Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Утă » 23 » Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
15:31
Сăн ÿкерчĕк
2011 çул — районта пурăнакансемшĕн паллă тапхăр. Çулталăка пирĕн сумлă ентешĕмĕре, Мăн Шетмĕре çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне Владимир Васильевич Васильева халалланă. 
Вăл çут тĕнчене килнĕренпе июлĕн 21-мĕшĕнче çĕнĕ стильпе 100 çул çитет. Хăй кун-çулĕн виççĕмĕш пайне çеç пурăнса ирттерме тÿр килнĕ хаклă çыннăмăрăн. Унăн шăпине хаяр вăрçă татса панă. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе В. Васильев паттăрлăх кăтартнă. Одер юхан шывĕ хĕрринчи тытса илнĕ плацдарма хÿтĕлесе пирĕн ентешĕмĕр вуншар гитлеровеца тĕп тунă. Темиçе хутчен аманнă пулин те, палăртнă позицирен пĕр шит те чакман. Хăйĕн паттăр вилĕмĕпе вуншар совет салтакĕн пурнăçне сыхласа хăварнă. Одер çинчи январьти паттăрлăхшăн В. В. Васильева Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, вилнĕ хыççăн Ылтăн медальпе тата Ленин орденĕпе наградăланă. 
В. Васильев хăй çуралса ÿснĕ Мăн Шетмĕрен иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланас умĕнхи çулсенчех Горький хулине куçса кайса тĕпленни, çав тапхăрти çыхăнусем татăлни унăн шăпине туллин пĕлме май паман. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине уявлама хатĕрленнĕ вăхăтра кăна фронтовиксем çинчен аса илнĕ. Вĕсем çинчен материалсем пухма пуçланă. Шыравçăсем пирĕн ентеш шăпипе те интересленнĕ. Çар архивĕнчен Владимир Васильев паттăр Чăваш Республикинчи Мăн Шетмĕрен тухнине çирĕплетнĕ. Кун пирки кĕçех хăюллă пулеметчик çуралнă тăрăха та хыпар çитнĕ. 
Халиччен Владимир Васильевич кун-çулĕ çинчен Атăлпа Вятка, Горький тата Шупашкар кĕнеке издательствисенче тĕрлĕ пичет материалĕсем кун çути курчĕç. Вĕсенче, шел пулин те, тĕрĕс тупса палăртман е фактпа çирĕплетеймен тĕслĕх сахал мар. Эпĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр "хăçан çуралнă- вилнĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ăçтан кайнă, ăна ăçта пытарнă?" ыйтусене çеç асăнса хăварасшăн… Вулакансене тÿрех лăплантаратăп: халĕ ку ыйтусене татса панă ĕнтĕ, "шурă пăнчăсене" чылайăшне пĕтернĕ. 
Мăн Шетмĕри Василий Захаровичпа Мария Федоровна çемйинче 1911 çулхи июлĕн (утă уйăхĕн) 7-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе — 21) пиллĕкĕмĕш ача — Владимир — çуралнă. Вăл тĕнчене киличчен Верукпа Хĕветле качча тухнă ĕнтĕ. Пĕри Кушарта телей тупнă, кĕçĕнни Тăватпÿртре тĕпленнĕ. Тĕп килте, ашшĕ-амăшĕ патĕнче, Лариванпа Якур пурăннă. 
Çăмăл килмен Володьăн ачалăхĕ. Вăл тăххăрта чухне пĕр-пĕрин хыççăнах малтан амăшĕ, каярахпа кил хуçи те вилсе каяççĕ. Кĕçĕн ывăлне ача çуртне яма та сĕннĕ çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан çемьене. Анчах ашшĕ ку шухăшпа килĕшмен, йывăр пулин те Володьăна пĕрлех усрама сĕннĕ. Василий Захаров çут тĕнчерен уйрăлса кайсан та тăванĕсем ун пехилне асрах тытнă. Хăр тăлăха килтех пăхса усранă. Çакна Чăваш патшалăх архивĕнче упранакан документсем те çирĕплетеççĕ. Акă, Чăваш Сурăм вулăсĕнчи тăлăхсен списокĕнче 1922 çулхи январьте çапла çырса хунă: "444. Владимир Васильев, с. Большая Шатьма, сирота, родителей нет". Ку вăл вулăсри 1231 çурма тăлăхпа хăр тăлăхран пĕри- пулас паттăр шутланнă. 
