Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Юпа » 1 » Алманч-Супар тăрăхĕнче культура вучахĕсем ишĕлчĕкре...
Алманч-Супар тăрăхĕнче культура вучахĕсем ишĕлчĕкре...
19:27
Сăн ÿкерчĕк

Ятарласа та мар, ял-ял витӗр ҫуренӗ чухне, ӑнсӑртран пирӗн куҫ тӗлне тӗл пулаҫҫӗ вӗсем, ишӗлекен клубсем. Халӑха илӗртсе савӑнӑҫ парнеленӗскерсен шӑпи мӗншӗн ҫавнашкал хурлӑхлӑ вӗҫленнӗ-ха? Ял ҫыннисен, ҫамрӑкӗсен культура шайӗ пӗчӗкленсе пынипе ишӗлнӗ ҫуртсен хушшинче ҫыхӑну пур-и? Клубсӑр ялсене ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн нумай ыйту канӑҫ памасть. Ҫак кунсенче Красноармейски районӗнче ҫуренӗ май асӑрханӑ укерчӗксем те чуна ыраттарчӗҫ.

Нимӗчкассинче клуб тахҫанах ҫук ӗнтӗ. Унӑн ишӗлчӗкне ял ҫыннисем килте усӑ курма сӗтӗреҫҫӗ. "Акӑ ӗнер те пӗрисем кирпӗч ванчӑкӗсене турттарса кайрӗҫ. Мана та мунча никӗсӗ яма чӑрмантармӗччӗ те, ӗҫлейместӗп-ҫке, ватӑлтӑм..." - палӑртрӗ клуба хирӗҫ ҫуртра пурӑнакан 88 ҫулти Акулина Степанова. Вӑл культура ҫуртне епле ҫӗкленине аса илчӗ. Ун чухне цемент хутӑшне ҫӑрнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. "Ваҫок матки клубра нумай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн вҫо! йӑлтах пӗтсе ларчӗ", - Василиса Никитинӑпа калаҫма сӗнчӗ кинемей.

Ҫав ҫуртра ӗлӗк шкул пулнӑ. Ӑна пӑсса ҫӗнӗ те пысӑк клуб ҫӗклесе лартнӑ, 1980 ҫулта Ҫӗнӗ ҫула ял-йыш унта кӗтсе илнӗ. "Клуб заведующийӗсӗр пуҫне кочегар, тирпейлӳҫӗ тивӗҫӗсене те пурнӑҫлаттӑм. 40 тенкӗ шалупа ӗҫленӗ эпӗ. Ҫав вӑхӑтшӑн ку пысӑк укҫа пулман, ҫавӑнпа пенси сахал тухрӗ. Каҫсерен пӗчӗк ачасене килте пӑрахса хӑварса клуба мӗн чуль чупман-ши? Ҫамрӑксем алӑк умӗнче кӗпӗрленетчӗҫ, клуб уҫасса кӗтетчӗҫ... Колхоз тӳпе паратчӗ тата, ыттисемпе танах кӑшман та ҫумланӑ. Мӗнле кӑна мероприяти ирттермен-ши? Вӑрманкасран, Супартан халӑх килетчӗ. Ларма мар, тӑма та вырӑн юлмастчӗ. Спектакль, концерт хатӗрлеттӗмӗр. Вӑт пурӑннӑ тӑк пурӑннӑ! Ферма хӗрӗсем, дояркӑсем, уйрӑмах хастарччӗ. Вӗсем нихӑш мероприятирен те юлман, тем чухлех пулӑшнӑ. Ҫӑварни чупса миҫе алшӑлли пӗтермен-ши тата? Пӗр ӑйӑр алшӑлли вӗҫне чӑмласах янӑччӗ", - клуб ишӗлчӗкӗсем умӗнче тӑнӑ май сӳтӗлчӗ асаилӳ ҫӑмхи. "Хура кӗрӗк, ҫӳҫеллӗ тутӑр пӗрмай ыйтатчӗҫ. Сар кӗрӗк те пурччӗ, ҫакӑнса тӑчӗ-тӑчӗ, никама та кирлӗ пулмарӗ, кӗве ҫисех ячӗ. Ӗлӗк вӑл чаплӑ ҫи-пуҫ шутланнӑ", - Акулина аппа та савӑк вӑхӑтсене манман-ха.

