Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 11
Хăнасем: 11
Юзерсем 0
Красноармейски районĕ — Чăваш Енĕн варринчен çÿлерех, çурçĕр енче вырнаçнă район. Район администрацийĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче туса хунă. Красноармейскине малтан Трак ятпа пĕлнĕ, çавăнпа халĕ те ку тăрăха Трак Енĕ теççĕ. Çурçĕр енче Шупашкар районĕпе, кăнтăрта Канашпа Вăрнар районĕсемпе, хĕвел анăç енче Элĕкпе Муркаш районĕсемпе тата çурçĕр-хĕвелтухăç енче Çĕрпӳ районĕпе чикĕленет. Чăваш Енре вăл лаптăкĕпе чи пĕчĕк район шутланать. 
 
2015-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче Красноармейски районне туса хунăранпа 80 çул çитет. Ăна Чăваш АССРĕн Ĕç Тăвакан Тĕп Комитечĕн Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче туса хунă. Ăна малтан Трак районĕ тенĕ, каярах, 1940 çулта, Красноармейски ятпа улăштарнă. Пирĕн район кун-çулĕ çакăнтан кăна пуçланмасть, паллах, унăн тымарĕсем темиçе ĕмĕр каяллах, сĕм авалах никĕсленнĕ. 

Красноармейски районĕн хальхи çĕрĕ çинче пирвайхи çынсем темиçе пин çул каяллах пурăнма пуçланă. Кун çинчен район тăрăхĕнче ирттернĕ археологи тĕпчевĕсемпе истори палăкĕсем çирĕплетеççĕ: Çĕньял Упи таврашĕнче вырнаçнă авалхи çынсем пурăннă вырăнĕ,  Красноармейски çывăхĕнчи Мăн Шетмĕ юхан шыв хĕрринче вырнаçнă улăп тăпри, Кăмакал ялĕ çывăхĕнчи улăп тăпри (пăхăр ĕмĕрĕ), Тусай ялĕ çывăхĕнчи Хулату ятлă хулаш, Мăн Шетмĕ яле çывăхĕнчи Мăн сăрт ятлă хулаш, Кÿлхĕрри Карай ялĕ çывăхĕнчи улăп тăпри (тимĕр ĕмĕрĕ), Кĕрекаç ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă авалхи çынсем пурăннă вырăн тата масар, Янмурçин ялĕ çывăхĕнчи хулаш (вăтам ĕмĕрсем). Археологсем чавса пăхнă хыççăн çакă паллă пулнă: эпир - авалхи Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн йăхĕсен еткерĕсем.  Халапсем çирĕплетнĕ тăрăх, вун виççĕмĕш ĕмĕр варринче  Упи паттăр чăваш ертсе пыракан йăх çыннисем кунта куçса килнĕ те пурăнма пуçланă. Красноармейски (Трак) тăрăхĕнче, тĕпрен илсен, тури (вирьял) чăвашсем пурăнаççĕ. Чукун çул леш енче вара анат енчи чăвашсем пурăнни паллă.

Район лаптăкĕ 456,1 тăваткал километрпа танлашать, çав шутра ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем – 369,75 пин гектар, сухалакан çĕрсем – 30,336 пин гектар. Район территорийĕн тăсăмĕ çурçĕртен кăнтăралла – 27 километр, анăçран тухăçалла 22 километр пулать. Вăрмансем пĕтĕмпе 3901 гектар йышăнаççĕ, çав шутра уйрăм хуçалăхсен вăрманĕсем – 904 гектар. Вăрмансенче ытларах юман, çăка, вĕрене ÿсет.

Район тăрăхĕнче 7 юхан-шыв юхса выртать. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 117,6 километрпа танлашать. Паллăраххисем: Мăн Çавал, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Матьшу, Услантăр, Ункă и Сорăм. Районта мĕн пурĕ 104 пĕве тата плотина (кÿлмек). Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 304 гектар йышăнать, çав шутра çут çанталăк кÿлли – 3. Вĕсем -  Кÿлхĕрри (Карай ял тăрăхĕ, 7,8 гектар), Яманак (тепĕр ячĕ - Кушкă, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ, 5,6 гектар) и Йÿçкасси (Красноармейски ял тăрăхĕ, 3,4 гектар).

