Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. 1-мĕш пайĕ
05.02.2010, 22:18
Сергей Иванович Железин Трак ен тăрăхĕнче 1965-1973 çулсенче районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче, 1973-1975 çулсенче район Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕнче, 1980-1990 çулсенче КПСС парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă.
Чӑваш АССР Ӗҫ Тӑвакан Тӗп Комитечӗн Президиумӗ 1935 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле, Тӑвай тата Трак районӗсене туса хурасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Ăна Раҫҫейӗн Ӗҫ тӑвакан Тӗп Комитечӗн Президиумӗ ҫав ҫулхи январӗн 25-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Трак районне Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Вӑрнар районӗсенчи ялсене кӗртнӗ. Район центрӗ пулма Малти Трак ялне ҫирӗплетнӗ. Район центрӗ республикӑн тӗп хулинчен — Шупашкартан 58 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Вӑл ҫулхине районта 26 ял Совечӗ, 108 ял пулнӑ, ҫын шучӗ 32 пинтен иртнӗ.
1935 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗнче районти парти организацийен пӗрремӗш пухӑвӗ пулса иртнӗ. Унта парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулма Е. Я. Майрина суйланӑ.
Каярахпа тӗрлӗ ҫулсенче парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗн тивӗҫӗсене Н. М. Семенов, В. М. Свешников, М. Т. Тихонов, В. М. Шиверов, Г. В. Сахалкин, Н. Г. Григорьев, Ф. С. Дмитриев, А. Е. Мустакова, В. В. Самаркин, А. Д. Попов, А. П. Петров, Г. П. Касихина, С. И. Железин, Л. А. Журавлев тата Н. С. Семенов пурнӑҫланӑ.
1935 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнче советсен районти пӗрремӗш сьезчӗ пулса иртнӗ. Унта районӑн ӗҫ тӑва-кан комитечӗн председателӗ пулма П. И. Липатова суйланӑ. Ун хыҫсӑн ҫакдолжноҫра В. И. Игнатьев, Н. Ф. Виноградов, А. М. Краснов, И. А. Александров, В. 0. Осипов, М. Г. Гринев, Г. Ф. Федоров, А. Д. Попов, Т. С. Тимофеева, В. М. Михайлов, С. И. Железин, Г. П. Касихина, Л. К. Константинов, А. П. Никитин тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа районти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗн должноҫне С. А Николаев пурнӑҫлать.
Паллах, районӑн 75 ҫулхи историйӗ литех те пуян. Ҫак тапхӑрта Трак енре чӑннипех те ырӑ улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Ун ҫинчен 2000 ҫулта пичетрен тухнӑ "Трак ен" кӗнекере витӗмлӗн ҫутатса панӑ. Районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат та асӑннӑ тапхӑра тӗплӗн ҫутатса пачӗ.
1940 ҫулхи августӑн 16-мӗшӗнче РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗ Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Малти Трак ялне Красноармейски, Трак районне Красноармейски ят парасси ҫинчен калакан йышӑнӑвне ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑнпа та манӑн малашнехи сӑмахӑм Красноармейски районӗпе ҫыхӑнать.
Манӑн мӑшӑрам — Екатерина Федоровна — хамӑр район-и Ҫырмапуҫ Карай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хаклӑ ҫыннӑмӑрпа 1961 ҫулхи январь уйахӗнче пӗрлешрӗмӗр. Эпӗ Чӑваш ял хуҫалӑх, вӑл И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн юлашки курсӗнче вӗренеттӗмӗр. Алла диплом илсен пире Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялне ячӗҫ. Эпӗ "Красный фронтовик" хуҫалӑхра агрономра, мӑшӑрӑм Кӗлӗмкассинчи шкулта учительте ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Вырӑнти халӑх часах мана колхоз председателӗ пулма суйласа лартрӗ.
