Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Ака » 21 » Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхин вунă кунлăхĕ пуçланчĕ
Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхин вунă кунлăхĕ пуçланчĕ
22:40
Сăн ÿкерчĕк
Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕ пуçланчĕ. Акă, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче те администраципе творчествăлла ĕçлекен вĕрентекенсен ушкăнĕн пĕрлехи ларăвĕнче чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕн ĕç планне çирĕплетрĕç. Унта И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекене халалласа уроксем иртĕç. Класс тулашĕнче вара «Юхма Мишши çыравçăн нумай енлĕ таланчĕ» рефератсен конкурсĕ, «Юхма Мишши – чăвашсен паллă çыравçи» электронлă хаçатсен конкурсĕ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе…» илемлĕ вулав ăмăртăвĕ, сăвă çыракансен «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» литература конкурсĕ, Трак тăрăхĕнче çуралнă Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100 çитнине халалланă «Мăн Шетмĕ паттăрĕ» викторина  пулĕ. Шкул вулавăшĕнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавĕсемпе паллашĕç.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта Республикăмăрти районсем хушшинчи V «Çамрăк ăсчах» вăйă конкурс иртет. Унта юнашар районсенчи шкулсенчен килнĕ ачасем – инçет куçăмсăр вăйă конкурсăн пĕрремĕш турĕн çĕнтерÿçисем, чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен вĕренекенсем хутшăнаççĕ.
Вунă кунлăх ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн ачасем Шупашкара, Чăваш драма театрне те  кайса килесшĕн. Вĕсем унта Трак ен тăрăхĕн Алманч енче çуралса ÿснĕ Александр Пăртта артист, драматург тата поэт çырнă пьеса тăрăх лартнă «Укçа чул кастарать» спектакле кайса курасшăн.
Вунă кунлăх Чăваш патшалăх символĕсен кунне паллă тунипе вĕçленет. Çав кун кашни класра Чăваш патшалăх Ялавĕпе  Гербĕн авторĕн Элли Юрьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентаци курма палăртнă.
Миçе çын пăхнă: 545 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018