Вăл вăхăтра пурнăç чăтма çук йывăр пулнă: çĕр-шывра граждан вăрçи чарăнман-ха. Выçлăх, тĕрлĕ чир-чĕр хуçаланнă, тăхăнмалли пулман. Килти пĕр çăматăпа, пиншакпа черетпе çÿренĕ. Шкулта вĕренекен пулман е вутă тивĕçмен пирки тата ытти сăлтавсене пула вĕсем январь-февральтен ĕçлеме пăрахнă. Вĕренÿ çулĕ те ноябрьтен çеç пуçланнă. Шăпах çакнашкал лару-тăрура пурăнма тата вĕренсе аталанма тÿр килнĕ Володя Васильевăн. 
Ашшĕ-амăшĕн ăшшипе нумай савăнайман кĕçĕн ывăлĕ. Ачаллах кĕтÿçĕре (ку ял-йышра хисеп тата пысăк яваплăх!) çÿремелле пулнă Улатимĕрĕн. Çавăнпа вăл кашни ĕç пĕлтерĕшне аван ăнланнă. Ку ăнлав ăна хăй пурнăçне йĕркелесе пымалли виçе шутланнă. 
1927 çулччен кĕçĕннисем — Якурпа (хут çинче ăна Георгий тесе çырнă) Володя хура пÿртре пурăннă. Лариван пиччĕшĕ тăван килте пулман ĕнтĕ, Кушарта тĕпленнĕ. Шăллĕнчен çичĕ çул аслăрах Якурăн та авланас шухăш кĕнĕ, анчах хĕре хăрăмлă пÿрте илсе пырайман ĕнтĕ. Çав çул Васильевсем иккĕшех килĕнчи ампарне пăсаççĕ, ăна мăкласа çурт пурине хăпартаççĕ. Алăк-кантăк вырнаçтарса кăмака купаласа лартаççĕ, вăл тапхăра юрăхлă шурă çурта пурăнма пуçлаççĕ. Çав тапхăралла çĕр-шывра çĕнĕ çĕр йĕркелÿ юхăмĕ пуçланса каять. Хресченсем хăйсен анисене пĕрле пăхса тăракан юлташлăхсене çырăнаççĕ. Каярахпа пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен — колхозсен вăхăчĕ çитет. 
Ку тапхăр В. Васильевшăн чи хаваслă та романтикăлла вăхăт. Çынсем хаваспах çĕнĕлле — ушкăнпа ĕçлеççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара çамрăк килĕштерекен лашапа ĕçлесе пурăнни, хуçалăх никĕсне аталантарма сумлă тÿпе хывни. 
В. Васильевăн тĕнче курăмне анлăлатма Мăн Шетмĕ тăрăхĕпе шкул нумай пулăшнă. Юн кун (Дворики) ялĕнче 1918 çулта уçăлнă халăх çурчĕ те, кунта час-часах ирттерекен мероприятисем те хăйсен йĕрне хăварнă. Учительсем, Етĕрне уесĕпе Чăваш Сурăм вулăсĕнчен (халăх çурчĕ Владимир — Хусан, урăхларах каласан, Хурăнлă çул хĕрринче вырнаçнă) килнĕ яваплă çынсем тĕнчери лару-тăрупа паллаштарнă, вăл е ку темăпа тухса калаçнă. Çĕр-шыври вăл вăхăтри паллă пулăмсемпе çыхăннă уявсемпе калаçусем, тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркеленĕ. 