Районти халăх йышĕ 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 15163 çынпа танлашнă (1 тăваткал километрта 33 çынна яхăн пурăнать, Раççейре - 8 çын, Атăлçи федераллă округра - 29 çын, Чăвашра  - 70 çын). Танлаштарма: 1999 çулта районта 18,5 пин çын пурăннă. 1979 çулта — 22,3 пин, 1989 çулта — 19,7 пин. Пурăнакансен 98 проценчĕ -  чăвашсем. Районта 89 ял вырнаçнă. Чи пысăккисем:ИменкассиМăн Шетмĕ, Упи, Алманч, КарайЧатукасси.
 
Историллĕ  вырăнсем
 
"Пăлаху”

«Пăлаху» (пăлаху) – Мăн Çавал юхан шывĕн сылтăм çыранĕнчи, Кĕрекаç ялĕнчен 1 км çурçĕрпе çурçĕр хĕвел анăçнерех тата Янмурçин ялĕнчен 2 км кăнтăр хĕвел анăçнерех вырнаçнă археологи палăкĕсен комплексĕ. 
Бронза (пирĕн эрăччен 2 пин çул малтан) тапхăрĕнчи поселенирен, вăтам ĕмĕрсенчи нумай сийлĕ селищерен тата тăм вил тăприрен тăрать. Пăлаху сăртĕнче (çавăнтан та ĕнтĕ ун ячĕ) вырнаçнă, тăрăхла çаврака, çурçĕртен кăнтăралла тăршшĕ 315, сарлакăшпе 280 метр. Лаптăка пĕтĕмĕшпе курăк пусса илнĕ е ăна сухалаççĕ. 
Комплекса чи малтан 1956 çулта Н.В.Трубникова ертсе пыракан археологи экспедицийĕ тĕпченĕ, вăл ăна Янмурçин комплексĕ тесе ят панă. Культура сийĕн хăвачĕ 80 сантиметра çитнĕ; сооруженисене те тупнă. Пĕлмелле 5 хут чавнă чух (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 112 тăваткал метр) тăмран йăваласа тунă керамика, вутчуль хыркăчĕсем тата якатнă чĕлпĕксем тупăннă. (Н.В.Трубникова тата А.П. Смирнова шучĕпе пура культури (срубная культура) чухнехисем). Сăртăн хĕвел анăç тата çурçĕр хĕвел анăç айккинче, варринчи тата кăнтăр енчи пайĕнче пăлхар ялĕ - селищи ( тăмран йăваласа тунă керамика тата тăм чÿлмек керамики, тимĕр çекĕл, шăтăклă шăмă пăрăхĕ тата ытти те) вырнаçнă пулнă; сăртăн хĕвел тухăç айккинче çăва çинчи пытарнă пĕр тĕме тĕпченĕ. 
1966 çулта В.Ф.Каховский ертсе пынă Атăл çи археологи экспедицийĕ ял вырнаçнă тĕлте 1 тата 2 чавăмсем (200 тăваткал метр), çăва çинчи пытарнă тĕлте 3 чавăм (120 тăваткал метр, пытарнă 11 вырăна уçса пăхнă) (раскопы) тунă. Тĕпчев вăхăтĕнче ĕлĕкхи ялăн чиккисене çĕнĕрен палăртнă, вĕсем сăртăн хĕвел тухăç пайне кăна мар, тĕп тата хĕвел анăç тата çурçĕр пайĕсене те йышăннă. 
