Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Раштав » 18 » Нестер Янкас пĕрлĕхĕн юбилейне хатĕрленеççĕ
Нестер Янкас пĕрлĕхĕн юбилейне хатĕрленеççĕ
20:34
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕн тĕп библиотекин вулав залĕнче Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн черетлĕ ларăвĕнче Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул тултарнине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илес ыйтăва пăхса тухнă.

Сăмах май, 1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче районта Н.К.Ефимов (Янкас) поэт ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне туса хунă. Ун чухне унăн правлени йышне 11 çынтан, ревизи комиссине 3-рен тата правлени председателĕ пулма Анатолий Антонович Раськин (Раскай) тухтăр-сăвăçа суйланă пулнă.

Пĕрлĕхĕн Уставĕпе Преми положенийĕ «Ял пурнăçĕ» хаçатăн 1990-мĕш çулхи 6-мĕш номерĕнче çапăнса тухнă.

Н.Янкас пĕрлĕх ларăвĕнче юбилей уявне 2010 çулхи февралĕн (нарăсăн) 25-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, каçхине районти Халăх пултарулăх çуртĕнче ирттерме йышăннă. Унта лауреат ята илнĕ 9 пултарулăх коллективĕ тата уйрăм юрăçсемпе ташă ăстисем хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ.

Ларура правлени председателĕ Г.Ефимов-Тусли, правлени членĕсем С.Гурьева библиотекарь, культура ĕçченĕсем А. Алексеев, Н.Никоноров тата Л.Антонов (Малтикас), Н.Ершов (Янкер) сăвăçсем тухса калаçнă. Унпа пĕрлех çитес ларура пĕрлĕхĕн ĕç планне пăхса тухса çирĕплетме палăртнă.
Миçе çын пăхнă: 359 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018