Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. 3-мĕш пайĕ
07.04.2010, 15:25
1962 ҫулта пирӗн района Ҫӗрпӳ районӗпе пӗрлештернӗ. 1964 ҫулта эпир ҫемьепе Ҫӗрпӗве куҫса килтӗмӗр. Эпӗ районӑн ял хуҫалӑх управленийӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Парти райкомӗнче иртекен пӗр канашлу хыҫҫӑн мана КПСС райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ Василий Владимирович Самаркин хӑй кабинетне чӗнсе кӗртрӗ. Вӑл Красноармейски районне ҫӗрпусемпе пӗрлештернӗ ҫул унта парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. В. Самаркин манӑн мӑшӑр Трак районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнчен пулнине пӗлсен питех те савӑнчӗ. 1964 ҫулхи апрель уйӑхӗнче эпир унпа, маншӑн пирвайхи хут официаллӑ йӗркепе, Красноармейски ялне килсе кайрӑмӑр. Вӑл райцентрти вӑтам шкула А. Д. Попов патне кайрӗ, эпӗ "Победа" колхоз правленине. Ун чухне колхоз председателӗнче Д. А. Алексеев ӗҫлетчӗ. Вӑл вӑхӑтра хуҫалӑх правленийӗн председателӗн кабинетӗнче бригадирсемпе ферма заведующий-ӗсен канашлӑвӗ иртетчӗ. Эпӗ вӗсенё хампа паллаштарнӑ хыҫҫӑн унти лару-тӑрупа интереслентӗм. Мана Давыд Алексеевич кӑмӑла кайрӗ. Д. Апексеев хӑйне лӑпкӑ тытрӗ. Канашлу хыҫҫӑн эпир председательпе чылайччен калаҫса лартӑмӑр. Каярах эпӗ культура ҫуртне кайрӑм, унта мана В. В. Самаркин кӗтетчӗ. Каҫ енне Ҫӗрпӗве таврӑннӑ хыҫҫӑн парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ И. И. Мешков патне кӗрсе Красноармейскине кайса килни ҫинчен каласа патӑмӑр.
Ҫав ҫулхи апрель уйӑхӗнче манӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Динамо" хуҫалӑха каймалла пулчӗ. Унти правлени ҫуртне пырса кӗрсен пӗр пӗчӗкрех хӗрарӑмпа калаҫса кайрӑмӑр. Вӑл унта агрономра ӗҫленине пӗлсен манӑн калаҫу ҫур акине хатӗрленес ыйтусем тавра пулчӗ. Сӑмах май "Хӑвӑр ӑҫтисем?" тесен "Красноармейски енчисем, мана Зоя Аркадьев-на тесе чӗнеҫҫӗ", терӗ. Ҫапла паллашрӑмӑр эпир 3. Аркадьевапа. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи агрономсем хушшинче пысӑк авторитетпа палӑратчӗ.
Ҫавӑн евӗр тӗл пулусем тата калаҫусем кунсерен пулса пынӑ. Ҫавах та мана ытларах Красноармейскинчи тӗл пулусем кӑмӑла килчӗҫ. Паллах, производствӑра темӗнле кӑлтӑксем те сиксе тухаҫҫӗ. Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшакансенчен тепӗр чухне тунӑйӑнӑшсемшӗн ҫирӗпрех ыйтма та тиветчӗ.
1965 ҫулхи август уйӑхӗнче манӑн ӗҫ кабинетне пӗр ҫамрӑкрах мар ҫын васкаса кечӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи "Восток" хуҫалӑх агрономӗ Григорий Яковлевич Яковлев пулчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, И. М. Максимов председатель ирӗк панипе уйра тырӑ выракан комбайна пӗр ҫыннӑн килӗнчи урпине вырса ҫапма илсе кайнӑ. Кайса тӗрӗслеме тиврӗ. Г. Яковлев каланисем чӑнлӑха килчӗҫ. Ҫав кунах бюро членӗсене пухса лару ирттерчӗҫ, И. М. Максимова выговор пачӗҫ.
