Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Пуш » 4 » Упири ачасен çуртĕнчи воспитанник çинчен илемлĕ фильм ÿкреççĕ
Упири ачасен çуртĕнчи воспитанник çинчен илемлĕ фильм ÿкреççĕ
18:47
Сăн ÿкерчĕк
Пысăк çынра пурте пысăк пулмалла теççĕ: туйăмĕсем те, шухăшĕсем те, ĕмĕчĕсем те, тĕллевĕсем те, ĕçĕсем те – пурте-пурте. Юрий Спиридонов тĕлĕшпе илес пулсан çак каларăш 100 проценчĕпех тÿрре тухать. Вăл кĕлеткипе те боевиксенчи хăватлă та харсăр киносăнара аса илтерет, ĕçĕсемпе те тахçанах палăрнă. Юрий Николаевич пуçăнакан ĕçĕн пĕлтерĕшĕ, пахалăхĕ, курăмлăхĕ пирки иккĕленмелле мар, тăвас ĕçе вăл тĕплĕ те ăмсанмалла лайăх тума хăнăхнă. Ю. Спиридоновăн çынна пулăшасси малти вырăнта тăрать: ачасене, уйрăмах «йывăр» теме хăнăхнисене, спортсменсене, чăваш культурин ĕçченĕсене тĕрек парсах тăрать вăл.
Юлашки çулсенче Ю.Спиридоновăн пурнăçĕнче кино пысăк вырăн йышăнма пуçларĕ. Чи малтанах вăл каскадер пек Раççей телевиденийĕнчи паллă «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ÿкерĕннĕ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерĕ – Андрей Голубев), «Человек войны» (Раççей, режиссерĕ – Алексей Муратов) сериалсенче тĕп рольсенче пĕрне калăпланă. «Белорусфильм» (режиссерĕ – Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллĕ «Путь доброты» фильм та ÿкернĕ, унта Юрий Николаевич тĕп роле вылянă. Малаллахи плансем пирки те кăштах каласа пачĕ сăмахташăм: Грегор Гардюшян ÿкерекен боевикра ÿкерĕнме йыхравлаççĕ ăна (Армен Джигарханян калăплакан сăнарăн хĕрне Сомали пирачĕсем вăрлаççĕ, Ю.Спиридоновăн сăнарĕ кĕрекен ушкăнăн пикене çăлмалла) тата Югославири Приштина хулинчи пулăмсене тĕпе хурса ÿкерекен фильмра (Раççей десантникĕсем çинчен пулĕ, Ю.Спиридонов прапорщик сăнарне вылĕ) курасшăн. Çавăн пекех Голливудри пĕр кинокомпанипе пĕрле Пелевин романĕ тăрăх ÿкерекен фильмра вăл продюсер тата актер пек хутшăнать. Тепĕр пĕрлехи проект: «Чăвашфильмпа» «Белорусфильм» ÿкерме палăрт-нă «Башня» фильм (унта тĕп роле Владимир Гостюхин выляма килĕшнĕ).
Çапла, Юрий Спиридонов тăрăшнипе Шупашкарта «Чăвашфильм» киностуди уçнă. Юрий Николаевич каланă тăрăх, ку Чăвашри 1-мĕш профессиллĕ киностуди. Унчченхи чăваш киновĕсене е Мускав, е Питĕр, е Хусан киностудийĕсем ÿкернĕ пулнă, халĕ пĕтĕм аппаратура хамăрăн пулать, çавăнпа та пахалăхĕ енчен Чăвашра ÿкер- нисене Раççей прокатне сĕнме те намăс пулмĕ. «Чăвашфильм» ÿкерме палăртнă пĕрремĕш картина «Обочина» («Çул хĕрри») ятлă. Юрий Николаевич сценарине кĕскен çеç уçса пама килĕшрĕ: «Фильм – «йывăр» арçын ача çинчен. Вăл Красноармейски районĕнчи Упири ачасен çуртĕнчен тарать те Шупашкара çул тытать. Çул çинче унпа темĕн те пĕр пулса иртет: юратса та пăрахать вăл, усал çынсен аллине çакланать, ырă çынсене те тĕл пулать. Фильмри тĕп герой сăнарĕ – пĕр ача шăпи кăна мар, пуçтарнă сăнар. Чылай çын ку фильма курсан хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхне аса илĕ. Пирĕн тĕллев – фильма мĕн пуçласа вĕçне çитиччен пĕр сывлами пăхмалла тăвасси».
Сăмах май, тĕп сăнара Юрий Николаевичăн ывăлĕ Роман калăплĕ. Ытти рольсене кам выляссине кастинг ирттерсе палăртĕç, вăл çитес вăхăтрах «Салют» культура керменĕнче иртмелле. Фильма йăлтах Чăваш çĕрĕ çинче (Санкт-Петербургра çеç темиçе минутлăх ÿкерме палăртнă) ÿкереççĕ, апла тăк «массовкăра» вырăнти халăх пулĕ, урăхла каласан, нумайăшĕ киноэкран çине лекĕ. Чылай роле паллă Раççей артисчĕсем калăплĕç – Сергей Чугин («Драма на охоте»), Максим Коновалов («Любить по-русски», «Бумер»), Ольга Арнтгольц («Живой», «Слуга государев»), Анатолий Кот («Солдаты», «Маргоша»). «Пирĕн фильма анлă проката кăлармалла, паллă ятсемсĕр «сутма» йывăртарах пулĕ, – Мускаври артистсене чĕнни маркетинг тĕлĕшĕнчен кирлĕ утăм пулнине пытармасть Юрий Николаевич. – Сăмах май, вĕсем чăвашсен пĕрремĕш фильмĕнче тÿлевсĕрех выляма килĕшрĕç».
Юрий Спиридонов «Çул хĕрри» пĕлтерĕшлĕ фильм пуласси пирки пĕрре те иккĕленмест, ăна Берлинти кинофестивальте кăтартма ĕмĕтленнине те пытармасть вăл. Çакăн пек çирĕп шанма ăна фильм ÿкерме профессионалсен ушкăнĕ тимлени пулăшать. Тĕпрен илсен, фильмпа Чăвашри талантсем ĕçлĕç: сценарине, сăмахран, Юрий Тя-Сен, Вячеслав Оринов (вĕсемех режиссерĕсем) тата Юрий Спиридонов хăй çырнă, кĕввине те Шупашкар ачиех кĕвĕленĕ.
Çакна та каласа хăварасшăн: фильм малтанласа вырăсла тухать, кайран ăна чăвашла куçарасшăн.

Владислав НИКОЛАЕВ ("Самант" журнал çырнинчен)

Миçе çын пăхнă: 504 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024