Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

Категоринче миçе статья: 9
Миçе статья пур: 1-5
Страницăсем: 1 2 »


Сортла: Кунпа
Районӑн 75 ҫулхи историйĕнчи чи паллӑ самантсенчен пӗри вӑл 1988 ҫулта района Раҫҫейри социализмла ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑна тухнӑ ятпа партии Тӗп Комитечӗн, РСФСР Министрсен Совечӗн, ВЦСПСӑн тата ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн ялавӗпе укҫан преми парса чыслани пулчӗ. 1980-мӗш ҫулсенче пирĕн районта чӑннипех те ял хуҫалӑхӑн пур отраспӗсемте чылай пысӑ тата ырă ӗҫсем туса ирттернӗ. Хуҫалӑхсенче тӑпра пулӑхне лайăхлатас енӗпе нумай ӗҫленӗ. Уй-хире органикӑллӑ удобренисем сухапакан пӗр гектар ҫӗр ҫине 7-8-шар тонна кӑларнӑ. Вӑл çулсенче, паллах, выльӑх шучӗ те нумай пулнӑ. Акӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен хисепӗ 15-16 пин , сыснасен 20 пин пуҫа яхӑн ҫитнӗччӗ. Ҫакӑн чухлӗ выльӑха усрама тата тӑрантарма ҫӗнӗрен витесем тумалла тэта выльăх апачĕ ҫителеклĕ таран хатӗрлемелле пулнӑ. Ҫитӗнӳсене тӑвас тӗллевпе вӑл ҫулсенче партипе совет органӗсенче вӑй хуракансем ҫьнсемпе ӗҫлессине яланах малти вырӑна хунӑ, ку енӗпе тӗрлӗ формӑсемпе тата майсемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ. Уйрӑмах ҫынсем, коллективсем хушшинчи ӑмӑртӑва сарса пыма, вӑл мӗнле пулса пынине пухусенче тата канашлусенче пӑхса тухнӑ. Район центрӗнчи куль­тура ҫуртӗнче хуҫалӑх ертӳҫисен отчечӗсене итлесе ларма тата художество пултарулӑх коллективӗсен концерчӗсене пӑхса ларма питӗ кӑмӑллӑччӗ.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 555 | Хăçан: 20.08.2010 | Комментарисем (0)

Район центрӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкула вӑхӑтра туса хута ятӑмӑр. Эпӗ ҫак объекта туса пӗтернӗ ятпа ирттернӗ митингра пулнӑччӗ, сӑмах та тухса каланӑччӗ. Нумаях пулмасть унӑн ҫирӗм ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Анчах ҫав мероприятинче эпӗ те, Л. К. Константинов та пулса кураймарӑмӑр.
Вăл ҫулсенче эпир рай­онти тёп больницăн сиплев корпусне тăвас ыитăва хускатнӑччӗ. "Горькийтрансгаз" пуҫлӑхӗсем хирӗҫ пулмарӗҫ, анчах та вёсем пӗтӗм тӑкакӑн ҫуррине кӑна саплаштарма килӗшетчӗҫ. Эпӗ ҫак ыйтӑва татса пама |А. И. Слукинпа В. М. Чернорубашкина Чул хулана кайса килме хушу патӑм. Чӑнах  та, Торькийтрансгазра" больницăн сиплев корпусӗн ҫур хакне тӳлеме хатӗррине палӑртнӑ. Эпӗ ун хыҫҫӑнах республикӑн Министрсен Совечӗн председателӗпе Л. П. Прокопьевпа ҫыхӑнтӑм. Леонид Прокопьевич РСФСР Госпланне шӑнкӑравласа Финанс министерствин ӗҫченӗсен хуравне пӗлме пулчӗ. Тепӗр темиҫе кунтан эпир унпа телефонпа калаҫса илтӗмӗр, вӑл хамӑр представительсене Мускава, Госплана яма ыйтрӗ. Л. К. Константиновпа килӗшсе Н. И. Правдинапа В. М. Чернорубашкина    çĕр­-шывăн тĕп хулине ятăмăр. Вӗсем унта пулнӑ хыҫҫӑн Госплан укҫа уйӑрса пама пулнине палӑртрӗҫ. Анчах вӑхӑт иртет, лав вырӑнтан тапранмасть. Л. П. Прокопьев сӗннипе асӑннӑ юлташсене тепӗр хут Мускава кайма сӗнтӗмӗр. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑш кабинета, кам патне кӗмеллине пӗлеҫҫӗ тесе шутларӑмӑр. Нина Игнатьевнан кӑмӑлӗ савӑк марччӗ, "Мускавра пирӗнпе ытлашшиех никам та калаҫасшӑн мар", терӗ вӑл. Эпӗ ăна ҫакӑн пек ырӑ ӗҫшӗн район ҫыннисем, ҫитӗнекен ӑру манмӗҫ, сиплев корпусе ӳссе ларсан тав тӑвӗҫ тесе каларӑм. Юлашкинчен ҫак ҫивӗч ыйтусене эпир Леонид Прокопьевич пулӑшнипе татса патӑмӑр.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 442 | Хăçан: 20.08.2010 | Комментарисем (0)

