Аслă Аттелĕх вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçлесе киле таврăннă хыççăн 1948 çулта эпĕ Красноармейскинчи столовăй заведующине ĕçе вырнаçрăм.
Вӑл тапхӑрта районӗпе те
пӗр столовӑй ҫес пулнӑ, унта кунне 200 ҫынран
та ытла апатланма ҫÿренӗ. Ĕҫ хыҫҫӑн каҫ енне
эрех-сӑра ӗҫме килекенсем тӑтӑшах пулатчӗҫ. Яваплӑ ӗҫре тӑрӑшакансем — райхаҫат редакторĕ И. Хатаевский, халӑх судйи Андреев, уполминзаг
ертуҫи И. Яковлев, райӗҫтӑвком секретарĕ
Н. Алексеев, ҫул-йӗр пайӗн начальникĕ Л. Иванов пирӗн
патра апатланатчӗс. Эпӗ хам каҫхине столовӑй
ҫумӗнче тунӑ пÿлӗмре выртса тӑраттӑмччӗ.
Парти райкомӗн пӗрремӗш секретарĕ Н. Григорьев
час-часах хуҫалӑхсене тухса ҫӳретчӗ, вырӑнти активпа, ял ҫыннисемпе тӗл пулатчӗ. Ҫав ҫулсенче
вӗсенче уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен колхоз ӗҫкисене
йӗркелетчӗҫ. Никонор Григорьевич лашапа мӑшӑрне
лартса уй-хир ӗҫченӗсене саламлама колхозсене кайса килетчӗ. Вӑл пурӑнакан ҫурт
столовӑйпа юнашарахчӗ. Григорьевсем килти хуҫалӑхра ӗне те усратчӗҫ, сӗтне вара столовӑйне сутатчӗҫ. Ун чухне районти яваплӑ ӗҫченсене ҫӑкӑра списокпа пирӗн буфет
урлӑ тивӗҫтернӗ. Райком секретарьне вара икӗ тÿпе тиветчӗ. Фронтран таврӑнса кулленхи
ӗҫе пикеннӗ, ҫирӗп йĕркене пӑхӑнса пурӑнма хӑнӑхнӑ ӗнерхи салтаксене ертӳҫӗсем ҫитменлӗхсемпе
килӗшсе ӗҫлени пачах та кӑмӑла кайман.
Районти финанс пайӗн заведующийӗпе ЦСУ начальникĕ
(халӗ хушамачӗсене астумастӑп) райком секретарĕн
кӑлтӑкӗсемпе ҫитменлӗхӗсем пирки парти Чӑваш обкомне пӗлтернӗ. Хуларисем, районти парти активӗпе
канашласа, Н. Григорьева ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Ун
вырӑнне коммунистсен районти ертӳҫи пулма
Федор Сергеевич Димитриева лартрӗҫ. Унпа
пӗрле райкомӑн иккӗмӗш секретарьне те çӗнӗрен
ярса пачӗҫ, Иван Иванович ятлӑччӗ вӑл.
Ертуҫӗсем кӑнтӑр апатне пирӗн пата килме кӑмӑллатчӗҫ. Пӗррехинче
мана апатланнӑ вӑхӑтра Ф. Димитриев
хӑй сӗтелӗ патне чӗнсе илчӗ. "Акӑ куратӑн-и?"
— тет вӑл аллине тытнӑ шӑл катӑкне кӑтартса,
шаритленӗ ҫӗр улминчен хатӗрленӗ гарнир ытлашши
хытса кайнӑ иккен. Аслӑ повара чӗнсе илтӗм,
вӑл Федор Сергеевичран каçару ыйтрӗ. Ун хыҫҫӑн
вӗсем валли ятарласа гарнир хатӗрлеме пуҫларӑмӑр.