«Пăлаху» çинчи тĕпчевсене 1970, 1971 çулсенче СССР Наука академийĕн археологи институчĕн Шупашкар экспедицийĕн чăваш отрячĕ, 1973 çулта Чăваш археологи экспедицийĕ (В.Ф.Каховский) малалла тăснă. 1970 çулта ĕлĕкхи ялăн хĕвел анăç енче 4 чавăмра (100 тăваткал метр), 41 вил тăприне асăрханă, ун варринче 5-мĕш чавăмра (100 тăваткал метр, 20 вил тăпри),1971 çулта 5-мĕш чавăмпа юнашар – 6-мĕш чавăмра тата 39 вил тăпри асăрханă. 1973 çулта поселенинчи 7, 8,10-мĕш чавăмсемпе 320 тăваткал метр уçнă, 9-мĕш чавăмра (100 тăваткал метр) 41 пытару тупăннă. Пĕлмелли пĕчĕк ĕçсене Пăлахура Чăваш археологи экспедицийĕ туса ирттернĕ (В.Ф.Каховский, Е.П.Михайлов), 2 пытарăва чавса пăхнă. 
Пĕтĕмпе поселенири тата ĕлĕкхи ялти 730 тăваткал метра, 120 пытарăва (погребение) тĕпченĕ. В.Ф.Каховский поселенири 3 культура сийне уйăрнă. Вĕсенчен аялтинче бронза тапхăрĕн материалĕсене (пура йышши савăт-сапа татăкĕсем, каярах вĕсене вăл балановски культурăна кĕртнĕ) тупнă. Çÿлерех тăракан сийсенче - городецки (позднегородецки) тапхăрĕн япалисем (хура тата тĕссĕр тĕксĕм тĕслĕ тăмран çакса яма тунă, лаптак тĕплĕ катăрка сийлĕ, мăйĕ патĕнче шăтăклă савăт-сапа, çĕмренĕн шăмă вĕçлĕ наконечникĕ, курпун çурăмлă тимĕр çĕçĕсем, çаврака шăтăклă, тăрăхла тăм йывăрăшсем, трапеци евĕрлĕ йывăрăшсем (грузила) тата ытти те). Япаласен тĕп пайĕ болгари археологи культури вăхăтĕнчисем (йăлтăртатакан тăм чÿлмек, тĕссĕр тата уй чечекĕсен тĕсĕпе илемлетнĕ керамика, çĕмренĕн виçĕ енлĕ тимĕр вĕçĕсем, çĕçĕсем, пăтасем, зубило тата тимĕрçĕн ытти ĕç хатĕрĕсем тата ытти те). Çÿлти тăпра сийĕнче 12-15 ĕмĕрсенчи япаласене тупнă (цилиндр евĕрлĕ çакмалли çăрасемпе уçăсем, яка савăт-сапа). 
Ялта (селище) килти выльăх-чĕрлĕхĕн, чăх-чĕпĕн, пулă шăммисене тупнă. Чи аялти сийре çĕмренĕн втулкăллă, виçĕ енлĕ бронза вĕçне чавса кăларнă, вăл скифсен çĕмренĕ евĕрлĕ пулнă. Кунта сакайлă, тăмран ăсталанă кăмака юлашкиллĕ, пĕренесенчен лартнă çурт ишĕлчĕкне, хуçалăх сооруженийĕсене, тырă шăтăкĕсене, вĕркĕч, тимĕрçĕ лаççине асăрханă. 
