Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Е.Л.Лукинпа пĕрле ĕçленĕ вăхăт манăçмасть
18.04.2016, 22:52

Партин Тĕп Комитечĕн 1965 çулхи март уйăхĕнчи Пленумĕ хыççăн пирĕн районти хуçалăхсен экономики хăвăрттăн аталанма пуçларĕ. Çакна тума колхозсене çирĕп плансем çитерни, ялхуçалăх таварĕсене планран ирттерсе сутнăшăн хушса тỹлени, банкран ссуда илнине каялла тавăрса памалла мар йĕрке çине куçни тата ытти те пулăшрĕ. Кун хыççăн районти хуçалăхсенче кĕске вăхăтрах тракторсемпе комбайнсен йышĕ — 2, автомашинăсен 1,5 хут ỹснĕ. 1966—1970, 1971—1975 çулсенче тырă, çĕрулми, хăмла, сĕт, аш-какай, çăм, çăмарта илесси тата патшалăха сутасси 1,5—2 хут пысăкланнă. “Красноармейский” совхозпа “Герой”, “Большевик”, “Гигант” “Прогресс”, Ленин ячĕллĕ, “Россия” колхозсенче (ертỹçисем — С. Николаев, Н. Матвеев, Ф. Семенов, К. Степанов, К. Лаврентьев, Л. Васильев, Е. Лукин) республика шайĕнчи семинарсем ирттеретчĕç. “Россия” колхоза 27 çул хушши (1950 çулхи июльтен тытăнса 1977 çулхи май уйăхĕччен) Ленин, Октябрьти Революци орденĕсен, нумай медальсен кавалерĕ, Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш АССР Аслă Совечĕн депутачĕ, парти обкомĕн, КПСС Çĕрпỹ тата Красноармейски райкомĕсен бюровĕсен членĕ, район Совечĕн депутачĕ Е. Л. Лукин ертсе пычĕ. Ку хуçалăх тĕштырăпа çĕрулмин пысăк репродукциллĕ вăрлăхне туса илекенни пулнă. Çавăн пекех колхозра “советский меринос” ăратлă сурăхсем ĕрчетекен ферма та йĕркеленĕ. Манăн асăмран Егор Лукичпа пĕрле ĕçленĕ, унран вĕреннĕ самантсем тухмаççĕ. Унпа 1962 çулхи декабрьте паллашрăм. Партин Тĕп Комитечĕн Пленумĕ ялхуçалăхне химизацилес енĕпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ постановлени йышăннăччĕ. Етĕрне тата Патăрьел районĕсенчи хуçалăхсенче пулнă хыççăн мана районти (ун чухне Красноармейскисем Çĕрпỹ районне кĕретчĕç) “Россия” колхоза чĕнсе илчĕç. Партин Çĕрпỹ райкомĕн бюро членĕ пулнă май, Егор Лукич сăнав станцийĕнче ирттернĕ опытсем çинчен лайăх пĕлнĕ. Вăл вăхăтра пирĕн лаборатори çамрăк пăрусемпе сысна çурисене çитерме искусственнăй сĕт хатĕрлес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Гидропоника меслечĕпе çитĕнтернĕ симĕс калча çамрăк выльăхсемпе чăхсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине хамăрăн сăнавсемпе питĕ ĕнентерỹллĕн çирĕплетсе патăмăр. Чăваш кĕнеке издательстви 1964 çулта эпĕ çырнă "Витаминное кормление - круглый год" кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Е. Лукин сăнав станцине, мана илсе кайма тесе, ГАЗ-69 çăмăл автомашинăпа пычĕ. Сурăмхĕррине кăнтăрла иртни икĕ сехетре çитрĕмĕр. Ун чухне фермăсенче хальхи вăхăтри пек икĕ сменăпа ĕçлеместчĕç, апла пулин те, сĕт-çу ферминче халăх нумайччĕ: ĕне сăвакансем, пăру пăхакансем, скотниксем, бригада ĕçченĕсем. Егор Лукич чи малтанах мана ферма заведующийĕпе