Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Валентина Новосёлова - 104-ри кинемей ("Хыпар", 67-68 №№, 2019)
01.07.2019, 16:35

104-ри кинемей хăйĕн пирки интернетра çырнинчен тĕлĕнет. Çынна каласан çын ĕненмĕ, 104-ри кинемей наука журналне куçлăх тăхăнмасăр вуланине, сканворд тупсăмĕсене шыранине хам куçпа куртăм. Красноармейски районĕнчи Васнарта пурăнакан Валентина Новоселова пурнăçĕнчи кашни саманта астăвать: пулас мăшăрĕпе хăш кун паллашса çемье çавăрни, упăшки вăрçа тухса кайни, унтан таврăнни… Йăлтах унăн асĕнче.

Валентина Новоселова Тутарстанри Шонгуты салинче 1915 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ялта вĕсем вырăсла калаçса ÿснĕ. Граждан вăрçи пуçлансан ашшĕ тата икĕ пиччĕшĕ çапăçăва тухса кайнă. Аманса таврăннă ашшĕ чирлесе вилнĕ, икĕ пиччĕшĕнчен пĕри те вăрçăран таврăнман, киле вĕсенчен пĕр çыру çеç çитнĕ. Амăшĕ Мария Александровна тăватă ачапа тăрса юлнă. Валентина - чи кĕçĕнни. Вăл ашшĕ мĕн сăнлине те пĕлмест, пĕр сăн ÿкерчĕк те пулман. Пĕччен хĕрарăма тĕпренчĕкĕсене тăрантарса пурăнма йывăр килнĕ. Çитменнине, 1921 çулта Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă. Мария Александровна ытлă-çитлĕ пурăнакан йăмăкĕ патне Трак тăрăхне ачисене пуçтарса куçса килнĕ. Йăмăкĕн упăшки армансем тытнă та выçлăх çулĕсенче аптăраман. Малтан Мария Александровна арман çуртĕнче пурăннă. Кулак тесе айăпласан йăмăкĕсен арманĕсене туртса илнĕ, хăйсене Колымана ăсатнă. Мария Александровнăна ачисемпе хăваласа янă. Васнарти пĕр çурт пушах ларнă, хуçи Çĕпĕрте пурăннă. Ун çуртне туянса юлнă. Çавăнтанпа Валентина Егоровна кунта пурăнать. Пĕчĕк чухне Валентина купăс калама çав тери ĕмĕтленнĕ. Пиччĕшĕ купăс ăсти пулнă. Ăна кура 8-ти хĕрача çак инструмента хăнăхма талпăннă. Килте никам та çук чухне вăл алла купăс тытнă та хăй тĕллĕн пускаланă. Пиччĕшĕ çакна курсан йăмăкне хытах ятланă. Ара, çĕмĕрсе пăрахма пултарĕ вĕт. Хĕрачана ку та хăратман, пĕрех вăрттăн вĕреннĕ. Пĕррехинче ăнсăртран пÿрте кĕнĕ пиччĕшĕ шанк хытса тăнă. Валентина пукан çине ларнă та купăса тăсса кĕвĕ каланă. Хĕрача кунпа кăна çырлахман, баян каласшăн çуннă. Çак тĕллевпех ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах пурăнмалли вырăн пулманран пĕр уйăхран яла таврăннă. Валентина Егоровна юратнă купăсĕпе 100 çулчченех туслă пулнă. Пĕр ĕмĕр тултарнине тăван-пĕтенĕпе кафере уявланă чухне темшĕн купăса пĕрле илмен. Киле çитсен Валентина Егоровна ывăлĕ-хĕрне, тăванĕсене ташлаттарнă. Вăл пĕр пин ытла юрă пĕлет. Халĕ те вырăс романсĕсене, такмакĕсене, чăваш халăх юррисене шăрантарать. Акă «Гори, гори, моя звезда» текеннине çав тери хитре юрларĕ. «Сасă çеç упранса юлчĕ. Кунĕпе мĕн тăвас? Ура утайми, алă ĕçлейми пулчĕ. Вуласа, юрласа куна ирттеретĕп», - терĕ пуç усма хăнăхманскер.

Хĕрсем ялта пулманпа пĕрех. Хĕрачасене пĕлÿ кирлĕ мар, вĕсен качча кайса ача çуратмалла тесе шухăшланă ĕлĕк, çавăнпа шкула яман. «Виçĕ институт пĕтертĕм», - шÿтлеме ăста кинемей. Трак, Упи, Именкасси шкулĕсенче вĕреннĕрен çапла калать вăл. 8 çухрăм вăрман урлă утма тивни те хĕрачана хăратман. Комсомолка пулнă чухне ăçта кăна çитменши тата? ДОСААФ шкулĕнче каччăсемпе пĕрле винтовкăран пеме вĕрентнĕ, тĕрлĕ ăмăрту-конкурс иртет-и, пĕр-пĕр ĕçе хутшăнмалла-и - хастар комсомолка пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. Преми вырăнне чăлха, пĕр метр çитсă панине астăвать вăл. Общество ĕçне пайтах хутшăннă. Сăмахран, 1933 çулта судра халăх заседателĕ пулнă, айăпланакан çын шăпине татса памашкăн судьяна пулăшнă. Валентина Егоровнăччен халăх заседателĕнче хĕрарăм ларса курман, ку тивĕçе арçынсене кăна шаннă. Вăрçăччен ял канашĕн депутачĕ те пулнă вăл. Суйлав комиссийĕнче 15 хутчен ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ревизи комиссийĕн членне суйланă ăна. Пухусенче вĕçĕм протокол çыртарнă. Валентина Егоровна - районти пĕрремĕш телефонистка та. 1935 çулта район йĕркеленсен почта уçăлнă. Аслă телефонистка должноçне 21-ри Валентинăна чĕннĕ. Ялта ун пек вĕреннĕ çын пулман та. Почта пĕчĕк пÿртре вырнаçнă, унтах бухгалтери, ямшăксем, тирпейлÿçĕ пулнă. 30 номерлĕх коммутатор ларнă. Валентина Новоселовăпа унăн ĕçтешĕ Оля Боровкова кун урлă черетленсе сменăпа ĕçленĕ. Шăнкăравланă, телеграмма йышăннă, ăсатнă. Халăха тĕрĕс çырма вĕрентмешкĕн те тивнĕ. Телеграммăна вăхăтра çитерме кирек епле çанталăкра та тухса чупнă. Тепĕр çулхине çĕнĕ пура илсе урăх çурт лартнă, 100 номерлĕх коммутатор вырнаçтарнă. Вăрçă вăхăтĕнче почтăран пăрахса колхоза кĕме тивнĕ. Укçа пачах паман, йăлтах фронта ăсатнă. Колхозра вара тыр-пул ĕçлесе илсе тăранма май пулнă.

Пĕррехинче Валентина Новоселова Канаша лашапа тырă леçме кайнă. Ун чухне 20-ре пулнă вăл. Кăмăлĕпе çирĕп хĕре никам тытман, итлеттереймен лаша панă. Таврăннă чухне Цветков ун урапи çине ларнă та текех уйрăлман. Василипе тÿрех мăшăрланман вăл, темиçе çул туслă çÿренĕ. 1940 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Шăп та лăп тепĕр çулталăкран, 1941 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Валентина Егоровна упăшкине вăрçа ăсатнă. Çав кун районта ярмăрккă иртнĕ. Ваççили унта ирех тухса кайнă. Пысăк хырăмлă арăмĕ пĕрле пырайман. Нимĕçсем Совет Союзне хурахла тапăннине вăл радиопа илтсе пĕлнĕ. Çамрăк хĕрарăм макăрса янă. Варти пепке çичĕ уйăхра, пĕрремĕш ача… Мăшăрне вăрçа илсе каяççĕ-çке. Упăшки киле таврăнсан иккĕшĕ пĕрле хурланса йĕнĕ. Çемйинчен уйрăлма тивессе арçын та сиснĕ. Вăл фронта тухса кайсан тепĕр 17 кунран Валентина Егоровна хĕр çуратнă. «Упăшкана ăсатни куç умĕнчех. Юлташĕпе иккĕшĕ пар лаша кÿлчĕç. Эпĕ те урапа çине вырнаçрăм. Красноармейскине çитсен урапа тĕнĕлĕ татăлса кайрĕ. Вĕсем лашасене тăварса утланчĕç те пуйăса çитме васкарĕç. Эпĕ, пысăк хырăмлăскер, ку ырра мар тесе урапа çине выртса макăртăм. Мăшăрăм вăрçăран таврăнмасть пулĕ терĕм», - куççуль сахал мар тăкнă кунсене аса илчĕ Валентина Новоселова. Вăл хăрани тÿрре тухман, телее, мăшăрĕ вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Арăмĕ ăна тепĕр тăватă ача кун çути кăтартса парнеленĕ. Кĕлеткине ĕçпе пиçĕхтернĕ хĕрарăм пилĕк тĕпренчĕкĕнчен тăваттăшне мунчара хăй тĕллĕнех çуратнă. Пĕрремĕшĕнче ăна амăшĕ çăмăлланма пулăшнă. Чи кĕçĕннине больницăра çуратнă. Сăмах май, Валентинăна хăйне амăшĕ 45-ре кун çути парнеленĕ. 1942 çулта Василий Цветков вăрçăра хул калакне амантнă. Çĕрпÿре çур çул сипленнĕ чухне Валентина Егоровна мăшăрне курмашкăн кайнă. Шел те, çур кун çеç кая юлнă вăл - упăшкине каллех фронта янă. Кăмăлĕпе çирĕп арçын хăйĕн вăйсăрлăхне нихăçан та кăтартман. Вăрçăран таврăнсан ялти арçынсем инвалид пулнине хутпа çирĕплетмешкĕн машинăпа тиенсе кайнă. Василий Цветков вĕсемпе пĕрле пыман. Вăрçăра вăл паттăрлăхĕпе палăрнă. Чăваш каччи Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Тăван çĕршыв вăрçин орденне тивĕçнĕ. Тăшмана хăваласа Берлина çитнĕ. Вăрçă вĕçленсен ăна унтах хăварнă. Çав вăхăтра Василий Цветков мăшăрĕ патне çичĕ посылка янă. Унта кĕпе-йĕм те пулнă. Нимрен ытла арăмĕ пĕр курупка супăньшĕн савăннă. Вăл вăхăтра ăна ниçта тупса илме çук пулнă. Мăшăрĕ вăрçăран киле таврăннă кун, 1945 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ĕни çухалнă вĕсен. Валентина Егоровна ăна шыраса уй-хир тăрăх çаврăннă. Çул çинче Микулая, упăшкипе пĕрле таврăннăскере, тĕл пулнă. Ырă хыпара вăл пĕлтернĕ ăна.

Вăрçă кĕрленĕ чухне никама та çăмăл килмен. Мăшăрне фронта ăсатнă Валентина Егоровна çăкăрсăр ларнине астумасть. Вĕсем ĕне усранă. Сĕтел çинче яланах сĕт пулнă. Çĕр улмирен те татăлман. Тин çăмăлланнă хĕрарăмăн килте ларма вăхăт пулман. «Кладовщик выçса вилсен намăс та, - киле пĕр грамм тырă та илсе килеймен пулсан та çапла шÿтлет кинемей. - Чăннипе, тырă-çăнăха киле сĕтĕрме майĕ те пулман. Ман умĕн ĕçленĕ кладовщикран 1000 пăт тырă шутласа кăлараймарĕç. Кун хыççăн йĕрке пушшех çирĕпленчĕ. Вăрçă çулĕсенче çывăрса курман. Хĕрарăмсем кăнтăрла тырă выратчĕç, çĕрлеччен авăн çапатчĕç. Шуçăм çуталиччен килти ĕçсене туса ĕлкĕрмеллеччĕ. Купăс калама вăхăт пулман. Пичче вăрçăра вилсен анне музыка инструментне сутрĕ. Купăса курсанах ывăлне аса илсе йĕретчĕ. Ăна сутсан чунăм ыратрĕ…» Валентина Егоровна вăкăр кÿлсе суха тунине те манаймасть. Лаша пек мар-çке вăл - итлемест. Çапах пурнăçри йывăрлăхсене мĕн пĕчĕкрен парăнтарма хăнăхнă хĕрарăм вăкăра та ним мар пăхăнтарнă. 1962 çулта Валентинăпа Василий çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Кашни ачине юрăхлă çын тума тăрăшнă вĕсем. Мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса 54 çул пурăннă. Василий Цветков 84 çулта çĕре кĕнĕ. Валентина Новоселовăна Ача амăшĕн медалĕпе, «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе чысланă. Ытти награда та нумай унăн. Тĕлĕнмелле хаваслă çын вăл. 90 çулччен алла туя тытса курман. Пурнăçа юратни, ачисемпе тăванĕсем çумра пулни, ĕçрен хăраманни вăй-хал хушнă. Кун-çулĕнчи йывăрлăхсем авман ăна. Пачах тепĕр май, ура çине çирĕп тăма, пурнăç хакне туйма вĕрентнĕ.

Тăватă самант. Валентина Новоселова курăк чейĕ ĕçет. Лавккарине нихăçан та килĕштермен вăл. Çулла курăк пухса типĕтнĕ, çырла пуçтарнă. Хĕлле те ахаль ларман, çекĕлпе çыхнă, эрешлĕ салфеткăсене хăнасене парать, мана та парнелерĕ. Кăçал пÿрнисем выляма пăрахнăран халĕ çыхаймасть. Темиçе çул каялла чутах суккăр юлман вăл. 2004 çулта куçне операци тутарнă, унтанпа чиперех курать. Валентина Егоровна ĕлĕкхи йăлайĕркене пăрахăçламан. Кашни Мăнкун умĕн кĕпе çĕлесе тăхăнать. Колхозра чылай çул бригадир пулнăскер нимрен ытла çĕр ĕçне юратать. Çынсен пахча çимĕç ăнман çул та унăн анкартинче йăлтах пулнă. Пĕлтĕрччен кинемей пахчари йăрансене хăй çумласа тăнă. Халĕ те хăш пахча çимĕçе ăçта лартмаллине вăл калать, ачисем ăна итлеççĕ. 100 çултан каçнă кинемей пĕр кунхине ирхи 3 сехетре вăраннă, унăн ыйхă килмен. Мĕн тăвас? Чуста çăрса кукăль пĕçернĕ. 7 сехетре кăмака кукăлĕ сĕтел çинче пăсланнă. Амăшĕ çывăрса тăма ĕлкĕреймен ывăлĕ-хĕрне шăнкăравласа хăнана чĕннĕ. Валентина Новоселовăн кĕсье телефонĕ те, стационарли те пур. Вĕсемпе кинемей аванах усă курма хăнăхнă. Халĕ хăлхи начар илтнĕрен кăна телефона тытмасть. Районти 1-мĕш телефонистка интернетра ун çинчен çырнă статья пайтах пулнине те пĕлет. «Кам çырать унта ман çинчен?» - тĕлĕнет вăл.

Татьяна ВИКТОРОВА, Валентина Новоселовăн кĕçĕн хĕрĕ: - Анне сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Шÿтлеме ăста вăл. Йывăр пулсан та ялан юрлать. Çакă ăна ыратнине ирттерме пулăшать. Яланах çынна лайăх тума тăрăшать. Пире сăмахпа мар, хăйсен тĕслĕхĕпе воспитани панă. Ăна куратпăр та хамăрăн мĕн те пулин ыратсан нăйкăшма чарăнатпăр. Пĕр кунхине ури шыçнăччĕ. «Капла май килмест-ха», - терĕ те тÿрех халăх мелĕпе сипленме тытăнчĕ. Хупах илсе кĕме, тукмакпа шаккаса çемçетме хушрĕ. Чĕркуççине, ура лаппине пыл сĕрсе хупахпа çыхтарчĕ. Хăйне япăх туйсан курăк вĕреттерет. «Химиллĕ» япала вуçех çимест, ялти апат кăна унăн кăмăлне çырлахтарать. «Мĕн тутли çитерес-ши?» - тесен чăмăрла пĕçернĕ çĕр улми ыйтать.

Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 294 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024