Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Федор Григорьев асаилĕвĕсем

Тарăн йĕр хăварнă аса илÿсем
29.06.2010, 22:27
Вăрçă хыççăн мана, салтак шинельне хывиччен, "Победа" колхозри уй-хир бригадирĕн "тилхепине " тыттарчĕç. 
Йывăрлăха пăхмасăрах çур акине хатĕрленме тытăнтăмăр. Вăл вăхăтра хуçалăхра тĕп вăй лаша пулнă. Çавăнпа та вĕсене пăхассине мала хунă. Утă çителĕксĕрччĕ. Ыраш улăмне пăтратмăш туса çитернĕ. Колхоз правленийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, витнĕ йĕтемĕн тăрринчи ыраш улăмне сÿсе илсе, витери пушă пÿлĕмсене тултарнă.
Арман та канăçсăррăн халтăртататчĕ. Астăватăп-ха, унта Анфиса, Юля тата Матьрун хĕр-упраçсем пусыпка авăртатчĕç. Эпĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тесе, арман пÿртне кĕтĕм. Кунта тапчан çине тăсăлса выртнă вăтам пÿ-силлĕ, çулланма ĕлкĕрнĕ арçын ура çине тăчĕ. Ăна пуçĕнчен пуçласа ури таран сăнаса пăхрăм. Хăй хром атă тăхăннăччĕ. Çире ăшă пальто пулнине астăватăп. Паллашрăмăр.
— Степан Николаевич Николаев мельконтролер пулатăп эпĕ, — терĕ вăл.
Ун чухне арманта çăнăх авăртнăшăн тытса юлакан тырăна карнцевой сбор, тетчĕç. Мелнике укçан тÿленĕ. Çав укçапа армана килекен тырă виçине тĕрĕслекен контролерта ĕçленĕ Степан Николаевич. Çавăн пекех вăл арманта хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăннине те аякра хăварман. Колхозсене Хусантан арман чулĕсене туянма та пулăшнă. Унччен хăй ĕçĕпе Яманакпа Васнара çитме ĕлкĕрнĕ. Çул çинче çуран çÿрени чылай ĕшентернĕччĕ ăна.
Вăхăт чылай улшăнусемпе пуянланчĕ. Мана парти райкомĕн инструкторĕнче вăй хума шанчĕç. Аппаратра çамрăк çын тăрăшни кирлех пулнă. Райкомăн икĕ лаша тата пĕр çăмăл автомашина пурччĕ.
С. Николаев мельконтролера район центрĕнчи "Живсырье" кантурĕн директорне лартрĕç. Асăннă организацин кантурĕ Первомайски урамĕнчи Екатерина Петрован кил-çуртĕнче вырнаçнине астăватăп. Кивĕ ампарсенчен ăсталанă склачĕсем урам вĕçĕнчи уничере ларатчĕç. Ĕçлĕхлĕ директор хальхи хатĕрлев кантурĕ вырăнне кирпĕчрен кантур тата ун çумнех кирпĕчрен склад купалаттарчĕ. Каярахпа "Живсырье" организаци вырăнне хатĕрлев кантурĕ туса хучĕç. Унăн директорĕн сĕтелĕ хушшинче С. Николаев ларни куç умĕнчех. Каярахпа ăна Красноармейски ялпо председателĕн хатĕрлев енĕпе ĕçлекен пулăшаканĕ пулма суйларĕç.
Çемен Ефимовичăн чылай кивелнĕ çуртне туянсан эпĕ палланă-пĕлнĕ çын чăн-чăн Малти Трак арçынĕ пулса тăчĕ.
С. Николаев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ — Трак тăрăхĕн историйĕ. Вăл — Вăрмар районĕнчен. Унпа эпĕ 1947 çулхи февраль уйăхĕнче паллашрăм. Ывăлĕ çар çынни — полковнике çити ÿсни пирки каланăччĕ мана. Халь Красноармейскинче Валентина Степановна Антонована пĕлмен çын çук та пуль. С. Николаевăн хĕрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
"Хупах пÿрчĕ", — тетчĕç ватă çынсем Çимукка пÿртне. Унта Çĕрпÿ вырăсĕсем Шупашкартан эрех турттарса килсе суту-илÿ тунă. Урамне вăл вăхăтра "хупах урамĕ", — тесе ят панă.
Степан Николаевич Çимуккана виличченех çав килте пăхса пурăнчĕ. Ывăлĕн хĕрĕ — Галя (амăшĕ вырăс) ватă аслашшĕне пăхса пурăнмарĕ. Галя Малти Карăк каччипе пĕрлешсе Çĕпĕре амăшĕ патне тухса кайрĕ.

х х х

Ямайкассинчи Прохоров шкул директорĕн, колхоз председателĕн тата пуçламăш парторганизаци секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыратчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кайсан, темĕн чухлĕ тăрăшсан та, ĕçе каç пуличченех вĕçлеме пултараймарăм. Район центрне таврăнма тухсан çил-тăман çавăрттарса çул-йĕре хĕвсе лартрĕ. Куç курмасть. Аран-аран Кÿлçырмана çаврăнса тухрăм. Ку яла эпĕ пĕлекен Ялампи качча тухнă. Хут çинче вăл Евлампия Меркурьевна Меркурьевапа çырăнать. Çемйипе уй хапхинчен инçех мар килте пурăнаççĕ. Пÿрте кĕрсенех сăмах хыççăн сăмах сыпăнчĕ пирĕн.
Ялампи Элĕк районĕнчи Мартынкасси ял советне кĕрекен Шапкин ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унтах унăн — ашшĕпе амăшĕ, шăллĕпе кинĕ. Шăллĕ Григорий Меркурьевич — колхоз бухгалтерĕччĕ, кинĕ Евдокия Егоровна — Мартынкасси шкулĕнчи вĕрентекенччĕ. Эпĕ çар ретĕнче тăнă чухне вĕсем Красноармейскинче ĕçленĕ тата пирĕн патра хваттерте пурăнни çинчен хыпарласа пĕлтернĕччĕ мана.
Григорий Меркурьевич Корниловăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав. Вăл, Буинска, райцентр валли строительство материалĕсем турттарса килме кайсан, пуйăс айне лексе вилет. Арăмĕ — Евдокия Егоровна — ачисемпе кил-çуртне пăрахса ашшĕ-амăшĕн ялне Именкассине тухса кайнă.
Ачисем — Леонидпа Феликс, Светлана пулнă. Светланăпа Леонид — Шупашкарта, Феликс Тюмень облаçĕнчи Мегион хулинче пурăнаççĕ.
Ăçтарах вырнаçнă-ши Кÿлçырма? Пĕчĕк ял Шупашкар — Красноармейски автоçулăн сулахай енче ларать.
Кам хушнă: mixaj_58 | | Теги: Победа колхоз
Миçе çын пăхнă: 535 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024