Володя Васильева пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă М. Григорьевпа А. Архипов кавалеристсен аса илĕвĕсем килĕшнĕ. Кÿршĕ ялти Матвей мучи Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Австрипе Венгри салтакĕсене хирĕç утлă çарта çапăçнă иккен. Хăюлăх кăтартнăшăн ăна 4-мĕш тата 3-мĕш степеньлĕ Георги хĕресĕпе наградăланă. Унтри мучи вара Чапаев дивизийĕнче кĕрешнĕ, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. 
Çак аса илÿсенчен, вуланă кĕнекесенчен утлă çар пирки сахал мар пĕлÿ пухнă выльăх-чĕрлĕхе юратакан Володя. Уйрăмах лашасене килĕштернĕ вăл. Çав вăхăтра хăйсен лаша пулманнишĕн сахал мар пăшăрханнă Мăн Шетмĕ çамрăкĕ. 
Ача чухнехи ĕмĕчĕсенче Володя хăйне юлан утлă Улăп паттăр пек туйнă. Хĕвел çутинче ялтăртатакан хăйĕн хĕçĕпе çынсене пусмăрласа тăракан ирсĕр тăшмана сахал мар "тĕп тунă" вăл тĕлĕкĕнче. Çапах та шухăшĕ пурнăçа кĕриччен кун-çул текен тинĕсĕн тарăн авăрĕнчен тухассишĕн чылай тапаçланма тивнĕ çамрăкăн. Ял çыннин пур ĕçне те тума пултарнă вăл: çулла-кĕркунне алран çурлапа çава кайман. Кирлĕ чухне ял-йышпа тăван- пĕтене пуртă-пăчкăпа пÿрт-хуралтă хăпартма пулăшнă. Кĕтÿ пăхнă вăхăтра чĕкеç тăмĕнчен (каннă чухне) шăхлич туса аппаланни те пулнă. Килти анкартипе уйри лаптăксене лартса-акса хăварассишĕн хура тар юхтарма тивнĕ. 
Çар службине (1931—1935) Минскри кавалери чаçĕнче ирттернĕ Мăн Шетмĕ каччи. Чи лайăх юланутçă пулнă, ăста пулеметчик шутланнă. Пĕр хушă тăван колхозра ĕçленĕ хыççăн вăл Горький хулине çул тытнă. 
Хăй кун-çулне Чул хула хулинче пурăнса ирттернĕ П. Л. Хлебнов — Владимир Васильевăн юлташĕ. Вĕсем иккĕшĕ кунти чукун çул милицийĕнче ĕçленĕ. Павел Леонтьевич уполномоченнăй дежурнăй, В. Васильев милиционер пулса йĕркелĕхшĕн тăрăшнă. Вăл вăхăтра çапкаланчăк ача-пăча нумай пулнă. Вĕсем путвалсенче пытанса пурăннă, иртен-çÿренсен япалисене вăрланă. Йĕркелĕх хуралĕн милиционерĕсем çапкаланчăксемпе вăрăсене тытса чарнă, вĕсемпе тĕрлĕ калаçусем ирттернĕ. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă Владимир Васильев унашкал ача-пăчан шăпине аван ăнланнă, вĕсене пулăшма тăрăшнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. 
Милиционерсен витĕмлĕ те чĕререн тухакан калаçăвĕ чылай çапкаланчăка тÿрĕ çул çине тухма пулăшнă. Ахаль мар ĕнтĕ 1937 çулти çуркунне чăваш каччине ĕçри тимлĕхшĕн пĕрремĕш хут тав тунă. Тепĕр çулталăкран В. Васильев авланнă, мăшăрĕ сĕннипе хулари автомобильсем тăвакан заводра ĕçлеме пуçланă. 