"Кайран, иртнӗ ӗмӗрӗн 90- мӗш ҫулӗсенче, халӑхӗ те улшӑнчӗ, ӳсӗрсем хыҫҫӑн мӗн тери тирпейсӗр юлатчӗ: хӑсатчӗҫ, ҫавӑнтах "тула" каятчӗҫ... Йӑлтах ҫӑваттӑм, тасататтӑм. Укҫа тӳлеме пӑрахрӗҫ. Икӗ уйӑх шалусӑр тӑрӑшрӑм. Тек тӳсӗм пӗтрӗ те ӗҫе пӑрахрӑм. Пӗлетӗр-и, тӗлӗкре ҫак клуб халӗ те курӑнать: халӑх килсе тулнӑ, эпӗ вара урай та шӑлман пек...", - каласа кӑтартрӗ Василиса Никитина. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн кунта 4 ҫын улшӑннӑ, анчах лару-тӑру япӑхлансах пынӑ, культура ҫурчӗ юхӑнма пуҫланӑ. Ҫурта пӗчӗккӗн с\тме тытӑннӑ. Ҫапла вара пӗр тӗкӗннӗскере ыттисем те куҫ хывнӑ. Ҫурт тӑрри, урай хӑмисем, тем сарлакӑшскерсем, халӗ кам патӗнче выртнине ял халӑхӗ пӗлмест мар. "Тӗплӗ" ҫынсен хуҫасӑр выртакан япалана килелле сӗтӗрес йӑла пур ҫав. "Пӗр кирпӗч те, пӗр хӑма та тӗкӗнмен. Пӗр-пӗр ҫемьене хваттер вырӑнне панӑ пулсан ҫавнашкал шӑпа кӗтмӗччӗ клуба", - терӗ культура тытӑмӗнче 40 ҫул ытла чуна парса ӗҫленӗ Василиса аппа. Ишӗлчӗк, ун таврашӗнчи хыт-хура ял сӑн-сӑпатне пӑснӑшӑн кинемейсем чунтанах хур- ланчӗҫ. "Ӗҫ тӑвас пулсан ялта ҫын та юлмарӗ. Тахҫан вара пирӗн ял таврара кӗрлесе кӑна тӑратчӗ..." - салхулланчӗҫ ватӑсем.

Туҫи Чуракасси клубӗ 1995 ҫулта кӑна тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хута кайнӑ пулин те юхӑнма ӗлкӗрнӗ. Унӑн кӑшкарӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Пӗри хӑма сӗтӗрнӗ, тепри - чӳрече рами - ҫаплах арканнӑ вӑл. Тӑррине хальлӗхе тӗкӗнме ӗлкӗрейменччӗ. "Тимӗр листана пӗрре с\тме тытӑнччӑр кӑна - унтан та нимӗн те юлмасть, самантрах вӑрласа пӗтереҫҫӗ", - ялти культура вучахӗ куҫ умӗнче сӳнсе пынӑшӑн пӑшӑрханчӗҫ Николай Голевпа Денис Григорьев. Клуба ҫӗнӗрен уҫас ыйтӑва халӑх пухура вӗҫӗмех ҫӗклет-мӗн. Анчах пуҫлӑхсем "укҫа ҫук" тенипех ирттерсе яраҫҫӗ. Эпир, хаҫат ӗҫченӗ- сем, культура ҫурчӗпе кӑсӑкланнине курсан урамри арҫынсем пирӗнтен пулӑшу кӗтнӗн калаҫрӗҫ. "Май тупасчӗ", - терӗҫ вӗсем.

Туҫи Чуракасси урамӗнчи асфальт ҫулпа Шывпуҫа, Алманча иртсе ҫӳреҫҫӗ. Ял варринчи юхӑнчӑк клуба такам та асӑрхатех. Ку ҫеҫ те мар, унӑн умӗнче - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене халалласа лартнӑ палӑк. Сӑмах май, ӑна та Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кӑна тасатни сисӗнчӗ, кирлӗ мар йывӑҫ-тӗм картаран та ҫӳллӗрех ӳссе кайнӑччӗ. Пуҫне пӗкнӗ салтак вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнисемшӗн ҫеҫ мар, хальхи ӑру ҫак ҫухатӑва манӑҫа кӑларнишӗн те хурланнӑн туйӑнчӗ. Юхӑнчӑк клуб ҫумӗнчи палӑк умӗнчех митинга пухӑнать ял- йыш. Анчах мӗнле чунпа? Ветерансене унта чӗнме епле хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ-ши? Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр саманара вӗсем ырми-канми тӑрӑшнӑ, ял-хулана ҫӗкленӗ. Халӗ, тӑнӑҫ вӑ кермен пек клуба пӑхса тӑрайманнишӗн вӗсен умӗнче намӑс-ҫке. Котельнӑй купаласа газ кӗртнӗ клуба ҫапла юхӑн- тарнӑшӑн никам та явап тытмӗ- ши вара?

