Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 22
Сăн ÿкерчĕк
Çĕр çинчи кашни çын хăйне май пултаруллă: пĕри вĕренÿре малта, тепри ал ĕç ăсти, виççĕмĕшĕ спортпа туслă. Хăшĕ-пĕри вара пур енлĕн те маттур! Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнчи Линда Федотова шăп çавăн йышшисенчен.
– Пирĕн Линдăн пултарулăхĕ иксĕлми. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл. Ирĕклĕ кĕрешÿ секцине те çÿрет, – Упи шкулне кĕрсенех вĕрентекенĕсем мухтама пикенчĕç 9-мĕш класра ăс пухакана.
Йăрăс пÿллĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ пикене курсан ыйтмасăр чăтаймарăм:
– Ай-яй, Линда... Мĕнле мехел çитеретĕн? Сана арçын ачасем кÿрентермеççĕ-и вара? – терĕм сар хĕвел пек ăшă кулăллă чиперука.
– Çук-çук, эпир питĕ туслă, спортзала пĕрлех çÿретпĕр, – лăпкăн кăна хуравларĕ вăл.
Эрнере иккĕрен кая мар, кашнинчех 2 сехет хатĕрленеççĕ çамрăк кĕрешÿçĕсем. Район пуçлăхĕ Владимир Николаевич Григорьев ĕçлет вĕсемпе. Хĕрсем Чехословакири кĕрешÿ ăмăртăвне те çитсе курнă.
Тулли кăмăлпа васкаççĕ Федотовсен ачисем тренировкăна. Стасик шăллĕ те пĕрлех тухса утать-çке Ли ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 435 | Хăçан хушнă: 22.11.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çак пулăм район историйĕшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче ун чухлĕ пурăннисем татах та пулнă-ха. Тĕслĕх илме ытти ялах асăнмăпăр, мĕншĕн тесен Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусайрах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Александр Александрович Александров 101 çул та пĕр уйăх пурăннипе палăрса юлнăччĕ. Халĕ вара çав çула Павел Трофимович Трофимов çитрĕ. Сăмах май каласан, ку ялтах пурăнакан Василиса Григорьевна Григорьева та çитес çулхи январĕн 25-мĕшĕнче 101 çул тултарать, çĕнĕ çула кĕрсен кунти Матрена Ивановна Иванова вара 99 çул тултарса 100 çула пусать. 
100 çулхи çын юбилейĕнче эпĕ пĕрремĕш хут пĕлтĕрхи кĕркунне шăпах Павел Трофимович килĕнче пулса курнăччĕ. Районта йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕр ĕмĕр пурăнма пултарнă ватăна саламласа ырă сунма район администрацийĕн яваплă çыннисем, общество представителĕсем йышлăн пынăччĕ. Çавăн хыççăн сумлă юбиляр пирки пысăк статья çырса кăлартăм. Ку ушкăн чăннипех те ылтăнран та ылтăн уяв пулнине палăртнăччĕ унта. Юбилярă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 451 | Хăçан хушнă: 22.11.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024