1939 çулта Владимир Васильева тепĕр хут салтак службине чĕнсе илеççĕ. Горький хулинчи Кремльте çамрăксене çар ĕçне хăнăхтармалла иккен. Хăй вăхăтĕнче çар службинче пухнă пĕлĕве, опыта пĕтĕмпех пулас юланутçăсене парать ентеш. Çар службин уставĕпе йĕркене çеç мар, çапăçас ăсталăха та вĕрентет хастар командир. Çар хĕç-пăшалĕн никĕсне алла илме, вĕсемпе тĕл пеме тата тĕрĕс усă курма хăнăхтарать. Ирттернĕ çар вăййисенчи кашни курсантăн йăнăшне тишкерсе вĕренÿ пахалăхне ÿстерме, пулас кавалеристсен ăсталăхне туптама пулăшнă кĕçĕн сержант. 
Тĕнчере вăрçă-харçă ĕмĕлки курăнма, тар шăрши кĕме пуçланă ĕнтĕ. В. Васильев хăй вĕрентнĕ салтаксемпе пĕрле Хĕвеланăç Украинăпа Хĕвеланăç Белорусси халăхне пулăшма хутшăнать. 
Çын хыçне нихăçан та пытанман Владимир Васильев, яваплăха никам çине те тиемен. Ачаранпах çапла ÿснĕ вăл: умне тухса тăнă ыйтусене хăех татса панă. Çак ен унăн пурнăç тĕллевĕ шутланнă. Çемье çавăрсан вăл мăшăрĕпе пепкисен сывлăхĕпе телейĕшĕн, кил ăшшишĕн тăрăшнă. Тату пурнăç вара ашшĕ-амăшне те, ачисене те савăнтарнă. 
Иккĕмĕш тĕнче вăрçин юлашки тапхăрне ăсаннă чухне Мăн Шетмĕ çынни 32 çул урлă каçнă ĕнтĕ. Çирĕп шухăшлă та пысăк тавра курăмлă командир шутланнă вăл. Офицерсем тата çар ĕçне вĕренекен курсантсем В. Васильева ăста специалист тесе хисепленĕ. Взводри çамрăксем хăйсен аслă сержантне пиччĕшĕ вырăнне йышăннă, çарпа çыхăннă темăсăр пуçне аслă тусĕнчен вăл е ку пулăмсем пирки ыйтса пĕлнĕ. 
В. Васильев курсантсенчен çирĕп ыйтнă, çапах та вĕсен шăпишĕн те шухăшланă, кăткăс лару-тăрăва татса пама чи малтанах хăй ăнтăлнă. Одерăн кăнтăр енче çирĕпленсе ларнă вырăна хÿтĕленĕ чухне шăпах çакнашкал лару-тăру сиксе тухнă та. 
Стратеги енчен усăллă плацдарма каялла тавăрас тĕллевпе фашистсем атака хыççăн атака йĕркеленĕ. Иккĕмĕш талăк ĕнтĕ уншăн хаяр çапăçу пынă. Пĕрремĕш гварди кавалери корпусĕн çитĕнĕвĕсене çирĕплетессишĕн В. Васильев пулемечĕн расчечĕ те хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă. Тăшманăн 4—5 атакине сирсе ярса ăна чылай вăхăт малалла иртме чарса тăнă, эскадрона çавăрса илме кансĕрленĕ, ытти юланутçăсене кирлĕ вырăна шуса çитсе йĕри-тавраллах оборона йышăнма май панă. Пирĕн ентеш паттăрлăх кăтартнă. Хăй пурнăçне хĕрхенмесĕр ыттисене сыхласа хăварнă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. 
Вислăпа Одер, Сандомирпа Силези тапăну операцийĕсенче корпус юланутçисем уйрăмах хăюлăхпа палăрнă. СССР Верховнăй Совечĕн Президумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн I гварди кавалери корпусĕнчи 18 çынна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Вĕсенчен виççĕшĕ — Николай Антошкин, Владимир Васильев тата Гавриил Куракин — пĕрремĕш гварди дивизийĕн юланутçисем.