Вилнисене пытарнă шăтăксем тăпран 20-55 сантиметрĕнче пулнă; вĕсен тăршшĕ 60 сантиметртран пуçласа 215 сантиметр, урлăшĕ 30-80 см таран пулнă. Стенисем чăнкă, тĕпĕ тикĕс. Пытарнă вырăнсем грунтра 40-80 см тарăнăшĕнче, 1 метр таран питĕ сайра, пулнă. Пытарнă вырăнсем тăпра сийĕнче пулнă пирки вĕсем епле пулнине туллин калама хĕн, вĕсем тÿр кĕтеслĕхсем пек, кĕтессенче çавра. Пытармалли вырăнсене малтанах палăртса хунă теме çук. Пĕр çĕрех икĕ хут пытарни те тĕл пулнă. Пытарнă çынсем шăтăк тĕпĕнче çурăм çинче, пуçĕсемпе хĕвел анăçнелле, хăшĕ-пĕрисем кунтан кăштах çурçĕрелле е кăнтăралла, пичĕсене çÿле туса, аллисене кĕлетке тăрăх ярса, хăшĕ-пĕрисен аллисем чавса тĕлĕнче кăштах кукăрăлнă пулнă, выртнă, ал сыпписем купарча шăммисем çинче, урисем паралельлĕ пулнă. Ушкăнпа (3 виле таран) пытарнă уйрăм вырăнсем тĕл пулнă. Пытарнă шăтăксенче тупăксемпе шăтăк маччисен йывăç çĕрĕкĕсене палăртнă. Хăш-пĕрисенче маччасене çирĕплетмелли картланă вырăнсем пулнă. Пĕр тĕслĕхре (5 чавăм (1970), 22 пытарнă вырăн) шăтăк стенкисене 15-17 см хĕртнĕ тăмпа хупланă. Пытармалли япаласем нумай пулман: темиçе тĕрĕс-тĕкел тăм савăт-сапа, тăмран хĕртсе тата йăваласа тунă керамика юлашкийĕсем, тăм йывăрăшсем (грузила), йĕрĕлче (пряслица), тимĕр çĕçĕсем, кĕленче шăрçасем, пăхăр подвеска, упа, хир сысни тата лаша шăлĕсем, кайăк шăммисем. Хăш-пĕр тăпрара тата пытарнă çынсен шăммисем айĕнче йывăç кăмрăкĕсем – тризна - асăнса çинĕ апат-çимĕç юлашкийĕсем палăрнă. В.Ф.Каховский шухăшĕпе ку масарсен пытару йăли-йĕрки атăл пăлхарĕсен пытару йăли-йĕркине аса илтерет. Пытарнă шăтăксенчи остеологи материалĕ тата вĕсен ренгенографи тĕпчевĕ (вĕсене Г. А. Алексеев ирттернĕ) вăтам ĕмĕрсенчи çынсен шăмă патологийĕ, ÿт-пÿ аталанăвĕ, ĕмĕр вăрăмăшĕ, чирлесси тата вилесси пирки çĕнĕ шухăшсем çуратнă. В.Ф.Каховский селищене тата пытарнă вырăна 12-15 ĕмĕрсемпе датăланă. «Пăлаху» коллекцийĕсем Чăваш наци музейĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн В.Ф.Каховский ячĕллĕ археологипе этнографи музейĕнче упранаççĕ.
 
