Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 31 » Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
14:42
Сăн ÿкерчĕк
Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, ашшĕ-амăшĕ!
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 1900 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут.
Пĕлÿ кунĕн пĕрремĕш урокĕ право пĕлĕвĕсен темипе иртĕ. Унта ачасене хăйсен прависемпе тивĕçĕсем çинчен каласа парĕç, 1989 çулта ООН йышăннă Ача-пăча конвенцине Раççей çĕр-шывĕ ратификацилени 20 çул çитнине халаллĕç ăна.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Вĕрентÿ сферинче пурĕ 235 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 12 проценчĕ - аслă категориллĕ, 30 проценчĕ - пĕрремĕш, 23 проценчĕ иккĕмĕш категориллĕ квалификацине тивĕçнĕ. Шкулсенче (2 пуçламăш пĕлÿ паракан шкулта, 4 пĕтĕмĕшле тĕп тата 7 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта, 1 гимнази шкулта) пуян вĕрентÿ пурлăхĕ хатĕрленĕ: компьютер класĕсем, электронлă вĕренÿ пособийĕсем, интерактивлă доскасем, видеопроекторсем, автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсем  тата ытти те. 
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул ачисене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, вĕрентÿпе вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. 
Миçе çын пăхнă: 709 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024