Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 22 » Тусайри П. Трофимов — 101 çулта
Тусайри П. Трофимов — 101 çулта
18:52
Сăн ÿкерчĕк
Çак пулăм район историйĕшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче ун чухлĕ пурăннисем татах та пулнă-ха. Тĕслĕх илме ытти ялах асăнмăпăр, мĕншĕн тесен Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусайрах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Александр Александрович Александров 101 çул та пĕр уйăх пурăннипе палăрса юлнăччĕ. Халĕ вара çав çула Павел Трофимович Трофимов çитрĕ. Сăмах май каласан, ку ялтах пурăнакан Василиса Григорьевна Григорьева та çитес çулхи январĕн 25-мĕшĕнче 101 çул тултарать, çĕнĕ çула кĕрсен кунти Матрена Ивановна Иванова вара 99 çул тултарса 100 çула пусать. 
100 çулхи çын юбилейĕнче эпĕ пĕрремĕш хут пĕлтĕрхи кĕркунне шăпах Павел Трофимович килĕнче пулса курнăччĕ. Районта йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕр ĕмĕр пурăнма пултарнă ватăна саламласа ырă сунма район администрацийĕн яваплă çыннисем, общество представителĕсем йышлăн пынăччĕ. Çавăн хыççăн сумлă юбиляр пирки пысăк статья çырса кăлартăм. Ку ушкăн чăннипех те ылтăнран та ылтăн уяв пулнине палăртнăччĕ унта. Юбилярăн кун-çулне, ачисен пурнăçне май пур таран тарăнрах çутатма тăрăшнăччĕ. Çавăнпа та халĕ вĕсене тепĕр хут çырмăпăр. Çапах та кĕскен те пулин аса илтеретĕпех, мĕншĕн тесен пĕр ĕмĕр урлă каçсан иккĕмĕшне ваклакан сайра-хутра çеç пулкалать-çке.
Павел Трофимович — ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Аслă Отечествăлла вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ орденне тата нумай медальсене тивĕçнĕ. Ĕçлĕ ĕмĕрне тăван колхозрах ĕçлесе ирттернĕ: уй-хир, строительсен бригадисене ертсе пынă. Иртнĕ вăрçăра амантнă сылтăм пĕççине 12 çул каялла ăнсăртран тепĕр хут сусăрлатнă пирки инвалид урапипе çеç куçкаласа çÿриччен алăран ĕç пăрахман вăл.
Çапла, вăрăм ĕмĕре утса тухма пултарнă арçын пурнăçĕнче тем тĕрлĕ асап тÿссе ирттернĕ. Мăшăрĕпе 9 ача çуратса ÿстернĕ. Паянхи куна улттăшĕ тĕрĕс-тĕкелех. Тĕп килĕнче ватăна Яша ывăлĕ пăхса пурăнать. Ыттисем те ашшĕ патне килсех çÿреççĕ. Вĕсем пĕрле тăрăшнипе ĕнтĕ темиçе çул каялла хăтлă пÿрт лартнă, шăн-шăн хуралтăсем çавăрнă. Паянхи куна 20 мăнук, мăнукĕсен 24 ачи, 2 чи кĕçĕн мăнук Павел Трофимовичăн. Хăй йăх-несĕлĕ йышлишĕн хĕпĕртет ватă. Павел Трофимовпа хăйĕн 101-мĕш çуралнă кунĕ умĕн тĕл пултăмăр. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, нимех те улшăнман пек туйăнчĕ вăл: сăн-питрен те, ăс-тăнĕнчен те. Пĕр пекех хаваслă калаçать, шÿтлет. Ĕлĕкхине аса илсе юрă-такмак та калать. Пĕрле ÿснĕ, вĕреннĕ, вăрçăра пулнă, кайран пĕрлешÿллĕ хуçалăха ура çине тăратма тăрăшса ĕçленĕ тус-юлташĕсене ятранах пĕлет — манса кайман. Сăмахран, эпĕ Янкасран пулнине пĕлнĕ пирки, кунта çуралса ÿснĕ, Упири шкулта юнашар вĕреннĕ Герасим Правдин, Евдоким Тихонов, Егор Кашин юлташĕсене ăш пиллĕн мухтаса илчĕ.
Самаях калаçса лартăмăр 101 çулхи мучипе, чей ĕçрĕмĕр. Куçĕсем витĕрех курмаççĕ, хăлхисем начар илтеççĕ пулин те, унпа сăмахлама кăмăллă. Ахлатса-йынăшса курман та тейĕн, ÿслĕк те палăрмарĕ. Тухтăрсенчен пулăшу ыйтасси те тахçанах манăçнă унăн - больницăра пулман. Апат тиркемест, хальлĕхе лайăх анать. Уявсенче хăйĕн кăмăлне çĕклес тесе кăштах эрех те сыпкалать чейпе хутăштарса. Кĕскен каласан, чыслăн пăхаççĕ ăна. Çавăнпа та вăй-халран тăруках хавшамасть. Уйрăмах куллен пĕрле юнашар тĕрĕс-тĕкел пăхса-асăрхаса усракан Яша ывăлне чунтан тав тăвать.
— Тем тĕрлĕ саманара та пурăнса куртăм. Анчах та йăлăхмарăм. Ĕмĕрĕм иртсе пынине сисместĕп те. Вилĕм пирки нихăçан та шутламастăп, — терĕ сыв пуллашнă май 101 çулхи мучи. — Шел, юратнă арăм, Евтук, курсах пĕтереймерĕ хальхи пурнăçа. 66 çул пурăнтăмăр унпа, анчах хăй 86 çул тултарсан яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çавăншăн питĕ кулянатăп…
Хальхи вăхăтра районти чи ватă çынпа — Павел Трофимович Трофимов ветеранпа тарават пуплесе лăпкăн сыв пуллашрăмăр. Ноябрĕн 13-мĕшĕнче — ашшĕн 101-мĕш çуралнă кунне паллă тума тĕп киле ытти ачисем те пуçтарăнасси палăрчĕ ватăн калаçăвĕнче. Эпĕ ăна хамăн çĕнĕ сăвăн пуçламăш йĕркисене каласа хăвартăм:
Тусайри Павăл пичче
101 çул тултарчĕ —
Вăрăм ĕмĕр çĕр çинче
Ирттерме пултарчĕ!

Н,Г.Ершов ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 452 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024