Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Асăмрах-ха çав çулсем
23.05.2012, 21:23
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине пур çĕрте те савăнăçлăн паллă турĕç. 
Çав ятпа ялсенче митингсем иртрĕç, унта вăрçă тата тыл ветеранĕсем, вăрçă ачисем тухса калаçрĕç, хăрушă вăрçă çулĕсене аса илчĕç. Çапла, пачах та çăмăл килмерĕ пире 1418 куна пынă хаяр та юнлă вăрçăра. Анчах çĕр-шыври кашни çын Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн тÿпине хывнă: вăй питтисем тăшманпа паттăррăн çапăçнă, теприсем çав тапхăрта заводсенче çар машинисемпе хĕç-пăшал туса кăларнă, яла юлнисем ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра ирттернĕ, фронта валли апат-çимĕç хатĕрленĕ. Акă еплерех аса илет çав çулсене Вутланта пурăнакан Раиса Федоровна Короткова. 
1943 çул. Аслă Отечественнăй вăрçă пырать. Фронтран ырă мар хыпарсем кăна килеççĕ. Çав çулăн пуш уйăхĕ. Тăван республикăри 16 çулхи яшсемпе хĕрсене ФЗО шучĕпе Урал тăвĕсен леш енне, Свердловск облаçне, ăсатаççĕ. Пурте хул пуççи урлă кутамккасем çакнă. Урисене çăпата, çийĕнче камăн сăхман. Пушмак тăхăннă çамрăксем çукпа пĕрех. Çак йыша эпĕ те лекрĕм. 
Поезд Канашран виçĕ талăк кайрĕ. Анат Тагила çитсен яш ачасене поездран антарса хăварчĕç. 
Вĕсем çак хулара ĕçлеме юлчĕç. Пире, хĕрсене, кунтан 60 çухрăмра вырнаçнă Нижняя Паранча ятлă пĕчĕк хулана илсе çитерчĕç. 
Хулана çитсессĕнех икĕ хутлă общежитине вырнаçтарчĕç. Темиçе кун канма ирĕк пачĕç, ун хыççăн завода илсе кайрĕç. Предприяти ячĕ — Ленин тата Хĕрлĕ Ялав орденсемлĕ М. И. Калинин ячĕпе хисепленекен электромашина тăвакан завод. Пире ушкăнсене уйăрчĕç, унтан вара цехсене вырнаçтарчĕç. Пĕр рабочи çумне икĕ çамрăка çирĕплетрĕç. Халĕ вĕсене наставник теççĕ пулас. Ултă сехет хушши малашне пурнăçламалли ĕçе вĕрентетчĕç. Кашнин хăйĕн мастерĕччĕ. Вăл пире общежитинчен илсе килсе ĕç вырăнне тăрататчĕ. 
Мана çирĕм çулхи Руфина Кузнецова çумне çирĕплетрĕç. Вăл манăн пирвайхи наставник пулса тăчĕ. Питех те çирĕп ыйтакан, çав вăхăтрах кăмăллă хĕрччĕ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине кăтартса, ăнлантарса паратчĕ, хăй хыççăн хама тутарттарса пăхтаратчĕ. Заводра ватăрах хĕрарăмсем ытларах ĕçлетчĕç. Арçынсем темиçе çын кăначчĕ. Эпир ĕçлекен сменăра Павел Черепанов мастерччĕ. Хăй каласа панă тăрăх, вăл мĕн çамрăкранах заводра ĕçлесе пурăннă. Цех начальникĕ Алексей Абатуровчĕ. Вăл унччен кунта аслă мастерта ĕçленĕ пулнă. Каярах, 1944 çулта, аслă мастерта Михайлов хушаматлă вырăс ĕçлеме пуçларĕ. Вăл вăрçăран суранланса таврăннă пулнă. Рабочисем хушшинче Уткина, Епимахова ватă хĕрарăмсем пурччĕ. Вĕсен çумĕнче çамрăксем те вĕренсе пычĕç. 
ФЗО (фабрикăпа завод вĕрентĕвĕ) шучĕпе çамрăксен 6 уйăх хушши вĕренмеллеччĕ. Çĕр-шывра хаяр вăрçă пынă май вĕренÿ вăхăтне кĕскетнĕччĕ. Кĕске вăхăтрах хамăр тĕллĕн ĕçлеме пуçларăмăр. Мана та токарь станокĕ умне тăратрĕç. Эпĕ снарядсем валли втулкăсем тăваттăм. Ăна пĕр метр тăршшĕ тимĕр пăрăсран (брус) сменăра утмăл штука яхăн кăлармаллаччĕ. Малалли операцисене вара ытти рабочисем тăваççĕ. Контролерсем хатĕр продукцине тĕрĕслесе фронта ăсататчĕç. Вĕсем пирĕн ĕçе çирĕп тĕрĕслетчĕç. Вăл тапхăрта фронта вăрçă хĕç-пăшалĕ питех те нумай кирли каламасăрах паллă. Завода кĕнĕ çĕрте, цехсенче çакăн евĕр лозунгсем çакăнса тăратчĕç: "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!”, "Пĕтĕмпех фронт валли, Çĕнтерÿ валли хăвăн нормуна пар!” 