Супарта та ҫавнашкалах, хӑрушӑрах та-и, тен, ӳкерчӗк асӑрхарӑмӑр. Палӑк-салтак ҫурӑмӗ хыҫӗнче - ишӗлекен культура ҫурчӗ. Ҫавна пулах сӑваплӑ вырӑнти хӑмасем ҫине "Ӗмӗрлӗх мухтав", "Нимӗн те манӑҫман, никама та манман" тесе ҫырнисем те ӗнентерӳллӗн курӑнмаҫҫӗ. Пуҫ хунӑ паттӑрсене епле хисеплени - куҫ умӗнче.

1993 ҫулта, Эдуард Николаев ӗҫленӗ чухне, клубра ҫамрӑксем пушар кӑларнӑ. Пирус тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахса хӑварнине пула сцена ҫунма тытӑннӑ. Ҫурта тӗппипех кӗлленме паман, ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Ҫапах мачча, сцена юрӑхсӑра тухнӑ. Унтанпа 22 ҫул иртнӗ пулин те клуба йӗркене кӗртеймен. Ял халӑхӗ культура ҫуртне юсамашкӑн укҫа-тенкӗ уйӑрни ҫинчен илтнӗ. Анчах унпа мӗнле усӑ курнин уҫҫи-хуппине халь тин тупаяс ҫуках. Самани пӑтравлӑччӗ те, патшалӑх укҫипе пуҫлӑхсем самаях ашкӑннӑ-тӑр. "Хӗрлӗ автан" ташланӑ каҫ клуб ертӳҫи ӗҫ вырӑнӗнче пулманнине, ҫурт уҫҫине вӑл ҫамрӑксене панине те пӗлеҫҫӗ. Пушар кӑларнӑшӑн никама та явап тыттарман-мӗн.

Супар клубӗ те ӗлӗк начаррисен йышӗнче пулман. Унтан та халӑх тухма пӗлмен, мӑшӑрланакансем кунта хут уйӑрттарнӑ, Шупашкартан артистсене чӗнсе килсе савӑнтарнӑ... Пушар хыҫҫӑн вара клуб урӑх уҫӑлман. Чӳречесене хӑма ҫапса тухнӑ. Кайран чӳрече рамисене, урай хӑмисене ҫынсем килелле сӗтӗрме тытӑннӑ. Пӗрне кура тепри вӑрласан клубран мӗн тӑрса юлассине шухӑшлама пӗлмен ҫынсем. Хӑшӗ-пӗрин вити-хуралтинче ҫав хӑмасем паянхи кун та ҫӗрсе пӗтмен тен. Пуху ирттернӗ чухне клуб ыйтӑвне кунта та вӗҫӗмех хускатаҫҫӗ. Халӗ культура мероприятийӗсене ирттерме ялти вулавӑша пухӑнаҫҫӗ.

"Клуба ҫӗнӗрен хута яма бюджетра укҫа-тенкӗ ҫуккине кура балансран кӑларнӑ", - ӑнлантарчӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ертсе пыракан экс- перт-специалисчӗ Олег Сергеев. "Тата миҫе ҫул ларӗ ҫав ҫурт?" - кӑсӑклантӑмӑр Олег Валерьевичран. "Тепӗр 20 ҫул та пуль", - пулчӗ хурав. Лармасӑр! Совет саманинче ӑна "на совеҫ" ҫӗкленӗ вӗт, кирпӗчӗсем те епле ҫирӗп-шӑ! Клубӑн котельнӑйӗн стенине сӳтекенсем суйма памӗҫ мана.

"Ҫавнашкал клуб умӗнче митинг епле ирттеретӗр?" - ыйтрӑм ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗнчен. "Чун ыратать те..." - ассӑн сывларӗ ҫеҫ вӑл. Пуҫлӑхсем вӗҫӗмех улшӑнса тӑнӑ кунта. "Унчченех ҫапла пулнӑ, эпӗ юхӑнтарман", - кашниех ҫапла каласа тӳрре тухӗ, "укҫа ҫук" тесе хушса хурӗ те - ӗҫӗ пӗтнӗ.

Вырӑнти влаҫ Туҫи Чуракасси, Супар клубӗсене предприимательсене тара парасшӑн. Бизнесменсем те айванкка мар ҫав:         укҫа  шутлама пӗлеҫҫӗ.

Киввинчен "канфет" тӑвасси ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклессинчен те кӑткӑсрах, тӑкаклӑрах вӗт.

Вӑт ҫавнашкал татӑлман ыйту пайтах пирӗн. Ҫулран-ҫул тӑсӑлаҫҫӗ вӗсем. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн куҫ хӑнӑхса ҫитет те юхӑнчӑк та йӗркене кӗнӗ япала пекех туйӑнать. Хутран-ситрен яла пырса кӗнӗ журналистсем кӑсӑклансан халӑх пӑшӑрханҫи тӑвать те малалла та ҫавнашкалах пурӑнать...

Алина ИЗМАН («Çамрăксен хаçачĕ»).

Миçе çын пăхнă: 666 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 1.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024