çамрăк специалист вĕренекенсене çут тĕнче илемне алла илме хăнăхтарать çеç мар, хăй те ỹнер куравне йĕркелет. Акă, иртнĕ эрнери Красноармейскинчи вăтам шкулта А. Скворцован ĕçĕсен выставки уçăлчĕ. Курава пурĕ 29 ỹкерчĕк тăратнă. Пысăк калăпăшлă ỹкерчĕксен йышне “Вăрçă ачисем”, “Вырăс-турккă вăрçи”, Лоуренс Альма — Тадем художникăн “Выртакан натурщица” картинăн копийĕ, “Декаденство эпохи — Игорь Северьянин” ĕçĕсене кĕртмелле. Вĕсенче автор сăнарсен чунри туйăмне, çав тапхăрти лару-тăрăва чĕрене пырса тивмелле ỹкерсе панă. “Вăрçă ачисем” — А. Скворцован диплом ĕçĕ. Унăн ертỹçи — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Н. Г. Егоров — Карай тăрăхĕнчен. “Живопись” енĕпе специализациленнĕ Алла Игоревна пир çине çуллă сăрăпа ỹкерме юратать. Выставкăри портретсемпе натюрмортсем, пейзажсемпе эскизсем куракансен к ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 460 | Хăçан хушнă: 27.10.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

  Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Красноармейски ял тăрăхĕн виççĕмĕш созыври депутатсен Пухăвĕн черетлĕ иккĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А. Васильев тата район администрацийĕн юридици службин секторĕн заведующийĕ Т. Барышникова хутшăннă. Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхне çирĕплетме кандидатсем суйласа илес тĕлĕшпе туса хунă конкурс комиссийĕн председателĕ А. Васильев конкурс комиссийĕн ларăвĕн протоколĕпе паллаштарнă. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕн кăтартăвĕсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама депутатсен Пухăвĕн ларăвне икĕ кандидатура сĕннĕ: В. А. Трофимова тата А. В. Лаврентьева. Вăрттăн сасăласа Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Андрей Валентинович Лаврентьев суйланнă. Вăл унччен районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ.

З. Алексеева

Миçе хут пăхнă: 406 | Хăçан хушнă: 27.10.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024