Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 26 » Пархатарлă çулталăк пулчĕ
Пархатарлă çулталăк пулчĕ
17:57
Сăн ÿкерчĕк
Аçтаха çулталăкĕ хыçа тăрса юлчĕ. Этемлĕх унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Пирĕн тăрăхри тавра пĕлÿçĕсем, яланхи пекех, иртнĕ çул та район историне тĕпчесе ăна пуянлатрĕç. Хăйсен ĕçĕсене кĕнекере, хаçат-журналпа массăллă информацин ытти хатĕрĕсенче кун çути кăтартса халăх патне çитерчĕç.
Иртсе кайнă çул Н. Янкас премийĕн лауреачĕсем — Ю. Борисов "Чыслă ĕçĕн тÿпи” (Янмурçин ялĕнчи ял хуçалăх производствин ветеранне К. Петров зоотехника халалланă), И. Степанов "Эпир çуралнă юрлама” (ача сачĕсемпе шкул ачисен юррисен пуххи), В. Константинов "Кладезь здоровья и патриотизма” (Мăн Шетмĕ тăрăхĕ çинчен), Э. Патмар, И. Патмар "Чăваш салтакĕ” (7 том), Н. Ершов-Янгер "Пурнăç шкулĕ” (ачасем валли сăвăсен пуххи), В. Рудниковапа пĕрле "Пурнăç утти” (çитĕннисем валли юрăсен кĕнеки), "Пурнăç пуçламăшĕ” (кĕçĕннисем валли) тата В. Викторов (Ванюшкасси) "Чĕрĕ çут çанталăк” (тăван тăрăх çинчен тĕрленчĕксем) кĕнекесем пичетлесе кăларчĕç. В. Данилов, И. Прокопьев, Г. Ефимов, Н. Ершов, К. Шачкин, Ю. Борисов, Г. Дубров, М. Прохоров, Г. Çуткÿль, ыттисем районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн номерĕсенче хамăр тăрăхри вуншар хастар çинчен, ялпа çемье, тĕрлĕ коллектив пултарулăхĕ пирки, юбилей-уява мухтаса вуншар очеркпа тĕрленчĕк калăпларĕç.
Кăçалхи çул та паллă кунсенчен пуян. Акă кăрлач уйăхĕнче Ешкилтри ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Михайлова сысна пăхакан — 80, Янмурçинри ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Анатолий Киселев, Анаткасри Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ Зоя Анисимова тата Еншик Чуллăри Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ мелиораторĕ Виталий Серафимов 75 çул тултарнине паллă турĕç. Январтех Красноармейскинчи Владимир Антонов ("Гипрозем” ООО, Мордва Республики) — 50, ЧР тава тивĕçлĕ çыхăнуçи Светлана Терентьева (Шурка), ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Анатолий Кириллов 65 çул тултарчĕç. Янкасри Геннадий Прокопьев юрăç-композитор çичĕ теçетке тултарнине асăнса йĕркелерĕç.
Нарăс — çĕртме уйăхĕсенче райпо канашĕн председателĕ Альбина Дмитриева, пĕрремĕш рангри капитан Геннадий Долгов (Кивĕ Йĕкĕт), спорт мастерĕ Вера Иванова (Карай), Зоя Иванова (Çирĕклĕ) тата Юрий Дубров (Кĕçĕн Шетмĕ) педагогсем, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ врачĕ Иван Андрев (Тусай), ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Михаил Кузнецов (Янкас), Чăваш патшалăх преми лауреачĕ Геннадий Юмарт (Кайри Карăк) тата ыттисем хăйсен çавра кунĕсене паллă тăвĕç.
Пĕрремĕш çур çулта асăну кунĕсем те сахал мар. Литературăпа искусствăра палăрнă Прохор Трофимов (Анаткас) — 105, Красноармейскинчи Андрей Николаев — 90, Алексей Григорьев (Четрик) — 80, Еншикри Валерий Николаев — 75, Пайсупинри Владимир Харитонов — 80, Четрикри Николай Петров 60 çул тултарнине сума суса вырăнсенче тивĕçлĕ мероприятисем ирттермеллех. Февралĕн 3-мĕшĕнче Тури Кушарти Всеволод Архипов генерал-майор çуралнăранпа — 95, Альберт Александров профессор (Янкас) çĕр çине килнĕренпе 75 çул çитрĕ. Кăçал Упири амбулаторин (95), кунти халăх çурчĕн (Мăн Шетмĕрин те — 90) çавра датăсем. Карайри аптекăна хута яни — 45, райцентрта санитари службине йĕркелени тата Еншик Чуллăра вăтам шкул уçни 30 çул çитет, Малти Трак больницине уçнăранпа — 70, Упири "Парăс” ача сачĕ ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул тултараççĕ. Вĕсене те чыслă ирттересчĕ. Юбилее тивĕçнĕ кашни хастар хăйне хисепленине туйтăр.
2013 çула вара пирĕн ентешĕн, чăвашсен паллă композиторĕн, çĕр-шывăн патшалăх премийĕн лауреачĕн, РСФСР халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ф. М. Лукинăн çулталăкĕ тесе пĕлтер-нĕ. Ентеш-композитор çуралнăранпа 100 çул çитет. Апла пулсан вырăнсенче тĕрлĕрен мероприятисем ирттермелле. Вĕсене пирĕн ентеш тивĕçех.

В.Константинов
Миçе çын пăхнă: 580 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024