1962 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Шупашкарта республикӑри мӗн пур хуҫалӑх ертуҫисемпе пысӑк канашлу ирттерчӗҫ. Ун чухне эпӗ Красноармейски районӗнчи "Россия" колхоз председателӗпе Е. Л. Лукинпа паллашрӑм. Вӑл мана унтанпа "кӗрӳ" тесе чӗнетчӗ. Ҫав ҫулах эпир унпа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Совет Союзӗн Геройĕ А. Г. Николаев летчик-космонавт космосран вӗҫсе ансан, тӑван ялне килнӗ ҫӗрте тепӗр хут тӗл пултӑмӑр. Егор Лукич унта шӑрттан илсе пынӑ пулнӑ. Халӑх питех те нумайччӗ. Шӑрттана эпир хамӑрах ҫисе ятӑмӑр. Ҫапла, Красноармейски тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫынсенчен пӗрремӗшӗ маншӑн Е. Л. Лукин пулчӗ.
Эпӗ Красноармейски районне 1961 ҫулхи апрель уйӑхӗнче пирвайхи хут килсе куртӑм. Пире аслӑ шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫçӑн алла диплом илсен тӑван района кайма направлени пачӗҫ. Йӗпреҫе кайиччен мӑшӑрӑн тӑван ялне килсе кайма шут тыгрӑмӑр. Красноармейскине ҫитсен мӑшӑрӑн аппӑшӗ — Мария Федоровна — патне кӗтӗмӗр. Вӑл 1960 ҫулта М. И. Ильин учительпе пӗрлешсе çемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем ун чухне район центрӗнчи Перво-майски урамӗнчи Сӑпани ятлӑ хӗрарӑм патӗнче хваттерте пурӑнатчӗҫ. М. Ильин район хорне ертсе пынӑ. Михаил Ильич мана питех те килӗшрӗ. Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсене фис-гармонипе выляса юрласа пачӗ. Халӗ те астӑватӑп-ха: "Ҫеҫкери ҫӗмӗртсем" юрӑ питӗ килӗшнӗччӗ. Унтан эпир Екатерина Федоровнăпа Красноармейскинчен вӑрман урлӑ Ҫырмапуҫ Карай ялне кайрӑмӑр. Ун чухне шӑпах Мӑн кун эрни пыратчӗ. Яла ҫитсессӗнех мӑшӑрӑн амӑшӗ — Марфа Егоровна—тӑванӗсене пуҫтарчӗ. Дина Захаровна, Валерий Григорьевич, Венера Андреевнăн ашшӗ-амӑшӗ тата ытти ҫывӑх тӑвансем килчӗҫ, тем самантра пÿрт тулсах ларчӗ. Ҫапла, эпӗ пӗрремӗш хут Карай таврашӗнчи ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемпе паллашрӑм.
Красноармейскисемпе калаҫнӑ чухне, эпӗ Йӗпреҫ районӗнчен пулнине пӗлсен, пурте тенӗ пекех Трак ен районӗн ертӳҫи А. Е. Мустакова та санӑн ентешу тесе каларӗҫ.
Чӑннипех, Александра Егоровна Мустакова Йӗпреҫ районӗнчи Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1946—1948 ҫулсенче ВЛКСМ Йӗпреҫ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче мана комсомол ретне илнӗ. Пирӗн ял Йӗпреҫ поселокӗнчен 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ун чухне эпир Йӗпреҫе ҫурран кайса А. Е. Мустакова аллинчен комсомол билечӗсем илтӗмӗр.
А. Е. Мустакован пурнӑҫ шӑпи питӗ йывӑр килнӗ. Вӑл 1943—1945 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ. Фронтран таврӑнсан учительте, шкул директорӗнче ӗҫленӗ. 1950 çулта Чул хулари партин аслӑ шкулне вӗренсе пӗтерсен хамӑр республикӑри Первомайски парти райкомӗн икккӗмӗш секретарӗнче, 1952— 1962 ҫулсенче Красноармейски парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ.
А Е. Мустаковăпа эпир 1965 сулхи ноябрь уйӑхӗнче, Красноармейски районӗ ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ чухне, тӗл пултӑмӑр. Вӑп ун чухне Красноармейскине ятарласа килнӗччӗ. Александра Егоровнăпа нумайччен калаҫса лартӑмӑр. Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче унӑн тӑван хуҫалӑхне — "Красный фронтовике" — ертсе пынӑ-ҫке. (Малалли пулать).
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 601 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024