Е. Евсеевпа паллаштарчĕ, колхозниксене эпĕ ăçта ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Егор Евсеевич коллектив ĕçĕ-хĕлĕнчи хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнчĕ. Эпĕ, ĕнесен рационне тишкернĕ май, çакнашкал пĕтĕмлетỹ турăм: апатра ирĕлекен протеин шайĕ пĕчĕк, белок хисепне ỹстерме майсем пур... Çав кунах колхозниксемпе пĕрле пушаннă силос траншейисене 8—9 тонна ыраш улăмĕ хыврăмăр, 1 тонна пуçне 50 килограмм 24 процентлă аммиак шывĕ сапрăмăр, хытă пусăрăнтарса синтетикăлла пленкăпа витрĕмĕр. Кĕскен каласан, пĕтĕм ĕçе наука хушнă пек турăмăр. Тепĕр икĕ эрнерен Егор Лукич (унпа парти райкомĕнче тĕл пултăмăр) ĕнесен продуктивлăхĕ чылай ỹснине пĕлтерчĕ. Эпĕ те савăнтăм... Ку çĕнĕлĕхе эпир сăнав станцийĕнче те, республикăри ытти районсенче те туса ирттернĕччĕ. Çак препаратпа имçамланă 1 килограмм улăмăн тутлăлăхĕ — 2, ирĕлекен протеин хисепĕ 4 хут ỹсеççĕ. Чăнлăха хамăр лабораторире тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Егор Лукич çинчен каламалли татах та нумай. Вăл чăн-чăн ертỹçĕ, чăваш халăхĕн ахах пĕрчи пулнă-çке. Кадрсене шыраса тупас, вырнаçтарас, вĕрентес, вĕсенчен çирĕп ыйтас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлетчĕ. Тĕслĕхрен, кукуруза çитĕнтерекен комсомолецсемпе çамрăксен бригадирне А. Игнатьева (ăна эпĕ ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе чысланăччĕ), Çĕньял Карайри Р. Порфирьева чăх-чĕп пăхакана (вăл ВЛКСМ Чăваш обкомĕн членĕ пулнă), П. Петров, В. Иванов, П. Спиридонов, Н. Егоров, М. Филимонов бригадирсене районта çеç мар, республикăра та аван пĕлнĕ. 1970 çулхи сентябрьте ман патне (ун чухне ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕнче ĕçлеттĕм) республика ялхуçалăх министрĕн çумĕ М. Тайкин шăнкăравларĕ. Унпа иксĕмĕр Мускав облаçĕнчи, çĕршывăн ытти кĕтесĕнчи хуçалăхсенче пĕрре кăна мар командировкăра пулнăччĕ. Вăл мана шаннăран темиçе хутчен те министерствăн тĕп зоотехникĕнче ĕçлеме чĕнчĕ, анчах район хуçисем ямарĕç. Чыслă çак тивĕçе 1990 çулта кăна пурнăçлама пултартăм — министерствăн сĕт-çу отрасльне интенсификацилес енĕпе ĕçлекен тĕп специалист, 1991 çулхи декабрьте выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ пулса тăтăм. Мирон Иванович ун чухне: “Республикăра çăмарта туса илес тата патшалăха сутас енĕпе 8-мĕш пилĕк çуллăх планĕсем пурнăçланмасăр юлас хăрушлăх пур. Пĕтĕм вăя, пĕлĕве, пултарулăха чăх-чĕп пăхакансен хастарлăхне мобилизацилеме памалла”, — терĕ. Эпĕ тỹрех "Россия" колхоза çул тытрăм. Фермăра ун чухне М. Семеновапа Р. Порфирьева вăй хуратчĕç. Çав çулах, сентябрь-октябрь уйăхĕсенче инкубаторсенчен илсе килнĕ çамрăк чăхсен рационне пурăпа аш-какай, шăмă, пулă çăнăхĕсене, шăтарнă тырă кĕртрĕмĕр (ку ĕçе республикăри пур чăх фермисенче те ирттерме сĕнтĕмĕр). Çакă кашни чăхран ноябрьте — 22, декабрьте 24 çăмарта илме май пачĕ. Çапла вара Тăван çĕршыва 4-мĕш кварталта районĕпе 400 пин çăмарта ăсатрăмăр. Çакăнта, паллах, Е. Л. Лукин тỹпи те пысăк пулчĕ. Эсир халĕ пăхакан сăнỹкерчĕке 1974 çулхи август пуçламăшĕнче “Коммунизм ялавĕ” хаçат фотокорреспонденчĕ Воробьев тунă. Егор Лукичпа иксĕмĕрĕн сăн-питре мĕн чухлĕ савăнăç! Эпĕ — 34-ра, Е. Лукин — 58-та. Çĕньял Карай бригадин тинĕс пек вĕçĕ-хĕррисĕр хумханакан кукуруза пуссинче тăратпăр. “Уй-хир пики” хỹхĕм çитĕннишĕн иксĕмĕр те çав тери хĕпĕртенĕ. Пĕр çул Çырмапуçĕнчи сысна ферминче амасем усрамалли вите хута ячĕç те (унта ят-сумлă О. Васильева тимлетчĕ), строительсен ĕçне хаклама мана та чĕнчĕç. Питĕ капăр, 80 ама усрамалăх çавăрса лартнă ăна. Анчах та çакă пăшăрхантарчĕ: витен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ — пуш-пушах. Тислĕк илсе тухакан транспортерсем выпнаçтарнă çĕрте витен икĕ айккипе (тăршшĕпех) тепĕр 20-шер станок тума вырăн çителĕклĕ — 40 клеткăлăх вырăн тупăнать вĕт! Унта сахалтан та тепĕр 400 пуç çура (амасенчен уйăрнисене) усрама май пур. Егор Лукич умĕнче хамăн шухăша пытарса тăмарăм. Вăл манпа килĕшрĕ. Специалист канашне, сĕнĕвне хаклама, витĕр курма, ăслă шухăшсене пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа илсе ĕçе кĕртме пĕлнĕ çав Егор Лукич. Тепĕр 3—4 уйăхран çав фермăра тепĕр хут пултăм. Витере шăкăрин... 1000 çура выртать!!! Сумлă председатель сысна ĕрчетесси çине тимлĕ пăхатчĕ. “Сысна вăл çĕрулми пекех йышлă. Ăна пăхас, тăрантарас пулать”, — тетчĕ. “Красное Сормово” колхозпа пĕрлешсен, вăл тăрăшнипех ку хуçалăх территорийĕнчи илемлĕ вырăнта “цивильская” ăратлă сыснасем ĕрчетмелли комплекс туса лартнă. Ун йĕри-тавра пиншер тĕп çăка, хурăн, лăсăллă ытти йывăçсем лартса хăварнă (халĕ унта — чăн-чăн вăрман). Комплексри амасене çу уйăхĕсенче лагерьте усранă, Мăн Шетмĕ юханшывĕн улăхĕнче кĕтỹре çỹретнĕ. 1970—1990 çулсенче ферма ĕçченĕсем республикăпа ун тулашĕнчи хуçалăхсене çĕршер пуç ăратлă сысна сутнă. Чылай çĕрте халĕ сысна ĕрчетме пăрахрĕç. “Красное Сормово” ООО-ра (ертỹçи — С. П. Иванов) ку отрасль аталанать-ха. Витесене те çĕнетеççĕ. Çакă мар-и Егор Лукичăн ырă ĕçне малалла тăсни! Е. Лукин сесси-пленумсенче республикăна ертсе пынă çивĕч ăслă çынсемпе — Т. Ахазовпа, А. Ерлаковпа, М. Зайцевпа, С. Ислюковпа, И. Прокопьевпа, Л. Прокопьевпа, К. Груздевапа, А. Леонтьевпа, ялхуçалăх министрĕсемпе — П. Владимировпа, А. Васильевпа, В. Дубининпа, ыттисемпе пĕрре кăна мар тĕл пулса калаçнă. Вĕсем те “Россия” колхозра экономика çирĕппине уççăн туйнă-пĕлнĕ. Пĕррехинче, ку колхозра иртен пуçласа каçченех пулнă хыççăн, мана Е. Л. Лукин хăйĕн машинипе район центрне леçсе хăварни те манăçмасть-ха. 1976 çулхи январĕн 7-мĕшĕ. Ялхуçалăх управленийĕнче пĕчченех эпĕ. Пурте — халăх хуçалăхĕнче ĕçлекенсен канашлăвĕ хыççăнхи