Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Ака » 29 » Трак ен хĕрĕ "Кĕмĕл сасă" конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕ
Трак ен хĕрĕ "Кĕмĕл сасă" конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕ
21:12
Сăн ÿкерчĕк
Видеорепортаж
Ака уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Кĕмĕл сасă» фестиваль иртрĕ. 14-мĕш çул ĕнтĕ Чăваш наци конгресĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсене пĕр тĕвве пухса хăйне евĕр ăмăрту йĕркелет. Хальхинче гран-прие тивĕçессишĕн 30 юрăç тупăшрĕ. Фестивале Чăваш Енĕн тĕрлĕ район-хулинчен кăна мар, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенчен, Тутар Республикинчен, Красноярск хулинчен тата Раççей тулашĕнчи Беларуçран чăвашла юрлакансем хутшăнчĕç.
Фестивале ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов уçрĕ. «Чăвашсен паллă нумай юрăçи хăйĕн пултарулăх çулне çак конкурсран пуçланă. Вĕсем чăваш чĕлхине, юррине, кĕвви-çеммине аталантараççĕ», - терĕ вăл конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунса. Жюри комиссийĕн йышĕнче Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, Владислав Ильдяков композитор, Валерий Клементьев юрăç, «Уяв» ансамбль ертÿçи Зинаида Козлова, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова тата ыттисем пулчĕç. 
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче 30 юрăç хăйсем çырнă е ытти артистăн юррисене чĕрĕ сасăпа шăрантарчĕ. Чăвашсем чăнах та юрлама юратакан халăх. Чуна çÿçентерекен сасăпа куракана тыткăнласан, итлекенĕн ÿчĕ тăрăх сивĕ чупсан артист хăйĕн тивĕçне пурнăçланă теме пулать. Юрăçсенчен ытларахăшĕ кичем юрă суйлани пăшăрхантарчĕ. Пĕрремĕш вырăна тухас тесен артистăн сцена çинче вăтанмалла мар, хăйне куракан умĕнче ирĕклĕ тытмалла... Шел те, чĕтрекенсем те, юрă сăмахĕсене манакансем те пулчĕç. 
Кăçал, унчченхи çулсемпе танлаштарсан, чăвашлăх, тăванлăх темипе çыхăннă юрă ытларах пулни савăнтарчĕ. Жюри членĕсем профессионалсем пулнă май 30 конкурсçăран чи тивĕçлисене суйларĕç. Фестивалĕн иккĕмĕш кунхине жюри али витĕр 19-ăн çеç тухрĕç. Регина Чишкина /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Николай Ключников /Муркаш районĕ/, Елена Цветкова /Елчĕк районĕ/, Вероника Димитриева /Элĕк районĕ/, Анастасия Христанова /Вăрнар районĕ/, Инна Александрова /Елчĕк районĕ/, Светлана Тимофеева /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Татьяна Бондарь /Беларуç Республики/, Ольга Васильева /Канаш районĕ/, Татьяна Петрова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ дипломант пулса тăчĕç. Ятарлă номинацисенчи Тутар Республикинчен килнĕ Светлана Алякимова /«Куракансем килĕштернĕ юрăç»/, Чĕмпĕр облаçĕнчи Татьяна Фролова /«Чи çепĕç юрăç»/ палăрчĕç. 
Лауреат ятне Антонина Мордовскаяпа /Самар облаçĕ/ Александра Данилова /Пушкăрт Республики/, Лариса Степановăпа /Етĕрне районĕ/ Евгений Николаев /Шупашкар районĕ/, Наталья Васильева /Шупашкар районĕ/ çĕнсе илчĕç. XIV «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсра гран-прие Ксения Сергеева /Красноармейски районĕ/ тивĕçрĕ.
Конкурс вĕçленсенех чаршав хыçне васкарăм, фестивале хутшăнакансемпе калаçма тÿр килчĕ. Пушкăртстанран килнĕ Анатолий Ефимов «Çуркунне» юрра хăех çырнă. Юрă пуçламăшне Америка юрăçин Элвис Преслин, хушса юрламаллине Раççей халăх артисчĕн Муслим Магомаевăн стилĕпе калăпланă вăл. Анатолий жюри членĕсем тивĕçлĕ хак паманшăн кÿреннĕ. Вăл каланă тăрăх - унăн сасси профессионалăнни пек илтĕнет. Муслим Магомаев тейĕн. Чылайăшĕ унран: «Эсĕ консерватори пĕтернĕ-и?» - тесе те ыйтать-мĕн. Çапах 33-ри Анатолий сцена çине чăваш кĕпи, джинс шăлаварĕ тăхăнса тухни килĕшÿллĕ курăнмарĕ. Тен, çакă жюри членĕсен кăмăлне кайман? Пушкăртстанран килнĕ тепĕр конкурсçă Александра Данилова куракансене «Салтак валли» юрăпа тыткăнлама пултарчĕ.