6 уйăхран пире рабочие кăларчĕç. Эпир вара 12-шер сехет ĕçлеме пуçларăмăр. Продукци кăлармалли нормăна икĕ хут ÿстерчĕç. Кашни хăйне çирĕплетсе панă станок умĕнче ĕçлет. Яваплă ĕç, пĕртте çăмăл пулман. 
Килтен кутамккана чиксе парса янă çăпатасем икĕ уйăхранах çĕтĕлсе пĕтрĕç. Чăваш çĕрĕ пек мар, Урал тăрăхĕ вак чуллă вырăнсемлĕ, кунта урана тăхăнма çирĕп атă-пушмак кирлĕ. Вара пире пушмаксем валеçсе пачĕç. Кĕпе-тумтирпе те тивĕçтерчĕç. Кĕписем салтак гимнастерки тĕслĕччĕ. Урана заводра усă курнă лента юлашкисене чĕрсе çыхса тăхăнтăмăр. 
Общежити заводран пĕр çухрăмра вырнаçнăччĕ. Анчах та 12 сехет вăй хунă хыççăн çак çул татах та вăрăм пек туйăнатчĕ. Общежитине таврăнсан çăвăннă та часах çывăрма выртнă. Станок умĕнче ĕçлеме, нормăна тултарма ирччен вăй пухмалла пулнă. Канмалли кунсем çукпа пĕрехчĕ. Пире завод территорийĕнчи столовăйра апатлантаратчĕç. Менюра какайсăр купăста яшки, иккĕмĕш блюдо та купăстаран хатĕрленĕскерччĕ, час-часах ирхи апатра тăварланă пулă паратчĕç. Вăл вара шыв ĕçтеретчĕ. Çу кунĕсенче çăнăхран яшка евĕр пăтратса тунă апат (болтушка) сĕнетчĕç. Сайра-хутра макаронтан тунă запеканка е "америка омлечĕн” пĕчĕк татăкне паратчĕç. 
1944 çулта пирĕн çарсем Крыма ирĕке кăларнă хыççăн эпир пурăнакан вырăна Крым тутарĕсене вырнаçтарчĕç. Пире вара уйрăм çынсем патĕнче хваттер тупса пачĕç. Эпĕ Мария Селезнова ятлă икĕ ачаллă хĕрарăм патĕнче пурăнма тытăнтăм. Тăватă çын: Çĕрпÿ район хĕр ачи Вера, хамăр районти Ешкилтри Екатерина Михайлова, Вутланти Августина Егорова тата эпĕ хăтлăх тупрăмăр. 
Совет çарĕ Тăван çĕр-шыва малалла ирĕке кăларса пычĕ. Кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх иртрĕ. Заводра малтанхи пекех тимлесе ĕçлеттĕмĕр. 
Манăçми 1945 çулхи май уйăхĕ. Пĕрле пурăнакан хĕрсем иккĕмĕш сменăраччĕ. Эпĕ ирпе пĕчченех ĕçе утатăп. Пăхатăп та — чылай çуртсен чÿречисем яр уçă. Пĕр хĕрарăм чÿречерен пуçне кăларса: "Девочка! Война закончилась. Скоро домой поедете!” — тесе кăшкăрать. Ĕненес килмест пек. Малалла утатăп. Тепĕр чÿречерен каллех çак сăмахсене илтетĕп. "Вăрçă чарăннă!” Завод хапхи умне çитрĕм. Хамăр цеха кĕретĕп. Унта... шăп. Çынсем те курăнмаççĕ, станоксем те кĕрлемеççĕ. Стена çумĕнчи пăрăхсем енчен кăна шыв юхнă сас илтĕнет: ши-ши-ши. Мастера асăрхарăм. Вăл мана юнашарти 31-мĕш цеха митинга кайма хушрĕ. Кунта сменăри рабочисем пухăннă. Митингра Совет çарĕ нимĕç фашисчĕсене çĕнтерни çинчен пĕлтерчĕç. Çапла вара тахçан кĕтнĕ Çĕнтерÿ çитрĕ. Унта савăннипе йĕрекенни те пулчĕ. 
Завод малалла ĕçлерĕ. Мирлĕ продукци кăларма пуçланă ĕнтĕ. Вăрçă чарăннă пулсан та, эпир Нижняя Паранча хулинче ĕçлесе пурăнтăмăр. Пирĕн хĕрсенчен хăшĕ — пĕр çул, теприсем ытларах та ĕçлерĕç.
Эпĕ 1945 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче тăван яла таврăнтăм. ФЗО шучĕпе вĕренме янă, çул çитнĕ яшсене çара илнĕ, хăшĕ — пĕри заводрах ĕçлеме юлнă. 
Вăрçă çулĕсем хыçа юлчĕç. Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ. Вăхăт калама çук васкать. 85 çула çитрĕм ĕнтĕ. Алла хĕç-пăшал тытса çапăçман пулин те, эпир те Çĕнтерĕве çывхартма мĕн пур вăйран пулăшма тăрăшнă. Çавăнта пирĕн пĕчĕк тÿпе пурришĕн савăнатăп та, мăнаçланатăп та. Асăннă тапхăра аса илнĕ май çапла калассăм килет: эпир курнă йывăрлăха паянхи яш-кĕрĕмĕн нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ. Çамрăксен малашлăхĕ çутă та телейлĕ пултăрччĕ.

Вутланта пурăнакан Раиса Федоровна Короткова
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 438 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024