Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 18 » Пултаруллах çав вĕсем…
Пултаруллах çав вĕсем…
20:19
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи "Заволжский" клубри пултарулăх коллективĕсен пурнăçĕнче тепĕр яваплă тапхăр хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕсем апрель уйăхĕнче хăйсен отчетлă концертне кăтартаççĕ, çĕнĕ номерсемпе савăнтараççĕ. Кăçалхи хаваслă каçа клуб ĕçченĕсем икĕ паллă уява — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 тата "Чул хула трансгаз Газпром" обществăна йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине —халалларĕç. 
Фойере "Пÿрнеске" кружокăн ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Ун умĕнчен вара тĕлĕнмесĕр иртсе кайма ниепле те май çук. Вăл ĕçсене алпа тунă тесе калас та килмест. Ытла та çÿллĕ шайра, тĕрĕсрех професси шайĕнче, выставкăри ал ĕçĕсем. Çакă вăл пултаруллă, ылтăн алăллă ертÿçĕрен те (Ж. Михайлова) нумай килет.
Концерт клубри илемлĕх ертÿçи çырнă "Героям Газпрома" юрăпа уçăлчĕ. Ăна "Каприз" вокал ансамблĕ шăрантарчĕ. Вĕсем хыççăнах халăх умне "Дождя не боимся" ташăпа "Юность" халăх ташшин иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнĕ (ертÿçи Н. Алексеева) тухрĕ. Çак ушкăнри ачасем уяв каçĕнче чи кĕçĕннисем. Маларах вĕсем республикăри — "Цветы Чувашии", Раççей шайĕнчи "Созвездие талантов" конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. М. Дмитриев ертсе пыракан ачасен "Капельки" тата хĕрарăмсен "Каприз" ушкăнĕсем те ырă сăмахсене тивĕç. Вĕсен юррисем чуна пырса тивеççĕ, шухăша яраççĕ, савăнăç парнелеççĕ.
К. Михайловапа А. Степанова сцена çинче çĕнĕ çынсем мар. Иккĕн юрласа вĕсем пĕрремĕш хут ачасен "Светлячок" фестивалĕнче I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿре А. Тюмеров ертÿçĕн тÿпийĕ те пур. Паян та хĕрсен "Атăл юхать" чăваш юррине куракансем пысăк хак пачĕç.
Производствăри ветерансен ансамблĕ А. Николаев çамрăк ертÿçĕ килнĕренпе хăйсен çĕнĕ юррисемпе савăнтарма пуçларĕ. "Кнопочки баянные" юрра залра ларакансенчен чылайăшĕ вĕсемпе пĕрле юрларĕ.
Ачасен "Юность" халăх ташăн вăтам ушкăнĕ (ертÿçи — Т. Ефремова) 2010 çула çитĕнÿсемпе пуçларĕ. Паянхи каç вĕсем сцена çине "Жмурки" çармăс ташшине пĕрремĕш хут кăларчĕç. "Кис-мяу" ташă та хăйне май интереслĕ пулса тухрĕ, ăна кĕçĕн ушкăн лартса пачĕ.
"Шурăмпуç" фольклор ансамблĕ — чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене, юррисемпе ташшисене манăçа кăларас мар тесе тăрăшать, çĕнĕрен çĕнĕ постановкăсем хатĕрлет. "Хĕле ăсатни" — çапларах янăрарĕ вĕсен паянхи номерĕ. Коллектива А. Тюмеров ертсе пырать, хăй те ачасемпе пĕрле сцена çине тухать. Çакăн пек постановкăсем курнă хыççăн нумайăшĕ чĕлхе илемне, чăваш юрри-ташши чуна çывăххине, ăна ăша хывмаллине ăнланса илчех пулĕ.
Ачасен "Радуга" театрĕ (ертÿçисем Г. Петровапа Е. Иванова) куракансене хаваслă ярмăрккана чĕнчĕç, тĕрлĕ шÿтсемпе, каларăшсемпе паллаштарчĕç.
Клубри тепĕр ушкăн — "Илем". Вăл пуян содержаниллĕ, тĕрлĕ енлĕ ташăсемпе савăнтарать. Ушкăн май уйăхĕнче "Венок Поволжья" конкурса хутшăнĕ. Ăнăçу сунас килет "Илемпе" унăн ертÿçине Е. Тюмерована. Ку ушкăнри Е. Баранова вара куракансене Испани халăхĕн ташшине парнелерĕ, ташă характерне витĕмлĕ çутатса пама пултарчĕ.
Асăннă вĕренÿ çулĕнче клубра тепĕр пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Вăл Н. Григорьева ертсе пыракан "Легенда" вокал ансамблĕ. Çак ушкăна çÿрекенсем халăх умне икĕ юрă кăларчĕç.
Халăх юррисен "Раштав" ансамблĕ (ертÿçи А. Тюмеров) маларахри юрăсене çĕнĕ сăн кĕртет. Вĕсен хаваслă юррисем кăмăла çĕклеççĕ, чуна хаваслантараççĕ.
К. Сергеева — ачасен "Капельки" вокал ансамблĕн солистки. Кăçал вăл "II степеньлĕ лауреат" ята çĕнсе илме пултарнă тата республикăри ачасен чăваш юррисен "Мехел" конкурсĕнче "Куракансен кăмăлне кайнă" парнене тивĕçнĕ. Сцена çине вăл хальхинче "Анне" юрăпа тухрĕ.
Чăваш тĕррисен асамлăхĕпе илемне çутатса парать хăйĕн "Улахра" ташшинче "Юность" ташăн аслă ушкăнĕ (ертÿçи Н. Алексеева). Ку ташă пĕр уйăх хушшинче темиçе фестиваль-конкурс жюрине тĕлĕнтерме пултарнă: республикăри "Цветы Чувашии", "Вдохновение" (Шупашкарта), Хусанта иртнĕ тĕрлĕ халăхсен "Весенние выкрутасы". Ачасем I степеньлĕ лауреатсем пулса таврăннă.
Икĕ сехете пынă концертра номер хыççăн номер тăкăнсах тăчĕ. Залра ларакансем "Халĕ мĕн пулать-ши?" тесе сцена çинчен куçĕсене илмерĕç. Уявра çавăн пекех район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов тата район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай заведующийĕ А. Н. Лебедев сăмах илчĕç, клубри М. Дмитриев илемлĕх ертÿçине çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. Клуб ертÿçи П. З. Владимирова вара хăйĕн сăмахĕнче кунта талантлă педагогсем ĕçленишĕн, пултаруллă ачасем клуба хаваспах çÿренишĕн хĕпĕртенине палăртса хăварчĕ.

Н. Сидорова
Миçе çын пăхнă: 602 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Заволжски клуб | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024