Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Чÿк » 3 » Вĕрентÿ тытăмĕ çирĕп аталанĕ ("Ял пурнăçĕ")
Вĕрентÿ тытăмĕ çирĕп аталанĕ ("Ял пурнăçĕ")
19:26
Сăн ÿкерчĕк
2011 çулта вĕрентÿ тытăмне аталантарма патшалăх 20 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çĕр-шыв вĕрентÿ отраслĕ çине çакăн пек çаврăнса пăхни вуншар çулсем хушши пулманччĕ. Паянхи вăхăт ыйтакан инфраструктура туса хуни, усăллă экономика механизмĕсене ĕçе кĕртни, пултаруллă педагогсемпе вĕренекенсене хавхалантарни — çаксем йăлтах çĕр-шыв экономикине инновациллĕ аталанăвăн çирĕп çулĕ çине илсе тухма пултаракан çĕнĕ ăру çыннисене çитĕнтернĕ çĕре каяççĕ. Экономикăн çĕнĕ условийĕсенче пирĕн республикăри вĕрентÿ тытăмĕ еплерех аталанса пырĕ? Çакăн пирки паянхи номерте Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ В. Н. Иванов каласа парать. 

— Владимир Николаевич, Чăваш Ен çĕр-шыв шайĕнче вĕрентÿ тытăмĕпе яланах лидерсен йышĕнче шутланнă. Пирĕн республика чи малтан асăннă тытăма çĕнетсе улăштарас ыйтăва комплекслă татса пама, тĕп енсене — Пĕрлехи патшалăх экзаменне (ЕГЭ), профильлĕ вĕрентĕве тата аслă классенче профильлĕ хăнăхтарăва, пуçламăш звенора тĕн культурипе аристократла этика никĕсĕсене ĕçе кĕртме пуçларĕ. Паян вара мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ?

В. И.: Паян вĕрентÿ тытăмне малалла аталантарма ăнăçлă лару-тăру пулса тăчĕ. Чăваш Енте республикăри вĕрентÿ тытăмне малалла çĕнетсе аталантарма комплекслă мерăсем туса хатĕрленĕ. Вĕсем учительсен ĕç укçине ÿстерме тата шкулсене çамрăк специалистсене явăçтарма, ачасене вĕрентнĕ çĕрте пахалăхлă условисем туса пама, вĕренÿ заведенийĕсен пурлăхпа техника никĕсне малалла аталантарма, çавăн пекех шкул ертÿçисемпе педагогсен квалификацине ÿстерме май парĕç. 
Хальхи Чăваш Ен историйĕнче пирвайхи хут учителĕн ĕç укçийĕ кăçалхи I кварталти экономикăри вăтам ĕç укçин хисепĕнчен пысăкланать, 13900 тенкĕне яхăн пулать. Çакна уйрăммăн палăртасшăн: республика ертÿçисем вĕрентекенсенне çеç мар, педагог-психологсен, социаллă педагогсен, кунпа пĕрлех воспитательсен, ача садĕнчи ытти педагогика ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерме май çитерчĕç. 
Аса илтеретĕп, пирĕн республикăра яланах талантлă, творчествăлла ĕçлекен педагогсене хавхалантарса пынă. Приоритетлă "Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртсе 700 ытла педагог Раççей тата Чăваш Ен Президенчĕсен премийĕсен лауреачĕсем тата ытти конкурссен çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Нумаях пулмасть ЧР Президенчĕ М. Игнатьев республикăри конкурссен çĕнтерÿçисене хавхалантарасси çинчен калакан Указа алă пусрĕ, малашне "Чăваш Енти çулталăкри учитель” 150 пин, "Чăваш Енти çулталăкри воспитатель” 100 пин, "Самый классный классный” тупăшра палăрнă педагог 50 пин тенкĕ илĕ. 
Эпир шкулсене паянхи вăхăт ыйтакан оборудованисемпе тивĕçтерессипе малалла ĕçлетпĕр. Шкулсен автопаркĕсем çĕнĕ автобуссемпе çĕнелсех пыраççĕ. Учитель кунĕнче ЧР Президенчĕ М. Игнатьев 34 шкул директорне çĕнĕ машинăсен уççине тыттарчĕ. 2011 çулта пĕтĕмпе 64 автобус туянма пăхнă. Чăваш Ене пирвайхи хут пуçламăш классен учителĕсем валли автоматизациленĕ 700 ытла ĕç вырăнĕ килмелле, унта компьютер, экранлă проектор, сканер, копир, принтер кĕмелле. Хальхи компьютер техникипе тĕп шкулсене тивĕçтерме пăхатпăр, библиотека фончĕсем илемлĕ çĕнĕ литературăпа пуянланĕç.