Тутар Республикинчен çитнĕ Светлана Алякимова баян калакан мăшăрĕпе Юрий Сергеевпа «Кайрăм вăрмана» юрă шăрантарчĕ, куракансене уçă сассипе савăнтарчĕ. Баянист пĕлтернĕ тăрăх, вăл конкурсçăсене мĕнле виçепе хакланине ăнланман. Унăн шухăшĕпе - вырăнсене тĕрĕс мар валеçнĕ. «Дипломантсен хушшине лекменнисенчен хăшĕ-пĕри çĕнтерĕве тивĕçлĕрех те, - палăртрĕ 2012 çулта ВГИКран вĕренсе тухнă Юрий Сергеев кинорежиссер. - Манăн шухăшпа, жюри мар, халăх хаклавĕ пахарах». 
Евгений Николаев, «Телей» юрăпа иккĕмĕш вырăна тухнăскер, пултарулăхне çапла хакланăшăн жюри членĕсемпе куракансене тав сăмахĕ каларĕ. Вăл юрланă хыççăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Унăн хăватлă сасси куракансенчен чылайăшне килĕшрĕ. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалхи конкурс сумлăрах иртрĕ, пурте тенĕ пекех ăста юрлаççĕ, хутшăнакан та нумайрах. Çак конкурсра палăрни маншăн пысăк тепĕр çитĕнÿ», - пĕлтерчĕ çамрăк юрăç.
Етĕрне районĕнчи Лариса Степанова «Юратнă анне» юрра шăрантарчĕ. Гурий Дубров сăввине Надежда Степанова учитель кĕвĕленĕ. «Мана планшет компьютерĕ тата Диплом пачĕç, çавăн пек пысăк парнесем кĕтменччĕ», - пĕлтерчĕ лауреат ятне тивĕçнĕскер.
Николай Ключников чунран юрларĕ. Залра ларакан хĕрсем те ăна курнипе савăнчĕç: «Калян - чи маттурри!» - тесе кăшкăрчĕç.
Гран-при çĕнсе илнĕ 16 çулти Ксения Сергеева Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта 9-мĕш класра ăс пухать. Шупашкарти конкурссене хаваспах хутшăнать. Сцена çинче юрлама ăна Михаил Дмитриев педагог вĕрентет. Конкурса хутшăнма пике нумай хатĕрленнĕ.
«Анне» юрра эпĕ тахçанах юрлатăп, 2 çул каялла «Мехелре» те çак юрăпах 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Чăвашла калаçма мана йывăр, - пат татрĕ çĕнтерÿçĕ. - Мана мĕншĕн суйланине пĕлместĕп. Тен, куракана хамăн юрăпа тыткăнлама, ăна чун витĕр кăларма пултартăм. Çĕнтерессе кăштах шаннăччĕ». 
Çĕнтернĕ ятпа ăна чаплă тухья, мăй çыххи, чечексем, косметика, Диплом пачĕç. Вероника Арисова çырса кĕвĕленĕ «Анне» юрă куракана чăнласах та тыткăнлама, чуна çÿçентерме пултарчĕ. Пике сцена çинче хăйне чăн-чăн артист пек тытма та, зала хавхалантарма та, куççуль кăларттарма та пултарчĕ. Çапах вăл чăвашла калаçманни тĕлĕнтерчĕ. 
«Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса тĕрлĕрен хаклаççĕ. Пĕрисем ăна ырлаççĕ, теприсем ят-сумĕ пĕчĕкленнине, хаклав тĕрĕс маррине, пĕтĕмпех укçа çинче тытăнса тăнине пĕлтереççĕ. Акă, сăмахран, конкурсçăсенчен хăшĕ-пĕри чăвашла калаçманниех пăшăрхантарать. Пирĕн тăван чĕлхене манмалла мар.

Алена ТИМКОВА ("Çамрăксен хаçачĕ").
Миçе çын пăхнă: 596 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (29.04.2013 21:15) [Материал]
Кĕмĕл саслă хĕрсем мĕншĕн чăвашла калаçмаççĕ? («Вести (Хыпар)», Чебоксары )
25 апреля 2013, четверг
http://www.smi21.ru/?mode=p....04.2013

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024