Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ)

Иртни манăçа тухмасть
31.05.2010, 16:14
Аслă Аттелĕх вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçлесе киле таврăннă хыççăн 1948 çулта эпĕ Красноармейскинчи столовăй заведующине ĕçе вырнаçрăм.
Вӑл тапхӑрта районӗпе те пӗр столовӑй ҫес пулнӑ, унта кунне 200 ҫынран та ытла апатланма ҫÿренӗ. Ĕҫ хыҫҫӑн каҫ енне эрех-сӑра ӗҫме килекенсем тӑтӑшах пулатчӗҫ. Яваплӑ ӗҫре тӑрӑшакансем — райхаҫат редакторĕ И. Хатаевский, халӑх судйи Андреев, уполминзаг ертуҫи И. Яковлев, райӗҫтӑвком секретарĕ  Н. Алексеев, ҫул-йӗр пайӗн начальникĕ Л. Иванов пирӗн патра апатланатчӗс. Эпӗ хам каҫхине столовӑй ҫумӗнче тунӑ пÿлӗмре выртса тӑраттӑмччӗ.
Парти райкомӗн пӗрремӗш секретарĕ Н. Григорьев час-часах хуҫалӑхсене тухса ҫӳретчӗ, вырӑнти активпа, ял ҫыннисемпе тӗл пулатчӗ. Ҫав ҫулсенче вӗсенче уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен колхоз ӗҫкисене йӗркелетчӗҫ. Никонор Григорье­вич лашапа мӑшӑрне лартса уй-хир ӗҫченӗсене саламлама колхозсене кайса килетчӗ. Вӑл пурӑнакан ҫурт столовӑйпа юнашарахчӗ. Григорьевсем килти хуҫалӑхра ӗне те усратчӗҫ, сӗтне вара столовӑйне сутатчӗҫ. Ун чухне районти яваплӑ ӗҫченсене ҫӑкӑра списокпа пирӗн буфет урлӑ тивӗҫтернӗ. Райком секретарьне вара икӗ тÿпе тиветчӗ. Фронтран таврӑнса кулленхи ӗҫе пикеннӗ, ҫирӗп йĕркене пӑхӑнса пурӑнма хӑнӑхнӑ ӗнерхи салтаксене ертӳҫӗсем ҫитменлӗхсемпе килӗшсе ӗҫлени пачах та кӑмӑла кайман. Районти финанс пайӗн заведующийӗпе ЦСУ начальникĕ  (халӗ хушамачӗсене астумастӑп) райком секретарĕн  кӑлтӑкӗсемпе ҫитменлӗхӗсем пирки парти Чӑваш обкомне пӗлтернӗ. Хуларисем, районти парти активӗпе канашласа, Н. Григорьева ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Ун вырӑнне коммунистсен районти ертӳҫи пулма Федор Серге­евич Димитриева лартрӗҫ. Унпа пӗрле райкомӑн иккӗмӗш секретарьне те çӗнӗрен ярса пачӗҫ, Иван Иванович ятлӑччӗ вӑл.
Ертуҫӗсем кӑнтӑр апатне пирӗн пата килме кӑмӑллатчӗҫ. Пӗррехинче мана апатланнӑ вӑхӑтра Ф. Димитриев хӑй сӗтелӗ патне чӗнсе илчӗ. "Акӑ куратӑн-и?" — тет вӑл аллине тытнӑ шӑл катӑкне кӑтартса, шаритленӗ ҫӗр улминчен хатӗрленӗ гарнир ытлашши хытса кайнӑ иккен. Аслӑ повара чӗнсе илтӗм, вӑл Федор Сергеевичран каçару ыйтрӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсем валли ятарласа гарнир хатӗрлеме пуҫларӑмӑр.