— Ку пĕтĕмпех вĕрентÿ процесĕн кăтартăвĕсемпе условийĕсем, пирĕн ачасен пĕлÿ пахалăхĕ çинче еплерех палăрĕ?

В. И.: Кунти улшăнусем халех палăраççĕ. Юлашки çулсенче федераци тата республика шайĕнчи тĕрлĕрен программăсене, инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртсе Чăваш Енти вĕрентÿ тытăмне сахал мар укçа-тенкĕ яма май килчĕ. Çакă шкул инфраструктурине çĕнетме май пачĕ те. Паян мĕн пур ачасен 92,3 проценчĕ хальхи вăхăт ыйтакан условисенче вĕренсе пахалăхлă пĕлÿ илет. Çакă Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен (ЕГЭ) кăтартăвĕсенче, пирĕн ачасен Пĕтĕм Раççейри предметлă олимпиадăсен çитĕнĕвĕсенче яр уççăн курăнать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çакăн йышши тупăшусен çĕнтерÿçисемпе призерĕсен хисепĕ икĕ хута яхăн ÿснĕ, 2010 çулта 16 вĕренекен палăрнă пулсан, кăçал — 31. 
Аслă классенче пĕлÿ илекенсен 90 ытла проценчĕ профильлĕ е уйрăм предметсене тарăннăн вĕренекен классене çÿрет. Профильлĕ вĕренÿ ачасене пулас профессине суйласа илме тата хăй палăртнă тĕллев патне çирĕппĕн пыма май парать. Шкулти апатлану ыйтăвĕпе тата сывлăхĕ япăх ачасем валли дистанцилле вĕренĕве аталантарас тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр.
Пирĕн паянхи тĕп задача — кадр, управлени, пурлăхпа техника потенциалĕпе усă курса пĕлÿ пахалăхне малалла ÿстересси. 
Анчах шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕ те кун йĕркинчен тухмасть. Паян республикăра 1—6 çулсенчи 80,4 пин пепке пурăнать. Вĕсенчен 55 пин ачана (68 %) çеç çакăн йышши вĕренĕве явăçтарнă.

— Республикăра 1,5—3 çулсенчи ачасем пур, вĕсем ясли-садсене çÿремен, чухăн, сахал тупăш илекен çемьесене компенсаци парас тĕлĕшпе пилотлă проекта ĕçе янăччĕ. Шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕ юрăхлă та ансат пултăр тесе Чăваш Ен ертÿçисем тата мĕнле ĕç туса ирттереççĕ?

В. И.: Президент хушăвĕпе ку ыйтăва темиçе мелпе татса параççĕ. Пĕрремĕшĕ — çĕнĕ ача сачĕсем тăвасси. 2011 — 2014 çулсенче республикăра çĕнĕрен 24 учреждени тумалла тата халĕ ĕçлекен 4 ача сачĕ çумне хушма çурт тĕксе туса пысăклатмалла. Çакă 4570 вырăн йĕркелеме май парĕ. 
Иккĕмĕшĕ — ĕлĕк ĕçленĕ ача сачĕсене реконструкцилесе ĕçе ярасси. Çапла майпа 20 çурта юсаса çĕнетме пăхнă. Кунта тата 2890 вырăн пулĕ. Çакна палăртасшăн: ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ уйăрма республика правительстви темиçе нормативлă документ йышăннă. 
Юлашкинчен виççĕмĕшĕ — тĕпрен илсен яллă вырăнсенче вĕренÿ учрежденийĕсенче шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсене йĕркелени. Ку евĕр опыт пирĕн пур ĕнтĕ: паян шкулсен 40 проценчĕ çакăн йышши ушкăнсене йĕркеленĕ. 
Эпир çавăн пекех кил тата çемье ача сачĕсене уçас тĕлĕшпе ĕçлеме пăхатпăр. Паянхи куна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Етĕрне районĕнче 11 çемье, 2 кил ача сачĕсем ĕçлеççĕ. Сахал тупăш илекен çемьесене компенсаци парассипе те ĕçсем пыраççĕ, халĕ Шупашкарпа Канашри тата Шупашкар районĕнчи çакăн йышши 3756 çемье уйăхсерен пособи илсе тăрать.

— Республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе улăштарни пирĕн районта еплерех палăрать?

В. И.: Районта 6 ача сачĕ, вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнче шкул çулне çитменнисен 8 ушкăнĕ тата ачасене пăхса тăракан пĕр центр ĕçлеççĕ. Сывлăх енчен япăх, аталанма чăрмантаракан паллăсем пур пепкесене "Чебурашка” ача сачĕ йышăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, Трак енри 1—6,5 çулсенчи ачасен 66,5 процентне (республикипе ялсенче 47,5%) шкул çулне çитменнисен вĕренĕвне явăçтарнă. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак ÿсĕмри 92 пепке ача садне вырнаçма черетре тăнă.
Çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе чÿк уйăхĕнче Красноармейскинчи вăтам шкул никĕсĕ çинче 20 вырăнлăх шкул çулне çитменнисен ушкăнне уçасшăн, кăçалхи 4-мĕш кварталта вара Кĕçĕн Шетмĕри "Çăл куç” ача садĕнче (15 вырăнлăх). 
2010 çулта воспитательсен уйăхри вăтам ĕç укçи 5361 тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 6157 тенкĕ. 
Халĕ районта муниципаллă 13 вĕренÿ учрежденийĕ, вĕсенчен 8-шĕ вăтам, 4 тĕп тата 1 пуçламăш шкул. Вĕсенче 1767 ача вĕренет. Кашни шкулăнах лицензи пур, вĕсем патшалăх аккредитацийĕ витĕр тухнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче классенче вăтамран 14,6 вĕренекен (республикăри яллă вырăнсенче — 15,65) пулнă, пĕр учителе 11 ача (республикăри яллă вырăнсенче — 11) тивнĕ. 2010 çулта учителĕн уйăхри вăтам ĕç укçи 10425, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 11665 тенкĕпе танлашнă. 
Юлашки ултă çул хушшинче приоритетлă "Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçласа 5 шкулпа 24 педагог РФ Президенчĕн Гранчĕсемпе ЧР ертÿçин премийĕсене илме пултарнă. Иртнĕ çул Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ "Вĕрентÿ пуçарăвĕ” конкурса хутшăнса çĕнтернĕ, 250 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. 
Халĕ районти шкулсенче 264 компьютер, 40 мультимедийлĕ проектор пур. Пĕр компьютер 6,7 вĕренекене (республикипе — 10) тивет. 12 шкул (пĕр пуçламăш шкулсăр пуçне) Интернет сечĕпе çыхăннă, вĕсен куллен çĕнетсе тăракан сайчĕсем, электронлă пособисемпе кĕнекесем пур. Вĕрентекенсен 95 проценчĕ компьютерпа усă курма пĕлет. 2011 çулта математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче вăтам балл 49,3 (2010 çулта — 49,7), вырăс чĕлхипе 67,9 (иртнĕ çул — 60,8) пулнă. Мăн Шетмĕри вăтам шкулти пĕр вĕренекен вара 100 балл илме пултарнă. Кăçал шкулсенчен вĕренсе тухнисен 66,4 проценчĕ (иртнĕ çул — 62,9) аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. 12 шкул автобусĕпе 39 ялти 364 вĕренекене занятисене илсе килеççĕ. Кăçал Упипе Красноармейски вăтам шкулĕсем çĕнĕ автобуссене тивĕçнĕ. 
Район администрацийĕн йышăнăвĕпе 2011 çулта Трак енри пĕтĕмĕшле вĕренĕве çĕнетсе лайăхлатмалли мерăсем палăртнă, çавна май ăна пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 1853,6 пин, муниципаллă бюджетран 97,6 пин тенкĕ уйăрнă. Паянхи куна унăн чылай пайне тăкакланă. Шкулсем валли оборудованисем туянасси малалла пырать.

— Юлашки вăхăтра обществăра "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен” саккун проектне активлă сÿтсе яваççĕ. Тĕрлĕ сĕнÿсем паракансем те пур. Çавна май ыйту сиксе тухать: ăна йышăннипе мĕн улшăнĕ?

В. И.: Çынсен çакна пĕлмелле: вĕренÿ ансат та тÿлевсĕр тăрса юлĕ.Çĕнĕ саккуна йышăнни пирĕн ачасене пĕлÿ илме çĕнĕ майсем туса парать, вĕренÿ учрежденийĕсен хăй тĕллĕнлĕх чылай ÿсет.
Миçе çын пăхнă: 642 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024