Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 86

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 8 » Пирĕн ентеш “Поле чудес” передачăна хутшăннă
Пирĕн ентеш “Поле чудес” передачăна хутшăннă
18:44
Сăн ÿкерчĕк
Пирĕнтен ытларахăшĕ 22 çул ĕнтĕ Раççейĕн обществăлла телевиденийĕпе кăтартакан "Поле чудес” капитал шоуна кăмăлласа пăхать. Паллах, унта лекме ĕмĕтленекенсем те çук мар. Ара, Л. А. Якубович шоуменпа камăн хирĕç тăрса калаçас килмĕ? Шел те, çапла тума çăмăлах мар-тăр. Нумай вуламасăр, курмасăр передача вăхăтĕнче çĕклекен сăмахсене чăннипех те пĕлме çук вĕт. 
Пирĕн район историйĕнче пуçласа кăçал Красноармейскинче пурăнакан Ю. Н. Иванов "Поле чудес” передачăна хутшăннă. Вăл Канаш районĕнчи Тăрăнта 1957 çулта çуралнă. 1985—1992 çулсенче Заволжски ЛПУМГра водительте ĕçленĕ. Халĕ Юрий Николаевич — уйрăм предприниматель, районпа ун тулашĕнче пурăнакансене йывăç материалпа тивĕçтерет. Мăшăрĕ — Людмила Николаевна — Красноармейскинчи сывлăха çирĕплетекен комплексра тимлет. Ывăлĕпе хĕрĕ — Вадимпа Олеся — аслă пĕлÿллĕ: пĕри — "Роснефть” пĕрлешÿ инженерĕ, Нефтеюганскра пурăнать, тепри — Мускаври "Электрозавод” экономисчĕ. 
Çак кунсенче Юрий Николаевичпа чылайччен калаçса лартăмăр. 
— Пушă вăхăтра кроссвордсем шутлама юрататăп. "Поле чудес” передачăн пур кăларăмне те сиктермесĕр пăхатăп. Çавăнпах вăл ирттерекен SMS-сасăлава хутшăнтăм та. Сая каймарĕ — çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Сăмах май, унта эрне хушшинче 30—60 пин çыру пырать-мĕн. Телефонпа шăнкăравласа кăларăма хутшăнма хирĕç маррине ыйтса пĕлчĕç, шухăшласа пăхма пĕр эрне вăхăт пачĕç. Çĕр улми кăлармалли тапхăр пулсан та, килĕшрĕм. Тус-юлташсем те çаплах тума сĕнчĕç. Ку евĕрри тепре хăçан килсе тухĕ-ши тата? Программа редакторĕнчен И. Сотниковран августăн 23-мĕшĕнче Мускава тухса пыма телеграмма илтĕм, — терĕ вăл. 
Çакăн хыççăн Ю. Иванов Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Э. Ю. Ермаковпа канашланă (сăмах май, Эдуард Юрьевича вăл халĕ те тав тăвать). Чăн та, передачăна пушă алăпа хутшăнаймăн: асăнмалăх халăх промыслин мĕнле те пулин ĕçĕ кирлех. Пуçлăх сĕннипе Юрий Николаевич Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Д. Ф. Платоновпа пĕрле Сурăмхĕрри Карайри И. А. Антонов ал ăсти патне çитнĕ, çăкаран хатĕрленĕ пыл ямалли пĕчĕк икĕ пичкерен пĕрне суйласа илнĕ. 
— Хуньăм — ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ — Николай Алексеевич Алексеев — пыл, шăллăм, 10—15 килограмах пулать пуль, сыр парса ячĕç, "Чăваш бальзамĕ” туянтăм, — пĕлтерчĕ малалла Ю. Иванов. 
Вăл августăн 29-мĕшĕнче çула тухнă. Шупашкартан Мускава талăкран автобуспа кайнă. Хăна çуртне вырнаçнă. Пермь крайĕнчен килнĕ Виктор Малькопа паллашнă. 11 сехет валли "Останкино” телестудине кайнă. 
— 17 хутлă çуртра тарават кĕтсе илчĕç. Паллă çынсене, сăмахран, А. Малахова, Д. Диброва, ыттисене куртăмăр. Залра 40—50 çын та пулĕ. Пирĕн умра И. Сотников, ОРТ директорĕ, режиссерсем тухса каларĕç, епле тăхăнмаллине, харпăр хăйне тыткаламаллине, мĕнлерех калаçмаллине, хăçан ÿкерĕнмеллине пĕлтерчĕç, анкетăсем çыртарчĕç. Августăн 31—сентябрĕн 1-мĕшĕсенче виçĕ кăларăм ÿкереççĕ-мĕн. Мана сентябрĕн 1-мĕшĕнчи 13 сехет тĕлне чĕнчĕç, — палăртрĕ Юрий Николаевич. 
Хăйпе пĕрле зала хĕрĕпе — Олесьăпа — тăванне — Дима Казакова — илсе кĕме ирĕк панă. Кăларăма ÿкерме пуçличчен унта хутшăнакан 9 çынпа Л. Якубович хăй паллашнă. 
— Кăмăллăскер. Шÿтлет. Хамăра килти евĕр тытма сĕнчĕ. Хăй капăр тумланнă. Çÿçĕпе мăйăхне шурă-кăвак тĕс çапнă. 65 çулта пулсан та, хăйне лайăх тытать, — терĕ Ю. Иванов. — 15 сехет те 30 минутра пĕрремĕш "тройкăна” ÿкерме тытăнчĕç, ун чухне эпир гримеркăраччĕ. Кĕçех пире те черет çитрĕ. Барабан умĕнче пĕрремĕш тăтăм. Студи пысăках мар пулсан та, куракансем 200—250 çын таранах. Вĕсем пире алă çупса хавхалантарса тăчĕç. Нимĕнле репетици те çук, тÿрех ÿкерме пуçларĕç. Хумханатпăр. Ара, çак передачăна тĕнчери 126 çĕр-шывра пăхаççĕ терĕç те. 9 сас паллирен тăракан сăмаха пĕлмелле иккен. Мана "Шанс” сектор лекрĕ. 5 хутчен шăнкăравласа çеç пĕр хĕрарăма тытрăмăр. Нимĕнех те калаймарĕ вăл. Эпĕ "а” сас паллине асăнтăм. Çук мĕн ку сăмахра. Юнашар тăракан хĕрарăма (Чул хула облаçĕнченччĕ) "Приз” сектор тухрĕ. "Ил” тетĕп — хирĕçлерĕ. Кайран çав тери кулянчĕ хăй. "Тройкăран” виççĕмĕшĕ (Томск облаçĕнчен пынăскер) сăмаха тÿрех каларĕ — "сельдерей”. 
Хăш-пĕрне, сăмахран, Карачай Черкесран килнĕскере те, сас палли пĕлме черет те çитмен иккен. Леонид Якубович вара чăваш пылне тутанса та пăхнă, Юрий Николаевича хуньăшне тав сăмахĕ калама хушнă, ăна салам сăмахĕсем те калаттарнă. 
Икĕ сехет ÿкерсе 26 минутлăх суйласа илнĕ кăларăма телевиденипе сентябрĕн 28-мĕшĕнче кăтартнă. Эпĕ те куртăм, хамăр районта пурăнакан "Поле чудес” передачăна хутшăннăшăн савăнса мăнаçлантăм.

Виктор Данилов
Миçе çын пăхнă: 244 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018