Эпӗ 1977—1980 ҫулсенче Ҫӗрпӳ райсовет ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫлерӗм. 1980 ҫулхи июль уйӑхӗнче ман пата Красноармейски райсовет ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Л. К. Константинов тата унти райплан председателĕ В. П. Павлов килчӗҫ. Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӗсем мана тӳрех партии Красноармейски райкомӗн пӗрремӗш секретарĕ пулма агитаци тума килнине пӗлтерчӗҫ. Трак енрен килнӗ юлташсем ун чухнехи районти коммунистсен вожакӗн Г. П. Касихинан мораль тӗлӗшӗнчи ҫитменлӗхӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫинчен парти обкомӗн представителӗсем ыйтса пӗлни ҫинчен каларӗҫ.
Эпӗ вӗсене хама тата ҫемьене Ҫӗрпӳре килӗшнине, Красноармейскине каялла таврӑнма аван маррине палӑртса хӑнасене ӑсатса ятӑм. Тепӗр темиҫе кунтан ман пата районти "Большевикпа" "Россия" колхозсен председателӗсем Ф. С. Семеновпа Е. Л. Лукин пырса кайрӗҫ. Вӗсем те мана Красноармейскине таврӑнма питӗ ӳкӗтлерӗҫ. Кӗҫех мана партии Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарĕ И. П. Прокопьев хӑй патне чӗнсе илчӗ, манӑн кандидатурӑна партии Красноармейски райкомӗн пӗрремӗш секретарĕ пулма сӗнесси ҫинчен каларӗ. Эпӗ хамӑн шухӑшсене пӗлтерсен, Илья Павлович мана Мускаври партии аслӑ шкулӗнчен вӗрентсе кӑларни тата Трак ен тӑрӑхӗнчи коммунистсем хӑйсен ертÿҫинче мана курни ҫинчен пӗлтерсен, килӗшрӗм. Ҫапла майпа манӑн Красноармейскине каялла таврӑнмалла пулчӗ. Ҫакӑншӑн паян пачах та кулянмастӑп.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 432 | Хăçан: 20.08.2010 | Комментарисем (0)

­

Вӗсем республикӑри на­ука ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн кӑнтӑрла иртсен пирӗн района тухса килчӗҫ. Эпир парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗпе А. Петровпа Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз председательне Л. В. Васильева хаклӑ хӑнасем килесси ҫинчен пӗлтертӗмӗр.
Чӑнахах Мускавпа Шупашкар хӑнисем 15 сехет тӗлнелле Трак ене килсе ҫитрӗҫ те часах эпир Упине тухса кайрӑмӑр. Леонтий Васильевич вӗсене уйсене кӑтартса ҫурерӗ. Аякран килнӗ хӑнасем улӑхра ҫӳрекен ӗне кӗтӗвӗ патӗнче чарӑнса выльӑхсем ем-ешӗл курӑк ҫинине пӑхса тӑрса савӑнчӗҫ.
Каярах столовӑйӗнче пулă шÿрпи ҫинӗ чухне А. Егоров академик тӗнчери тата  ҫӗр-шыври лару-тӑрупа паллаштарчӗ, СССРти ӑсчахсен ёҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӗсене хамӑр тӑрӑхри партас пулӑ килӗшрӗ. Мӑн Ҫавалта ҫакӑн пек тутлӑ пулӑ ӗрчени ҫинчен С. Ислюков та пӗлмен иккен. Апатланнӑ хыҫҫӑн эпир вӗсене Шупашкар районӗн чиккине ҫитиччен ӑсатса ятӑмӑр.
1974 ҫулта эпир хамӑр патӑрта Совет Союзӗн Ге­роине А. В. Ляпидевскине кӗтсе илнӗччӗ. Районти культура ҫуртне халӑх лӑках пуҫтарӑннӑччӗ. Анатолий Васильевич хӑй тата юлташӗсем ҫинчен икӗ сехете яхӑн каласа пачӗ. Вӑл 1934 ҫулта "Челюскин" пӑрахут ҫинчи экипажа епле ҫӑлни ҫинчен питӗ тӗплӗн пӗлтерчӗ, ыйтусем ҫине ху-равларӗ. 1933 ҫулта, "Челюскин" пӑрахута туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ӑна Мур­манск хулинчи портран Ҫурҫӗр тинӗсӗпе Владивос­тока ҫитме кӑларса янӑ. Шел, 1934 ҫулхи февралĕн 13-мӗшӗнче асӑннӑ пӑрахут пысӑк пӑрсемпе хӗсӗнсе ларнӑ. Паттӑрсене ҫӑлма ҫӗр-шыври паллӑ летчиксене явӑҫтарнӑ. Операцие ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа вӗсене пурне те Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Вӑл ҫул ҫак хисеплӗ ята пуҫласа пама тытӑннӑ. Летчиксем М. И. Калинин кабинетӗнчен тухсан Ленин орденӗпе "Ылтӑн ҫӑлтӑр" медале ҫавӑркаласа пӑхсан  А. В. Ляпидевские "Урра!" йӑтса саламлаҫҫӗ. А. В. Ляпидевский пирӗн ҫӗр-шывра Совет Союзӗн Геройӗ ята пӗрремӗш илнӗ.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 458 | Хăçан: 20.08.2010 | Комментарисем (0)