Тепӗр темиҫе кунтан каллех хӑй сӗтелӗ патне чӗнчӗ хайхискер. "Халӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт? — тет вӑл аллине ҫыхнӑ сехет ҫине кӑтартса. — Апат вӑхӑчӗ иртсе кайнӑ вӗт". Тепӗр эрнерен райпотребсоюз председательне М. Михайлова, райпо ертуҫине Т. Осипова тэта мана парти райкомӗн бюро ларӑвне чӗнчӗҫ. Унта "Районти столовӑй ӗҫне лайӑхлатасси ҫинчен" ыйту лартнӑ. Ҫитменлӗхсене пӗтерме тата пулӑшу пама парти райкомӗн секретарьне И. Смелова хушса хӑварчӗҫ. Тепӗр виҫӗ кунтан столовӑйӑн пӗр кӗтессинче уйрӑм пӳлӗм турӑмӑр, унта икӗ сӗтел, 8 пукан вырнаҫтарса лартрӑмӑр, сӗтелсем ҫине ҫӗнӗ хаҫат-журнал хурса пыма пуҫларӑмӑр, тепӗр официантка ӗҫе илтӗмӗр. Ӗҫсем кал-кал пыма пуҫларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ф. Димитриев мана урамра тӗл пул­сан алӑ тытса сывлӑх сунатчӗ.
Столовӑй заведующийӗнче ҫулталӑк ӗҫлесен райӗҫтӑвкомӑн культура пайӗн инспекторне ӗҫе илчӗҫ. Кунта ҫулталӑк ытларах вӑй хурсан мана парти райкомӗн бюровне чӗнеҫҫӗ. Паллах, кӑштах шиклентӗм, унта ахальтен йыхравламаҫҫӗ-ҫке.
— Эпир сана парти райкомне ӗҫе илесшӗн. Эсир пирӗн шанӑҫа тӳрре кӑларасса шанатпӑр, — терӗ райком секре­тарĕ.
Ҫапла эпӗ райкомӑн пропагандистӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Мана малтан Ф. Димитриев хаяр, мӑн кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. Пӗрле ӗҫлеме пуҫласан вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ та тарават пулнине туйса илтӗм. Федор Сергеевич хамӑр ӗҫченсене ҫапла каласа хавхалантаратчӗ: "Парти райкомӗнче вӑй хуракана ӗҫ вӑхӑтӗнчех хаҫат-журнал вулама, хӑйӗн культурӑпа политика шайне устерме ирӗк панӑ". Вӑл хӑйӗнчен тата хӑйне пӑхӑнакансенчен ҫирӗп ыйтатчӗ. Анчах ҫакӑ хӑшӗ-пӗрисене килӗшсе кайман, вӗсем ун пирки ҫӑхав ҫырса янӑ. Вӑл "Пятилетка" колхозран 5 килограмм пан улми тулевсӗр илсе килнӗ иккен, ӑна ял хуҫалӑх артелӗн Уставне пӑснӑ тесе айӑпланӑ. Ф. Димитриев хӑйне тӗрӗс мар айӑпланине палӑртрӗ, партии районти конференцийӗнче унӑн куҫҫуль те тухрӗ.
Ун вырӑнне парти райкомӗн пӗрремӗш секретарĕ пулма А. В. Мустакована ҫирӗплетрӗҫ. Парти ӗҫне чун-чӗререн парӑннӑскер, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшатчӗ, каҫхине 9— 10 сехетчен хутсемпе ӗҫлесе ларатчӗ. Анчах пакӑлти чӗлхесем ун ҫинчен те ырӑ мар сӑмахсем сарма уркенмен. Вӑрҫӑ хирӗнче пулни, ҫемье ҫавӑрма май килменни, вырӑнсӑр сӑмахсем сарни унӑн сывлӑхне тунтер витӗм кÿнӗ те пулас. Чире пула вӑл вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.
Ҫакӑн пек асра юлнӑ манӑн столовӑй заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомӑн культура пайӗнче, парти райкомӗнче ӗҫленӗ çулсем.
Кам хушнă: alex-net | | Теги: Красноармейски парти райкомĕ, Красноармейски райĕçтăвкомĕ
Миçе çын пăхнă: 542 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024