Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 5
Хăнасем: 5
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Федор Григорьев асаилĕвĕсем

Категоринче миçе статья: 2
Миçе статья пур: 1-2


Сортла: Кунпа
Вăрçă хыççăн мана, салтак шинельне хывиччен, "Победа" колхозри уй-хир бригадирĕн "тилхепине " тыттарчĕç. 
Йывăрлăха пăхмасăрах çур акине хатĕрленме тытăнтăмăр. Вăл вăхăтра хуçалăхра тĕп вăй лаша пулнă. Çавăнпа та вĕсене пăхассине мала хунă. Утă çителĕксĕрччĕ. Ыраш улăмне пăтратмăш туса çитернĕ. Колхоз правленийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, витнĕ йĕтемĕн тăрринчи ыраш улăмне сÿсе илсе, витери пушă пÿлĕмсене тултарнă.
Арман та канăçсăррăн халтăртататчĕ. Астăватăп-ха, унта Анфиса, Юля тата Матьрун хĕр-упраçсем пусыпка авăртатчĕç. Эпĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тесе, арман пÿртне кĕтĕм. Кунта тапчан çине тăсăлса выртнă вăтам пÿ-силлĕ, çулланма ĕлкĕрнĕ арçын ура çине тăчĕ. Ăна пуçĕнчен пуçласа ури таран сăнаса пăхрăм. Хăй хром атă тăхăннăччĕ. Çире ăшă пальто пулнине астăватăп. Паллашрăмăр.
— Степан Николаевич Николаев мельконтролер пулатăп эпĕ, — терĕ вăл.
Ун чухне арманта çăнăх авăртнăшăн тытса юлакан тырăна карнцевой сбор, тетчĕç. Мелнике укçан тÿленĕ. Çав укçапа армана килекен тырă виçине тĕрĕслекен контролерта ĕçленĕ Степан Николаевич. Çавăн пекех вăл арманта хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăннине те аякра хăварман. Колхозсене Хусантан арман чулĕсене туянма та пулăшнă. Унччен хăй ĕçĕпе Яманакпа Васнара çитме ĕлкĕрнĕ. Çул çинче çуран çÿрени чылай ĕшентернĕччĕ ăна.
Вăхăт чылай улшăнусемпе пуянланчĕ. Мана парти райкомĕн инструкторĕнче вăй хума шанчĕç. Аппаратра çамрăк çын тăрăшни кирлех пулнă. Райкомăн икĕ лаша тата пĕр çăмăл автомашина пурччĕ.
Федор Григорьев асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 562 | Хăçан: 29.06.2010 | Комментарисем (0)

Трак (Красноармейски) районне йĕркеленĕренпе 75 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта пирĕн тăрăхра та чылай пысăк, ырă улшăнусем пулса иртрĕç. 
Малтанхи вăхăтра вăл калăпăшĕпе республикăра пысăк районсенчен пĕри пулнă. Унăн чиккисем хальхи Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинчен пуçласа хĕвел анăçĕнче Мартынкасси-Энехмет, Шор Посай, Шор Пайраш ялĕсем патнех çитнĕ. Çурçĕр хĕвел анăç енче вара Энтимиркасси, Чиркÿллĕ Тăрăн, Анаткас Тăрăн, Вăрманкас Тăрăн, Кочак Тăрăн уй-хирĕсем таран сарăлса выртнă. Çурçĕр енче Ункăçум, Шăнарпуç ялĕсем пулнă. Кăнтăр енче Хурапыр, Чиркÿллĕ Юнтапа, Шуркас Юнтапа ялĕсемпе чикĕленнĕ.
Района йĕркеленĕ чухне çÿлти тытăмра ларакансем халăхран аякра тăнине пула чылай ялсем хамăр территоринчен юнашар районсене куçса кайрĕç. Уйрăмах çакăн евĕр ваклану-пайлану çĕр-шывра влаç тытăмĕ Н. С. Хрущев аллине куçсан палăрчĕ. Улшăнусем пулса иртнĕ ялсенчи халăх уйрăмах хăйĕн прависене хÿтĕлеме уçă кĕрешĕве тухрĕ. Асăннă кĕрешĕвĕн юхăмĕ Красноармейскинче те палăрма тытăнчĕ. 1962 çулхи февраль уйăхĕнче район хăйĕн суверенитетне çухатса Çĕрпÿ районне пачĕ. Авалтан пыракан йăлапа эпир çÿлтисен хушăвĕсене пĕр сăмах хушмасăр пурнăçлама хăнăхнă-çке.
Эпĕ района пĕрлештернĕ тапхăрта райпо председателĕнче ĕçлеттĕм.
Федор Григорьев асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 427 | Хăçан: 29.06.2010 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024