Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. 4-мĕш пай
31.05.2010, 12:59
1986 ҫулта пирӗн республикӑри пилӗк районти парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗсене партин Чул хулари аслӑ шкулне вӗренме илсе кайрӗҫ. Унта ытти республикӑсемпе облаҫсенчен те 5—6-шар ҫын пынӑччӗ. Пӗрремӗш лекцие кӗрсе лартӑмӑр та лектор каланине ҫырса пыма пуҫларӑмӑр кӑна, пирӗн хыҫра ларакансенчен пӗри руч­ка манса юлнӑ тесе кулянса каларӗ. Манӑн кӗсьере тата тепӗр ручка пурччӗ те ӑна патӑм. Тӑхтавра эпир унпа калаҫса кайрӑмӑр. Вӑл Мари Эл Республикинчи партии Морки райкомӗн пӗрремӗш секретаре Юрий Иванович Сабанцев пулчӗ. Ҫавӑнтанпах эпир унпа районсем хушшинче туслашса пурӑнма калаҫса татӑлтӑмӑр. Курсран таврӑнсан эпир туссем чӗннипе Моркине делегаципе тухса кайрӑмӑр. Пирӗн делегаци йышёнче хамӑр районти ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ М. В. Васильев тата райпо председателе И. В. Васильев пулчӗҫ. Унта вӗсем пысӑк канашлура пирӗн районпа туслашса пурӑнма килӗшрӗҫ. Каярахпа Морки районӗн делегацийӗ те пирӗн пата килсе кайрӗ. Вӗсем "Большевик", "Россия" колхозсемпе "Сельхозтехника" пӗрлешӗвӗнче пулса ӗҫлӗ калаҫусем ирттерчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти хуҫалӑхсем пирӗн патӑртан ҫӗр улми вӑрлӑхӗ илсе кайрӗҫ, "Большевик" колхозӑн строителӗсем йывӑҫ материалӗсем кӳрсе килчӗҫ. Ҫапла пулчӗ моркисемпе туслӑ пурнӑҫ тытассин пуҫламӑшӗ.- Вӑл ҫулсенче ҫӗр-шывра ял хуҫалӑхӗнче бригадӑпа ҫемье подрячӗ пирки питӗ ҫивӗч калаҫатчӗҫ. Мари Республикинче ку енӗпе аван ӗҫлеме пуҫланине шута илсе, вёсен опычӗпе паллашма эпир районти хуҫалӑхсен бухгалтерӗсемпе экономисчӗсене икӗ автобус ҫине лартса унта кайса кштӗмӗр.
1984 ҫулхи апрелей 7-мӗшӗнче эпӗ ирех телефонпа Л. П. Прокопьев патне шӑнкравларӑм, ӑна 50 ҫулхи юбилейӗпе саламларӑм. Вӑл мана салам сӑмахӗсемшӗн тав турӗ те ҫав кун кӑнтӑрла иртсен Трак ене ҫитсе тӑван килӗнче пулнӑ хыҫҫӑн парти райкомне кӗрсе тухма шантарчӗ. Часах эпир Л. К. Константиновпа ӑна кӗтсе илме палӑртса хутӑмӑр.
Чӑнах та Леонид Прокопьевич палӑртнӑ вӑхӑта ҫитрӗ. Ӑна парти райкомӗнче тата райӗҫтӑвкомра ӗҫлекенсемпе пуҫтарӑнса саламласшӑнччӗ, вӑл ун пектума килёшмерӗ, ӗҫ ҫинчен калаҫмалла, терӗ. Эпир ӑна районти лару-тӑру-па паллаштартӑмӑр, Ҫӗрпӳ — Красноармейски — Кулҫ-ырма ҫула ҫӗнӗрен тӑвас ыйтӑва хускатрӑмӑр. Леонид Прокопьевич вӑл ҫул Хусан — Саранск ҫулӗ тесе ҫӗнӗрен проект хатӗрлеме хушатӑп терӗ. Тата ытти ҫивӗч ыйтусе-не хускатнӑ хыҫҫӑн эпир ӑна илемлӗ ÿкерчӗк парнелерӗмӗр, столовӑйне кайса апатлантӑмӑр.   <
Шел, вӑл пирӗнтен питех те ир уйрӑлса кайрӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатма пирӗн район делегацийӗ те хутшӑнчӗ, унта эпӗ сӑмах тухса каларӑм.
2008 ҫулхи март уйӑхӗнче ман пата киле республикӑри почта ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗ С. Т. Тимофеева телефонпа шӑнкӑравласа хӑй патне пыма чӗнчӗ. Трол­лейбус ҫинчен ансан 1969—1978 ҫулсенче партии Крас­ноармейски райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ А. П. Петрова асӑрхарӑм. Вӑл та Светлана Терентьевна чӗннипе унта пынӑ иккен. С. Т. Тимофеева пире пите ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Вӑл пирӗнпе, иксӗмӗрпе, тӗл пулса калаҫма шутласа хунӑ иккен. Эпир икӗ сехете яхӑн калаҫса лартӑмӑр. Светлана Терентьевна сакӑр ҫула яхӑн пирӗн районти почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ-ҫке. Вӑл питӗ сӑпайлӑ хӗр арӑм, 1993 ҫултанпа республикӑри по­чта ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Ӑна 2003 ҫулта республикӑри хӗрарӑмсен Канашӗн председательне суйлаҫҫӗ. Эпир Андрей Петровичпа ӑна Красноармей­ски районӗнчи лару-тӑрупа паллаштартӑмӑр. Ун чухне районӑн ҫывхарса килекен юбилейӗ пирки те сӑмах пуҫартӑмӑр. Вӑл "Красноармейский район. Люди и судьбы" кӗнекене пысӑк хак пачӗ. Кунта районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатӑн тёп редакторён И. А. Прокопьевӑн тӳпи пысӑккине палӑртрӗ А. П. Петров. Унтан вӑл Чӑваш академипе драма театрӗнче районӑн 70 ҫулхи юбилейне епле ирттерни ҫинчен сăмах хускатрё. Питех те шел, Андрей Петрович ҫав тĕл пулу хыҫҫӑн нумаяхта пурӑнаймарӗ, пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Ана Ҫӗрпу районӗнчи ҫуралнӑ ялӗнче — Камайкассинче пытарчӗҫ. Ĕҫтеше юлашки ҫула ӑсатнӑ ҫӗрте район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Н. Антоновпа пултӑмӑр, хурлӑхлӑ митингра сӑмах тухса каларӑмӑр.
1973—1975 ҫулсем маншӑн ҫеҫ мар, районта пурӑнакан ытти чылай ҫынсемшӗн халӗ те асра-ха. Вӑл ҫулсенче эпӗ райӗҫтӑвком председателей должноҫӗнче ӗҫлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та манӑн аса илмелли самантсем питех те чылай. Мана ял хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫлесе пухнӑ опыт, паллах, кирлӗ пулнӑ-ха, ҫавах та совет органӗсенче урӑхларах ӗҫлеме тивнӗ-ҫке. Районти ӗҫ тӑвакан комитет председа­телей хӑйӗн ӗҫӗнче ытларах общественность, яланхи комиссисем, депутатсем ҫине таянса ӗҫлемелле пулнӑ.  (Малалли пулать).
Кам хушнă: alex-net |
Миçе çын пăхнă: 477 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024