Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 10
Хăнасем: 10
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем (34)

С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

104-ри кинемей хăйĕн пирки интернетра çырнинчен тĕлĕнет. Çынна каласан çын ĕненмĕ, 104-ри кинемей наука журналне куçлăх тăхăнмасăр вуланине, сканворд тупсăмĕсене шыранине хам куçпа куртăм. Красноармейски районĕнчи Васнарта пурăнакан Валентина Новоселова пурнăçĕнчи кашни саманта астăвать: пулас мăшăрĕпе хăш кун паллашса çемье çавăрни, упăшки вăрçа тухса кайни, унтан таврăнни… Йăлтах унăн асĕнче.

Валентина Новоселова Тутарстанри Шонгуты салинче 1915 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ялта вĕсем вырăсла калаçса ÿснĕ. Граждан вăрçи пуçлансан ашшĕ тата икĕ пиччĕшĕ çапăçăва тухса кайнă. Аманса таврăннă ашшĕ чирлесе вилнĕ, икĕ пиччĕшĕнчен пĕри те вăрçăран таврăнман, киле вĕсенчен пĕр çыру çеç çитнĕ. Амăшĕ Мария Александровна тăватă ачапа тăрса юлнă. Валентина - чи кĕçĕнни. Вăл ашшĕ мĕн сăнлине те пĕлмест, пĕр сăн ÿкерчĕк те пулман. Пĕччен хĕрарăма тĕпренчĕкĕсене тăрантарса пурăнма йывăр килнĕ. Çитменнине, 1921 çулта Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă. Мария Александровна ытлă-çитлĕ пурăнакан йăмăкĕ патне Трак тăрăхне ачисене пуçтарса куçса килнĕ. Йăмăкĕн упăшки армансем тытнă та выçлăх çулĕсенче аптăраман. Малтан Мария Александровна арман çуртĕнче пурăннă. Кулак тесе айăпласан йăмăкĕсен арманĕсене туртса илнĕ, хăйсене Колымана ăсатнă. Мария Александровнăна ачисемпе хăваласа янă. Васнарти пĕр çурт пушах ларнă, хуçи Çĕпĕрте пурăннă. Ун çуртне туянса юлнă. Çавăнтанпа Валентина Егоровна кунта пурăнать. Пĕчĕк чухне Валентина купăс калама çав тери ĕмĕтленнĕ. Пиччĕшĕ купăс ăсти пулнă. Ăна кура 8-ти хĕрача çак инструмента хăнăхма талпăннă. Килте никам та çук чухне вăл алла купăс тытнă та хăй тĕллĕн пускаланă. Пиччĕшĕ çакна курсан йăмăкне хытах ятланă. Ара, çĕмĕрсе пăрахма пултарĕ вĕт. Хĕрачана ку та хăратман, пĕрех вăрттăн вĕреннĕ. Пĕррехинче ăнсăртран пÿрте кĕнĕ пиччĕшĕ шанк хытса тăнă. Валентина пукан çине ларнă та купăса тăсса кĕвĕ каланă. Хĕрача кунпа кăна çырлахман, баян каласшăн çуннă. Çак тĕллевпех ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах пурăнмалли вырăн пулманран пĕр уйăхран яла таврăннă. Валентина Егоровна юратнă купăсĕпе 100 çулчченех туслă пулнă. Пĕр ĕмĕр тултарнине тăван-пĕтенĕпе кафере уявланă чухне темшĕн купăса пĕрле илмен. Киле çитсен Валентина Егоровна ывăлĕ-хĕрне, тăванĕсене ташлаттарнă. Вăл пĕр пин ытла юрă пĕлет. Халĕ те вырăс романсĕсене, такмакĕсене, чăваш халăх юррисене шăрантарать. Акă «Гори, гори, моя звезда» текеннине çав тери хитре юрларĕ. «Сасă çеç упранса юлчĕ. Кунĕпе мĕн тăвас? Ура утайми, алă ĕçлейми пулчĕ. Вуласа, юрласа куна ирттеретĕп», - терĕ пуç усма хăнăхманскер.

Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 290 | Хăçан: 01.07.2019 | Комментарисем (0)

Партин Тĕп Комитечĕн 1965 çулхи март уйăхĕнчи Пленумĕ хыççăн пирĕн районти хуçалăхсен экономики хăвăрттăн аталанма пуçларĕ. Çакна тума колхозсене çирĕп плансем çитерни, ялхуçалăх таварĕсене планран ирттерсе сутнăшăн хушса тỹлени, банкран ссуда илнине каялла тавăрса памалла мар йĕрке çине куçни тата ытти те пулăшрĕ. Кун хыççăн районти хуçалăхсенче кĕске вăхăтрах тракторсемпе комбайнсен йышĕ — 2, автомашинăсен 1,5 хут ỹснĕ. 1966—1970, 1971—1975 çулсенче тырă, çĕрулми, хăмла, сĕт, аш-какай, çăм, çăмарта илесси тата патшалăха сутасси 1,5—2 хут пысăкланнă. “Красноармейский” совхозпа “Герой”, “Большевик”, “Гигант” “Прогресс”, Ленин ячĕллĕ, “Россия” колхозсенче (ертỹçисем — С. Николаев, Н. Матвеев, Ф. Семенов, К. Степанов, К. Лаврентьев, Л. Васильев, Е. Лукин) республика шайĕнчи семинарсем ирттеретчĕç. “Россия” колхоза 27 çул хушши (1950 çулхи июльтен тытăнса 1977 çулхи май уйăхĕччен) Ленин, Октябрьти Революци орденĕсен, нумай медальсен кавалерĕ, Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш АССР Аслă Совечĕн депутачĕ, парти обкомĕн, КПСС Çĕрпỹ тата Красноармейски райкомĕсен бюровĕсен членĕ, район Совечĕн депутачĕ Е. Л. Лукин ертсе пычĕ. Ку хуçалăх тĕштырăпа çĕрулмин пысăк репродукциллĕ вăрлăхне туса илекенни пулнă. Çавăн пекех колхозра “советский меринос” ăратлă сурăхсем ĕрчетекен ферма та йĕркеленĕ. Манăн асăмран Егор Лукичпа пĕрле ĕçленĕ, унран вĕреннĕ самантсем тухмаççĕ. Унпа 1962 çулхи декабрьте паллашрăм. Партин Тĕп Комитечĕн Пленумĕ ялхуçалăхне химизацилес енĕпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ постановлени йышăннăччĕ. Етĕрне тата Патăрьел районĕсенчи хуçалăхсенче пулнă хыççăн мана районти (ун чухне Красноармейскисем Çĕрпỹ районне кĕретчĕç) “Россия” колхоза чĕнсе илчĕç. Партин Çĕрпỹ райкомĕн бюро членĕ пулнă май, Егор Лукич сăнав станцийĕнче ирттернĕ опытсем çинчен лайăх пĕлнĕ. Вăл вăхăтра пирĕн лаборатори çамрăк пăрусемпе сысна çурисене çитерме искусственнăй сĕт хатĕрлес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Гидропоника меслечĕпе çитĕнтернĕ симĕс калча çамрăк выльăхсемпе чăхсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине хамăрăн сăнавсемпе питĕ ĕнентерỹллĕн çирĕплетсе патăмăр. Чăваш кĕнеке издательстви 1964 çулта эпĕ çырнă "Витаминное кормление - круглый год" кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Е. Лукин сăнав станцине, мана илсе кайма тесе, ГАЗ-69 çăмăл автомашинăпа пычĕ. Сурăмхĕррине кăнтăрла иртни икĕ сехетре çитрĕмĕр. Ун чухне фермăсенче хальхи вăхăтри пек икĕ сменăпа ĕçлеместчĕç, апла пулин те, сĕт-çу ферминче халăх нумайччĕ: ĕне сăвакансем, пăру пăхакансем, скотниксем, бригада ĕçченĕсем. Егор Лукич чи малтанах мана ферма заведующийĕпе Е. Евсеевпа паллаштарчĕ, колхозниксене эпĕ ăçта ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Егор Евсеевич коллектив ĕçĕ-хĕлĕнчи хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнчĕ. Эпĕ, ĕнесен рационне тишкернĕ май, çакнашкал пĕтĕмлетỹ турăм: апатра ирĕлекен протеин шайĕ пĕчĕк, белок хисепне ỹстерме майсем пур... Çав кунах колхозниксемпе пĕрле пушаннă силос траншейисене 8—9 тонна ыраш улăмĕ хыврăмăр, 1 тонна пуçне 50 килограмм 24 процентлă аммиак шывĕ сапрăмăр, хытă пусăрăнтарса синтетикăлла пленкăпа витрĕмĕр. Кĕскен каласан, пĕтĕм ĕçе наука хушнă пек турăмăр. Тепĕр икĕ эрнерен Егор Лукич (унпа парти райкомĕнче тĕл пултăмăр) ĕнесен продуктивлăхĕ чылай ỹснине пĕлтерчĕ. Эпĕ те савăнтăм... Ку çĕнĕлĕхе эпир сăнав станцийĕнче те, республикăри ытти районсенче те туса ирттернĕччĕ. Çак препаратпа имçамланă 1 килограмм улăмăн тутлăлăхĕ — 2, ирĕлекен протеин хисепĕ 4 хут ỹсеççĕ. Чăнлăха хамăр лабораторире тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Егор Лукич çинчен каламалли татах та нумай. 

Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 498 | Хăçан: 18.04.2016 | Комментарисем (0)

Эпĕ 1907 çулта Арçунакасси (Итмар) ялĕнче çуралса ỹснĕ. Сахал вĕреннĕ: вырăнти шкулăн тăватă класне çеç пĕтернĕ. Çакна çеç калам: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кунĕсене аса илсен халĕ те çан-çурăм тăрăх сивĕ чупма тытăнать. 1941 çулта эпĕ Красноармейскинчи Госбанк уйрăмĕнче ĕçлеттĕм. Вăрçă пуçлансанах нумай та вăхăт иртмерĕ, мана районти çар комиссариатне чĕнсе илсе бронь хучĕç, çавăнпа та тăхăр уйăх иртсен çеç мобилизаци йĕркипе çара илчĕç. Ун чухне хамăр тăрăхри вăйпитти мĕнпур арçынсем фронтраччĕ, халăх хушшине тухса çỹреме те аванмарланса çитрĕм. Çар комиссариатне кайса хам ирĕкпе вăрçă хирне яма ыйтрăм, "ĕлкĕрĕн-ха", терĕç. Тăхăр уйăх хушши тылра пурăнтăм пулин те, вăрçă йывăрлăхĕсене аванах ăнланса илтĕм, хам куçпа куртăм. Шупашкар, Çĕрпỹ, Красноармейски, Янкас, ытти ялсем салтаксемпе, çар чаçĕсемпе тулчĕç. Ялсенчи хĕрарăмсемпе хĕрсене, çул çитмен арçын ачасене оборона линийĕсем тума Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялне илсе кайрĕç. Хуçалăхсенчен фронта чылай лаша, тырă-пулă ăсанчĕ, колхозсенче туртăм вăйĕ сахалланса юлчĕ. Çăкăр-тăвар енĕпе йывăрлăхсем пуçланчĕç. Нимĕç çăткăнĕсем окупациленĕ ял-хуласенчи хĕрарăмсемпе ачасем пирĕн тăрăха куçса килме тытăнчĕç. Чатукасси тăрăхĕнчи 10 ялта 42 çемьене (116 çын) ăшшăн йышăнчĕç. 1942 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче районти çар комиссариатне чĕнчĕç, фронта кайма повестка пачĕç. Тепĕр кунне атте-аннепе, çемьепе (мăшăр, 4 ача) сывпуллашрăм, çул Трак чукун çул станцине выртрĕ. Пирĕн ушкăнта хамăр районтисем те нумайччĕ, унта Выççăлккă шкул директорĕ Никон Олангаев та пур. Эпир Канаша çитрĕмĕр. Унтан — Горький облаçĕнчи Богородск хулине. Йыш пысăкчĕ: ытларах чăвашсемпе çармăссемччĕ, профессийĕпе — учительсемпе механизаторсемччĕ. Пире 6-мĕш автоучебнăй (шоферсем хатĕрлекен) полка ячĕç. Унта виçĕ уйăх ытларах тапхăр автомашинăсемпе, чылай çар техникипе çỹреме, вĕсене пăхса тăма вĕрентрĕç, стройпа утас занятисем те ытларах вăхăт илчĕç. Çапла автомашина водителĕ пулма 120 сехетлĕ программăна вĕренсе пĕтермелле пулчĕ, экзамен тытрăмăр, удостоверени пачĕç. Каярах пире Горький хулине, Канавино çывăхне илсе кайса вырнаçтарчĕç. 

Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 438 | Хăçан: 25.05.2015 | Комментарисем (0)

Тăван районăн 80 çулхи юбилейне хатĕрленетпĕр. Паянтан районăн пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă пултаруллă, çаврăнăçуллă ывăл-хĕрĕ çинчен аса илтерме тытăнатпăр. Района ертсе пынă, колхозлă ялăн уй-хирĕсенче тыр-пул çитĕнтернĕ, фермăсенче выльăх-чĕрлĕх самăртнă, шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, больницăсенче чирлисене сыватнă, суту-илÿре вăй хунă, çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ, ĕçри халăхăн канăвне йĕркелеме пултарнă ентешсем çинчен яш-кĕрĕмĕн пĕлмеллех.
Упи тăрăхĕ — тăван район историйĕшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă вырăн. Упи ятпа çак тăрăхри 16 ял хут çине çырăнать. 1914 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче 4-мĕш Янмурçин Упи ялĕнчи Василий Григорьевпа Агафия Филиппован туслă çемйинче ывăл çуралать, чиркÿри метрика кĕнекинче Аркадий ятпа çырăнать. Унăн çамрăклăхĕ нушаллă килсе тухнă. Вăл çуралнă çулхинех ашшĕ çĕре кĕнĕ, 13-ре чухне амăшĕ те вилнĕ. 1928 çулта Упи шкулĕн 5 класне вĕренсе пĕтерсе тÿрремĕнех ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. 1930 çулхи февраль уйăхĕнче ялта “Янмурзино” ятпах коллективлă хуçалăх йĕркеленет, 12 çемьерен 99-ăн пĕрлехи ĕçе кÿлĕннĕ. Çамрăк каччăна ял бригадирĕ пулма шанаççĕ. Хуçалăхра 4 уй, пĕр ферма бригади пулнă. Ĕне ферминче сăвакан 25 ĕне пулни паллă архив докуменчĕ тăрăх. Пултаруллă çамрăка 1932 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти рабфака вĕренме яраççĕ, унтан таврăнсан, 1933 çулхи июнь — декабрь уйăхĕсенче каллех тăван колхоз бригадирĕнче тăрăшать. 1933 çулхи декабрь — 1934 çулхи август уйăхĕсенче Канаш хулинчи советпа парти шкулĕнче пĕлÿ пухать.

Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 557 | Хăçан: 24.01.2014 | Комментарисем (0)

Кашни кĕркуннех пĕр пек килмест çав, — хăйĕнпе хăй сăмахларĕ пахчинче 76 çулхи Анна Константиновна. — Авăн уйăхĕнче, авă, çумăр çуман кун пулмарĕ те пулас. Çĕр-анне ытлашши нÿрĕке çăтса та çитерейми пулчĕ. Халĕ, раштав уйăхне кĕретпĕр пулин те, çанталăкĕ ăшă та типĕ, чуна савăк кунсем парнелет. Çапах та кăçал çу кунĕсем çут çанталăк тусĕсене кÿрентермерĕç. Çĕр улмийĕ, ав, сакай тулли, ытти нÿхрепре упранать. Пахча çимĕçĕ те ăнса çитĕнчĕ, тураттисене йăтайми ларакан пан улми, груша, слива, иçĕм йывăççисене курсан куç алчăрасах каятчĕ. Çавăнпах пахчинчен киле кĕме пĕлмерĕ Анна аппа.
Пĕчĕксупарсем А. Константинова. Çак ялта 1937 çулхи декабрĕн пĕрремĕшĕнче çуралнă вăл. Йышлă çемьере çитĕннĕ хĕр. Ашшĕпе амăшĕн виçĕ ывăлпа тăватă хĕр пулнă. Вĕсем пепкисене çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тĕллевпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. 
Кашни ачах ашшĕ-амăшĕ пирки ăш пиллĕн аса илет. 
— Пирĕн анне ачасенчен питех те çирĕп ыйтнă, — сăмах çăмхине сÿтет Анна Константиновна. — Эпир хаклă çыннăмăрăн пĕр сăмахĕнчен те иртмен, ÿссе çитĕнсен те мĕн пур ĕç пирки унпа сăмахланă, сĕнÿ-канаш ыйтнă. Нумай вĕренмен пулсан та (пĕлÿ илме те май килмен çур тăлăха), хура-шурне сахал мар курнăран пурнăçа питех те аван пĕлнĕ вăл. Пурнăç хăй аслă шкул теме юрататчĕ анне. Унăн амăшĕ Шупуç Чуракассинчи çирĕп те тăнлă йăхран пулнă. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 734 | Хăçан: 09.12.2013 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024