концертра. Ыран санаторине тухса каймаллаччĕ те, ĕç хучĕсене йĕркене кĕртес терĕм. Çав хушăра парти обкомĕн секретарĕ К. Груздева шăнкăравларĕ, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси, унран продукци илсе патшалăха сутасси мĕнле пынипе интересленчĕ, пирĕн районта СССР Халăх контроль комитечĕн комиссийĕ пулать-мĕн. Ку хыпара парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А. Петров патне çийĕнчех çитертĕм. Канма каясси пĕтрĕ. Тепĕр куннех парти райкомне К. Груздева, ялхуçалăх министрĕн çумĕ В. Шадриков тата Мускав хăни (каярахпа вăл ялхуçалăхне юратакан çын пулнине пĕлтĕмĕр) çитрĕç. Кăнтăрлапа Карайра пултăмăр. Пилĕк “хăнана” правленире Егор Лукичпа хуçалăх специалисчĕсем кĕтсе илчĕç. 1975 çулхи ĕç итогĕсемпе паллашнă хыççăн 2-мĕш бригадăри фермăсене çитрĕмĕр. Пур çĕрте те ĕç вĕресе тăрать, витесенче — таса та çутă. О. Васильева ĕçлекеннине те илсе кĕрсе кăтартрăмăр. 1975 çулта вăл пĕччен 1000 çура илсе амăшĕсенчен уйăриччен пăхса çитĕнтерме пултарнă — кун пек тĕслĕх районта та, республикăра та урăх пулман. Ку Мускав çыннине те тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. 4-мĕш бригадăри Çĕньял Карайри 600 яхăн “советский меринос” ăратлă сурăх усракан фермăна та кĕрсе тухрăмăр. Кашнинчен вăтамран 6,5 килограмм çăм касса илнĕ, такасенчен — 9—10 килограмм. Тĕрĕслевçĕне ку та тĕлĕнтерчĕ. Апат вăхăтĕнче Мускав çынни Егор Лукичпа тĕплĕнрех паллашрĕ. Колхоз ертỹçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕрремĕш кунран пуçласа мĕн вĕçне çитичченех пулни ун кăмăлне кайрĕ. Хăй вара — запасри полковник-мĕн. Çапла иртрĕ çав кун, Е. Л. Лукин хуçалăх экономикине питĕ тарăн пĕлнипе, хăйне евĕр дипломат пулнипе пурте кăмăллă юлтăмăр, çав шутра, маларах палăртрăм ĕнтĕ, Мускав хăни те. Е. Лукин хăйĕн ĕçтешĕсемпе те тачă çыхăну тытнă. Çĕрпỹ районĕнчи “Новая жизнь”, Вăрнар районĕнчи “Правда” колхозсен председателĕсемпе А. Павловпа тата И. Кошкинпа, ыттисемпе туслă пулнă, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăнă. Хăйсемпе ăмăртакан Ленин ячĕллĕ хуçалăх ỹсĕмĕсемшĕн те савăннă. Мана курсан, кашнинчех: “Уписен кăтартăвĕсем еплерех-ши?” — тесе интересленетчĕ. Шел, чире пула Егор Лукич нумай пурăнаймарĕ, 67 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унăн пархатарлă ĕçне В. Николаев — 14, В. Малинин — 4, В. Платонов 18 çул тăсрĕç. В. Малининпа В. Платонов ялхуçалăх управленине те ертсе пычĕç. Пилĕк яла пĕрлештерекен “Караево” ООО-на халĕ Ю. Капитонов çамрăк специалист ертсе пырать. Е. Л. Лукинăн çутă сăнарĕ, ĕç опычĕ çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пултăр, вĕсем “Россия” колхозăн ĕçри чаплă йăли-йĕркине упраса малалла аталантарса пыччăр. Н. Петров.

Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 502 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024