Июнĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа, Трак енре те тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Çумăр çусах тăнăран уяв вырăнне ял тăрăхĕсем хушшинчи инфомаципе культура центрне куçарчĕç. Ачасене йăлана кĕнĕ, çуллен килекен савăнăçлă та хаваслă праçникне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков ăшшăн саламларĕ, паянхи çамрăк ăру çĕр-шывăн ыранхи пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ. Сцена çинчен уява (ăна Н. Филиппова, Н. Николаева тата Л. Игнатьева) йĕркелесе пычĕç) пухăннă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне "Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен "Юность” халăх ташă ансамблĕпе "Капельки” ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи "Взгляд” ташă ансамблĕ, Красноармейски вăтам шкулĕн 4-мĕш класс вĕренекенĕсем, райцентрти ача сачĕсене çÿрекен Катя Бартасова, Михаил Никоноров, Маша Егорова, Саша Николаева тата ыттисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Вăйăсемпе конкурссем те пулчĕç, вĕсене хутшăннисем пылак призсене тивĕçрĕç. Уяв спонсорĕсем Красноармейски ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Э. Ермаков), ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕ, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕ, çемье кредичĕн касси (Л. Каршова), С. Ильина тата халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центр (В. Иванова) пулчĕç.
Поздравление главы администрации Красноармейского района Андрея Шестакова с Международным днем защиты детей 01.06.2012
Уважаемые жители района! Дорогие дети и родители!
Поздравляю вас с прекрасным радостным праздником – Международным днем защиты детей. В первый летний день, 1 июня, мы отмечаем один из самых старых международных праздников! Дети – это смысл нашей жизни, наше будущее. Детям мы отдаём всё самое лучшее, дарим им свою любовь и нежность, оберегаем их от трудностей и бед. И самое большое желание каждого человека – видеть наших детей здоровыми и счастливыми. А для счастья каждому ребёнку нужно не так уж и много – любящие и заботливые родители, в кругу которых он может забыть все свои печали и огорчения. День защиты детей – напоминание нам, взрослым, всем, кто ежедневно находится рядом с детьми и заботится об их физическом и душевном здоровье, о той ответственности, которую мы несём перед маленькими членами нашего общества – будущими гражданами нашей страны. Поздравляю каждого маленького жителя нашего района с Международным днем защиты детей, желаю каждому крепкого здоровья, яркого, счастливого и беззаботного детства.
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ. [ Регистрация | Вход ]
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен