Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. 2-мĕш пайĕ
04.03.2010, 14:38
(Малалли).
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ Трак тӑрӑхне те пысӑк нушапа терт илсе килчӗ. Пирӗн районтан 1941—1945 ҫулсенче пынӑ хаяр вӑрҫа 6030 ҫын хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче 2162-ӗн пуҫ хунӑ, 104 ҫемье килӗсене икӗ е унран та ытларах ҫынна кӗтсе илеймен. Вӗсен ҫутӑ сӑнарӗ умӗнче эпир яланах пуҫ таятпӑр, пире мирлӗ тупе парнеленӗшӗн тав тӑватпӑр. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи лару-тӑру пирки "Трак ен" кӗнекере тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Хаяр вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул эпӗ 7 ҫулта пулнӑ, ҫавӑнпа та аттепе аслӑ пиччене фронта илсе кайнӑ самантсене халӗ те питӗ лайӑх астӑватӑп. Юратнӑ атте фронтран йывӑр аманса таврӑнсан ҫулталăк та пурăнаймарё, пичче Мускав патӗнчи Серпухов хули ҫывӑхӗнче ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ. Эпир, вӗтӗр-шакӑр, ватӑ ҫынсемпе танах тӑван хуҫалӑхра тӑрмашнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн ачалӑх питех те нушаллӑ иртрӗ. Эпӗ тӗлӗнетӗп, ҫав ҫулсем темле йывӑр пулнӑ пулсан та, эпир савӑнӑҫлӑччӗ. Пирӗнтен кашниех шкул тата техникум-институт вӗренсе пӗтерсе ҫӗр-шыва юрӑхлӑ ҫын пулас ӗмӗтпе пурӑннӑ. Вӑрҫӑ хирӗнче аслисем мӗнле нуша курман пулӗ. Вӗсем ҫав тапхӑрта тÿснӗ самантсем ҫинчен каласа панине итлесе ларнӑ чухне куҫçуль тухать. Мана фронтран ыррӑн-сыввӑн таврӑнса фермӑсемпе уйсенче, стройкӑсенче, шкулсемпе культура учрежденийесенче чунне парса ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ самантсем тӑтӑшах аса килеҫҫӗ. Эпӗ Упи еннелле кайсан ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗпе С. Лукинпа, Карай тӑрӑхӗнче М. Сергеевпа, Алманч енчё В. Егоров, А. Мокеев механизаторсемпе канашламасӑр, алӑ тытмасӑр иртмен. Вӗсем тата районти вуншар тракторист чунне парса ӗҫленӗ, вӗсем тӑрӑшнӑ уйсенче ҫулленех пыюӑк тухӑҫлӑ тыр-пул, ҫӗр улмипе тымар ҫимӗҫ туса илнӗ.

Район центрӗнче тата хӑйсен тӑван ялӗсенче ирттерекен тӗрлӗрен мероприятисенче Яманакри И. Терентьев, Кушарти Я. Яковлев, Янмурҫинти Г. Бардасов тата ыттисем те вӑрсӑ çулӗсенче ҫӗр-шыва сыхласа хӑйсен сывлӑхӗсене хӗрхенмесӗр ҫапӑҫнӑ самантсене çамрӑксене каласа паратчӗҫ, шкулсенчи Паттӑрлӑх урокӗсене хутшӑнатчӗҫ.

2011 сулхи июлӗн 20-мӗшӗнче пирӗн районти пӗртен пӗр Совет Союзӗн Геройӗ В.В. Васильев çуралнӑранпа 100 ҫуп ҫитет. Эпӗ ҫав куна район шайӗнче чаплӑн паллӑ тӑвасса шанатӑп. Район центрӗнче ун ячӗпе пӗр урам хисепленет. Ҫапах та асӑннӑ урам Красноармейскинче пурӑнакансемшӗн чи хитре те кӑтартуллӑ пулаймарӗ. Паянхи евӗр астӑватӑп, 1975 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче Мӑн Шетмӗре В. В. Васильевӑн палӑкне уҫнӑччӗ. Ун чухне паттӑрӑн мӑшӑрӗ Галина ӗсӗклесе макӑрнине халӗ те манаймастӑп.

Район центрӗнче Ҫӗнтерӳ паркӗ уҫӑлчӗ. Район территорийӗнчи ялсенчен килекенсем ҫак парка килсен ларса ҫу кунӗсенче канма питех те меллӗ тенине илтме пулать. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем кунта Ҫӗнтерупе ҫыхӑннӑ нимӗнле экспонат та ҫукки пирки пӗлтереҫҫӗ. Ман шутпа, паркра В. В. Васильевӑн бюстне лартсан пӑсмӗччӗ.

Тӑван районӑм 75 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май район юбилейӗпе Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. В. Федоров саламларӗ. Районти "Ял пурн&Ҫӗ" хаҫатра уяв ячӗпе Трак ен пуҫлӑхӗн С. А Николаевӑн пысӑк статйи пичетленчӗ. Тӗп уява кӑҫалхи Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗнче — Ака туйра ирттересси пирки сас-хура тухрӗ.

Кӑҫалхи январӗн 27-мӗшӗнче районти тӗп библиотекӑра ӗҫлекенсем, районӑн юбилейне халалласа, "Ҫавра сӗтел" йӗркелерӗҫ. Унта 3. М. Николаева, С. И. Егорова, Т. В. Дуброва, Р. Ф. Иванова, В. С. Антонова, П. С. Тимсфеев, ьпти ветерансем хутшӑнчӗҫ. Тӗл пулӑва тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Каласу икӗ сехет ытла пьнӗ. Малтанах С. А. Никитинапа С. А. Гурьева район историйӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗсене архиври документсемпе тата хаçат-журналти материалсемпе пуянлатрӗҫ.

(Малалли пулать).

Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 507 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024