Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 28 » Республикăри чи пултаруллă, туслă, çирĕп çемьесене - «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçисене - чысланă
Республикăри чи пултаруллă, туслă, çирĕп çемьесене - «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçисене - чысланă
20:20
Сăн ÿкерчĕк
Вырăс драма театрĕнче республикăри чи пултаруллă, туслă, çирĕп çемьесене - «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçисене - чысланă. «Çулталăк çемйи» конкурс республикăра 2004 çултанпа иртет. Унăн тĕллевĕ - обществăра çемье сумне ÿстересси, вĕсене аталанма пулăшасси, ачасене ашшĕ-амăшĕн хÿттинче ÿстермеллине аса илтересси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Ку таранччен асăннă мероприятие 1485 çемье хутшăннă. Вĕсем - ачисене тĕрĕс воспитани парса, ĕçе юратма вĕрентсе çитĕнтерекен, ваттисене, халăхăн йăли-йĕркине хисеплекен, ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ, кулленхи пурнăçра çитĕнÿ тунă мăшăрсем. Кăçал конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 144 çемье /791 çын/ хутшăнса 28-шĕ финала тухнă. Çав шутра - пирĕн районти Татьянăпа Геннадий Семеновсем те (Красноармейски ялĕ).
- Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, пирĕн патшалăх çавăн чухлĕ тĕреклĕрех, - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов. - Правительство çемьесене нумай енлĕн пулăшма тăрăшать. Тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем парать, хваттер туянма е çурт лартма çăмăллăх кредитсем илме май пур... Ку тĕлĕшпе федерацин, республикăн тĕрлĕ программи ĕçлет. Александр Степанович республика пуçлăхĕн саламне вуласа панă. Нумай ачаллă çичĕ çемьене Президент уйрăмăн тав тунине пĕлтернĕ. Ун хыççăн ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина саламланă. «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçи - Элĕк районĕнче пурăнакан, «чунпа тунă ĕç илемлĕ» чăнлăха тĕпе хуракан Петуховсем. Сергей Владимировичпа Татьяна Германовна хĕрпе ывăл ÿстереççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Çемьене Венера Муллина министр Дипломпа чысларĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн тав турĕ, телей, ăнăçу суннă. Татьяна Петухова конкурса хутшăннисен ячĕпе Чăваш Ен Правительствине «çын ырлăхĕшĕн ĕçлекен патшалăх политикине тытса пынăшăн» тав тунă. «Республикăра çемьене хисепленине куллен туйса тăратпăр. Çемье пурри - телей, çав вăхăтрах питĕ пысăк яваплăх, пĕлтерĕшлĕ пулăм», - тенĕ вăл.

Миçе çын пăхнă: 488 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024