1965 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче республика хаҫачӗсенче ҫӗнӗрен Хӗрлӗ Чутай, Тӑвай тата Красноармейски районӗсене туса хуни ҫинчен РСФСР Верховнӑй Совет Президиумӗн Указӗ пичетленсе тухрӗ.
Эпӗ "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатра района туса хунӑранпа 65 ҫул тултарнӑ май "Район иккӗмӗш хут ҫурални" материал пичетленнӗччӗ. Ҫавӑнпа та ку статьяра ытларах паллӑ та пултаруллӑ ҫынсемпе ирттернӗ тӗл пулусем ҫинчен каласа парас килет.
1969 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Вӑрнара иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетме, ҫӗнӗ ҫулхи социализмла обязательствӑсем йышӑнма пуҫтарӑннӑччӗ. Пысӑк канашлӑва пирӗн район делегацийӗ те кайнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра ун пек канашлусем пур районсенче те иртетчӗҫ. Юнашар тата туслӑ районсем унта пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарнӑ, хӑйсем патне пырса курма хӑнана чӗннӗ. Пирӗн делегаци йышӗнче парти райкомӗн секретарӗ 0. А. Александрова, "Россия" колхоз председателӗ Е. Л. Лукин тата эпӗ пулнӑ. Канашлу ӗҫне пирӗн ентеш, Социализмла Ӗҫ Геройӗ И. Н. Никифоров та хутшӑннӑччӗ. Канаш-лу вӗҫленсен хӑнасене столовӑйне апатланма илсе кайрӗҫ. Унта Иван Никифорович пирӗнпе юнашар ларчӗ. Питӗ асра юлнӑ тӗл пулу пулчӗ Упи ҫыннипе. Вӑл хӑй ҫинчен калама юратман. Ытларах Упи тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ; И. Н. Никифоров ҫуралнӑранпа ҫак кунсенче 100 ҫул тултарчӗ.
Района ҫӗнӗрен йӗркелесен учрежденисем тата'аякран килекен чиновниксем валли пурӑнма тата вӗсене ҫӗр каҫма ҫуртсем питӗ сахалччӗ. Ҫавӑнпа та сӗнӗрен Г. Степанов урамне уҫса щитсенчен тунӑ ҫуртсем лартрӑмӑр. Унта район прокурорне Г. Мемедейкина, Силова, Егорова, райхаҫат редак-торне Иванова, Филимонова тата манӑн ҫемьене вырнаҫтарма май пулчӗ: ҫемьесем килӗштерсе те туслӑ пурӑннӑ. Иванов редактор ҫемйи Шупашкара куҫса кайсан вӗсен вырӑнне М. Прохоров ҫемйи пырса вырнаҫнӑччӗ. Вӗсемпе кӳршӗллӗ пурӑннӑ вӑхӑтсем халӗ те асран тухмаҫҫӗ.
1980 ҫулсен пуҫламӑшӗнче районти чи вӑйлӑ аталанакан хуҫалӑхсен шутӗнче "Большевик" колхоза аса илеттӗмӗрччӗ. Пикшик тӑрӑхӗнче ҫулсеренех темиҫешер объект куҫ умӗнчех хӑпарса ларатчӗ. Ф. С. Семенов пуҫлӑхпа эпир Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх управленийнче пӗрле ӗҫлерӗмӗр. Вӑл тӑван хуҫалӑха киличчен Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх управленийӗн ертуҫинче, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫум-ӗнче тӑрӑшса питех те пуян опыт пухрӗ. 7—8 ҫул хушшинче асӑннӑ хуҫалӑхра темиҫе ферма, мастерской тата ытти ҫуртсем туса лартрӗҫ. 340 шкул ачи вырнаҫмалӑх ҫурта туса лартнине вӑл ҫулсенче юмахри евӗр каласа паратчӗҫ. Вӑл шкула ҫӗклемешкӗн Федор Семенович нумай ачаллӑ темиҫе хӗрарӑма Мускава, Правительство ҫуртне, илсе кайса килчӗ.
Тӗрлӗрен тӗл пулусем тата аса илмелли лайӑх самантсем район историйӗнче чылай пулнӑ.
(Малалли пулать).
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 432 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024