Эпӗ пёррехинче "Известия депутатов трудящихся" журналта ун чухнехи Ленинград хула Совечӗн яланхи комиссийӗсем ҫинчен ҫырнӑ аатьяпа паллашрӑм. Тепӗр кунах вӗсем патне пырса курма ыйтса ҫыру ятӑм. Часах хӑнасенчен от­ветлă çыру килчӗ. Тепӗр тапхӑртан районтан йёркеленё делегаци Ленинградра пулса  курчӗ, паха опыта паллашрӗ. Унӑн йышне Трак енри мен пур ял совет ӗҫ тӑвкомӗн председателӗсем кӗнӗччӗ. Унтан таврӑнсан советсенчи яланхи комисси членӗсемпе анлӑ семинар-канашлу ирттертёмёр. Каярахпа, райсовет ӗҫтӑвкомӗн секретаре В. Гордеева вёсемпе тёрлёрен мероприятисем ирттерчё, вăл ыйтӑва сессинче сутсе яврӑмӑр.
  1970—1980-мӗш ҫулсенче райӗҫтӑвком ирттерекен мероприятисене В. Гордеева секретарьпе тепёр инструктор йёркелесе пыратчӗҫ. Вал тапхӑрта сессисем, граждансен пухӑвӗсем тэта депутатсен отчечёсем йышлӑ халӑхпа иртетчӗҫ. Фермӑсенчи хӗрлӗ кӗтессенче, мехпарксенчи механизаторсен ҫурчӗсенче тӑтӑшах занятисем, лекцисем тата тӗрлӗрен калаҫусем йӗркелесси ҫирӗп йӑлана кӗнӗччӗ. Совет органӗсен ӗҫченӗсем клубсенче, шкулсенче тата медицина учрежденийӗсенче пулса сиксе тухнӑ ыитусемпе йывăрлăхсене ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшнӑ. 1973—1975 ҫулсенче ял совет ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ К. Филимонов, В. Вла­димирова,  П. Иванов, А. Миро­нова, А. Андреев, Н. Андреева, Д. Александров тэта ыттисем те районта иртекен мероприятисене яланах активлӑ хутшӑнатчӗҫ, вӗсем ял ҫыннисем хушшинче хисепреччӗ.
Вӑл ҫулсенче ҫӗр-шывра пысӑк фермӑсем ҫеҫ мар, комплекссем тӑвас ӗҫсем пуҫланнӑччӗ. "Прогресс" колхоз председателе Н. В. Петров Молдова Республикинчен лю­церна вӑрлӑхӗ шырама килнё представительпе паллаштарчĕ. Вӑл хӑйсем патӗнче сысна ком­плексĕ туса лартни ҫинчен ка-ласа пачӗ те пире пырса курма чӗнчӗ. Эпир часах парти райкомён пёрремёш секретарёпе А. П. Петровпа районти хуҫалӑх ертуҫисене асӑннӑ республикӑна илсе кайса килтӗмӗр  те пӗр тӑхтаса тӑмасӑр сысна комп­лексĕ  тума пуҫларӑмăр.
С. И. Железин асаилĕвĕсем | Миçе хут пăхнă: 475 | Хăçан: 31.05.2010 | Комментарисем (0)

1-5 6-9
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024