В.Константинов

Миçе çын пăхнă: 758 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (29.07.2011 19:03) [Материал]
21 июля в село Большая Шатьма Красноармейского района съехалось множество гостей, которые собрались на празднование 100-летия со дня рождения Героя Советского Союза В.В. Васильева.
Так сложилось, что Владимир Васильевич оказался единственным Героем на территории нашего района.
Родившийся в селе Большая Шатьма в крестьянской семье 21 июля 1911 года, уже в семь лет Владимир остался сиротой. В суровом 1919 году он был принят в детский дом г.Чебоксары.
С самых первых дней войны Васильев стоял в ряду защитников Отечества. На фронтах Великой Отечественной войны сражался командиром расчета станкового пулемета в кавалерийском полку. Героизм и мужество он проявил в январе 1945 года при форсировании реки Одер и закреплении плацдарма на западном ее берегу. Отражая яростные атаки фашистов, Васильев уничтожил более 50 гитлеровцев. Пулеметчик вел огонь до последнего дыхания, геройски погиб, не дожив до Великой Победы 106 дней. В.В. Васильеву посмертно было присвоено звание Героя Советского Союза.
Праздник начался с торжественного митинга. Волонтерская группа встречала прибывающих гостей, ветеранов войны, тружеников тыла и труда с буклетами и сувенирами. Юнармейцы Большешатьминской средней школы встали на Почетный караул. Под звуки «Встречного марша» знамённая группа внесла знамя Победы.
Торжественный митинг, посвященный 100-летию со дня рождения Героя Советского Союза В.В. Васильева «Великий сын земли шатьминской!», открыла глава администрации Большешатьминского сельского поселения Полина Ивановна Николаева. Слова уважения, благодарности и памяти также высказали министр юстиции Чувашской Республики Надежда Викторовна Прокопьева, глава администрации Красноармейского района Владимир Валерьянович Александров, председатель землячества «Трак Ен» Алексей Николаевич Львов, начальник отдела Военного комиссариата Чувашской Республики по Цивильскому и Красноармейскому районам Валерий Венадьевич Буклаков, участник Великой Отечественной войны, Почетный гражданин Красноармейского района Михаил Прохорович Прохоров, троюродный племянник Героя Клим Геннадьевич Васильев, председатель Совета ветеранов Большешатьминского сельского поселения Иван Ильич Ильин.
Участники митинга почтили память Героя и всех, кто не вернулся с полей сражений, минутой молчания. Прозвучали торжественные залпы в память о погибших, в небе зажглись огни фейерверка. Под музыку «Реквием» представители местного отделения партии «Единая Россия», организаций и учреждений возложили венки и цветы к памятнику Васильеву Владимиру Васильевичу. Корзину с сотней роз у памятника Герою оставили родственники Васильева.
Праздник продолжился концертной программой, в которой выступили концертно-духовой оркестр и группа «Служу Отечеству» из г.Чебоксары, ансамбль «Кăмăл» и ансамбль гармонистов «Хавал» районного Дома народного творчества, мужской ансамбль народной музыки «Раштав» клуба «Заволжский» и танцевальный коллектив «Яблочко» Большешатьминского центра досуга.
Во время концертной программы для всех присутствующих был объявлен конкурс сочинителей стихотворений на тему «Пирĕн ентеш – паттăрĕ». Все 26 участников получили памятные сувениры. Авторы трех лучших стихотворений стали обладателями ценных призов.
Все желающие могли ознакомиться с биографией Героя, посмотрев в Центре досуга электронную презентацию. На главной площади села была организована выставка детских рисунков «Война глазами детей». Для любителей активного отдыха на стадионе проходили спортивные состязания.
Праздник вчера был и у ребят – на торжественной площади работала детская площадка.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024