 Е. Михайлов 
 
Археологи палăкĕсен Тусай комплексĕ
 
Археологи палăкĕсен Тусай комплексĕ Тусай ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă, унта бронза ĕмĕрĕн улăп тăприсем (курганĕсем), хулаш (городище), тимĕрĕн ирхи ĕмĕрĕн (ранний железный век) тата вăтам ĕмĕрсенче (средневековье) пурăннă вырăнсем, Ылтăн Орда мулĕсем, пытарнă вырăн тата ытти те кĕреççĕ. 
Сухаланă икĕ улăп тăприне П.П.Ефименко 1927 çулта чавнă. Пĕр улăп тăпринче 2 савăт катăкĕсемпе 2 кĕлетке скелечĕсене тупнă, тепринче ним те тупайман. Улăп тăприсем абашев культури вăхăтĕнчисем пулнине палăртнă. Çав вăхăтрах О.Н.Бадер çакна асăрханă: савăтсенчен пĕрин форми тата орнаменчĕ балановски культурăн хуласючски тапхăрĕн керамикине аса илтерет. Тусай çывăхĕнче тата тепĕр икĕ улăп тăпри пур. «Хула ту» («Салтак хола сăмси») хулаш çырмасем хушшинчи сăмсахра вырнаçнă. Унăн малтанхи пысăкăшĕ: тăршшĕ 140 м, сарлакăшĕ - 40 м таран, уй енчен икĕ валпа тата канавпа çавăрнă. Сăмсах вĕçĕнче кокошник евĕр вал пулнă (сыхланса юлман), ку валран кăнтăрарах вăрăм та чăнкă çыран аннă (арканнă). Ку лаптăка сухаласа акнă, халĕ çерем пусса илнĕ. Хулаша Н.А.Архангельский уçнă (1898). Тăпрана П.Д.Степанов (1952), Н.В.Трубникова (1956), В.Ф.Каховский (1966) чавнă. Хулаш пĕр сийлĕ. Тупнă япаласем: алпа тунă савăт-сапа ванчăкĕсем, тĕпрен илсен орнаментсăр (хăш-пĕр катăксем витĕрех шăтăк) пулнă, тăм йĕрĕлчесем (çаврака, пĕри пăвăнчăклă пушкар евĕрлĕ), йывăçăн çунтарнă туплашкисем. Кунта тăпраран, çунтарнă тăмран тата хулăран пурăнмалли вырăн пулса кайнă, ун хыççăн валсем çавăрнă. Валсем пулман тĕлте карта тытнă. Çĕр сийĕ хулăн пулманни, тупнă япаласем сахалли хулаш нумай вăхăт ларманнине çирĕплетет, ахăртнех ку таврари халăхăн çирĕплетнĕ пытанмалли вырăнĕ пулнă. Н.В.Трубникова хулаша кайранхи городецки культура тапхăрне кĕртнĕ тата пирĕн эрăн 3-5-мĕш ĕмĕрĕсемпе чикĕленĕ. Çакă ĕлĕкхи мордва культурин тапхăрне çывăх пулма пултарнине палăртаççĕ. Хулашра 17-19 ĕмĕрсенчи укçасене те тупнă, вĕсене ритуал (йăла-йĕрке) тĕллевĕпе хăварма пултарнă.Çавнашкал япаласем çывăхри уйсенче те тупăннă (кунта пурăннă вырăнсем пулма пултарнă). Н.В.Трубникова 1956 çулта «Икĕ çырма хушши» текен тĕлте çынсем пурăннă вырăнта чавса пăхнă. Лаптăкĕ 420 х 225 м. Культура сийне сухаласа пăрахнă пулнă. Япаласене çиелте тупнă: ÿкерчĕксĕр йăваласа тунă тăм катăкĕсем, тăм йĕрĕлчесем, вутчуль хатĕрĕ. Пурăннă вырăн вăхăтне пирĕн ĕмĕрĕн 1-мĕш пин çуллăхĕпе çыхăнтарнă. 1975 çулта Сурăма юхса кĕрекен Кÿль çырми юхан шыв çывăхĕнчи уйăн сăрт айккинче, «Çурт вырăнĕ» текен тĕлте, Тусай ял колхозникĕсем кĕмĕл джучид укçисене тупнă. 598 укçа тупма май килнĕ (Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче упранаççĕ), вĕсене Г.А.Федоров-Давыдов палăртнă. Юлашки укçа 1385-86 çулсенчи. Мул тупнă вырăнта В.Ф.Каховский 1975,1979 çулсенче чавнă та 100 х 40 м лаптăклă çын пурăннă вырăн тĕлне пулнă. Культура сийне (20-30 см) сухаласа пăрахнă пулнă. Тупнă япаласем: алăпа ăсталанă тăм савăт-сапа ванчăкĕсем, тăмпа сĕрсе тунă япала юлашкисем, йĕрĕлчесем, тимĕр çĕçĕ, хурăн хуппин татăкĕ, пăтасем, мулти Ылтăн Орда тапхăрĕнчи укçа. Савăт-сапана бронза (балановски культура) тата городецки культурине кĕртнĕ. Лайăх хĕртсе тунă тăм савăт-сапан пĕр пайне вертикальлĕ йăлтăрккалатнă, орнаментпа илемлетнĕ. Авăн тесе палăртнă вырăна асăрханă. Пăлхар ялĕ тутар-монголсем тата Ылтăн Орда тапăнса киличчен пурăннă, тенĕ В.Ф.Каховский. Тусай ялĕ çывăхĕнчех авалхи «Кивĕ çăва» (тĕпчемен), «чул юпа», тăм хĕртнĕ вырăнсем тата ытти те пур. Тусай палăкĕсен комплексĕнче чавса тупнă материалсем Саратоври область краеведени музейĕнче, Чăваш наци музейĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн археологипе этнографи музейĕнче упранаççĕ.
 
Е.Михайлов
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024