Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Атте-анне пилĕпе
09.12.2013, 21:20
Кашни кĕркуннех пĕр пек килмест çав, — хăйĕнпе хăй сăмахларĕ пахчинче 76 çулхи Анна Константиновна. — Авăн уйăхĕнче, авă, çумăр çуман кун пулмарĕ те пулас. Çĕр-анне ытлашши нÿрĕке çăтса та çитерейми пулчĕ. Халĕ, раштав уйăхне кĕретпĕр пулин те, çанталăкĕ ăшă та типĕ, чуна савăк кунсем парнелет. Çапах та кăçал çу кунĕсем çут çанталăк тусĕсене кÿрентермерĕç. Çĕр улмийĕ, ав, сакай тулли, ытти нÿхрепре упранать. Пахча çимĕçĕ те ăнса çитĕнчĕ, тураттисене йăтайми ларакан пан улми, груша, слива, иçĕм йывăççисене курсан куç алчăрасах каятчĕ. Çавăнпах пахчинчен киле кĕме пĕлмерĕ Анна аппа.
Пĕчĕксупарсем А. Константинова. Çак ялта 1937 çулхи декабрĕн пĕрремĕшĕнче çуралнă вăл. Йышлă çемьере çитĕннĕ хĕр. Ашшĕпе амăшĕн виçĕ ывăлпа тăватă хĕр пулнă. Вĕсем пепкисене çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тĕллевпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. 
Кашни ачах ашшĕ-амăшĕ пирки ăш пиллĕн аса илет. 
— Пирĕн анне ачасенчен питех те çирĕп ыйтнă, — сăмах çăмхине сÿтет Анна Константиновна. — Эпир хаклă çыннăмăрăн пĕр сăмахĕнчен те иртмен, ÿссе çитĕнсен те мĕн пур ĕç пирки унпа сăмахланă, сĕнÿ-канаш ыйтнă. Нумай вĕренмен пулсан та (пĕлÿ илме те май килмен çур тăлăха), хура-шурне сахал мар курнăран пурнăçа питех те аван пĕлнĕ вăл. Пурнăç хăй аслă шкул теме юрататчĕ анне. Унăн амăшĕ Шупуç Чуракассинчи çирĕп те тăнлă йăхран пулнă. 
Атте, Константин Хрисанович Хрисанов, 1905 çулта Пĕчĕк Супар ялĕнче çуралнă. Еншик Чуллăри пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Ир-ирех ĕçе кÿлĕннĕ. Тăван колхозĕнчи строительсен бригадинче тăрăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Мари Эл Республикинчи Суслонгерти пĕр заводра çар ретне мобилизацилес çĕрте пулнă. Каярах тăван "Прогресс" колхозри Пĕчĕк Супар ялĕнче хăмла бригадин звеньевойĕ пулса ĕçленĕ. 1973 — 1975 çулсенче вăл ертсе пыракан звено кашни гектартан 25 центнер типĕ хăмла туса илме пултарнă. Чыслă ĕçшĕн ăна Ленин орденĕпе наградăланă. 
— Пирĕн вăхăтри яш-кĕрĕмĕн ачалăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе пĕр вăхăтра килчĕ, — сăмахне малалла тăсать ĕç ветеранĕ. 
Сакăр çул тултарсан Супар шкулĕн пĕрремĕш класне çул тытнă Анна. Вĕренес ĕмĕчĕ питех те пысăк пулнă хĕрачан. Виçĕ çул асăннă шкул сукмакне такăрланă хыççăн Тĕрерте çичĕ класс вĕренсе пĕтерет, 1956 çулта Метикасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илет. Шкул сакки çинче ларнă чухнех обществăлла вуншар ĕç пурнăçлама тивнĕ хĕрачан. Ăна комсорга та, учком председательне те суйланă. Спортпа туслă пулнă. Библиотекăра вуламан кĕнеке те хăварман тейĕн. Çак ырă енсем хăйне малашнехи пурнăçĕнче кирлĕ пулнине питех те аван туйса илнĕ вăл. Пурнăç кустăрми хĕре Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç техникумне илсе çитернĕ. Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çулĕ хыçа юлнă ĕнтĕ, каникул кунĕсем çывхарса çитнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕр-шывра çерем çĕрсене уçас юхăм анлăн сарăлнăччĕ. Унта яш-кĕрĕм те кар! тăрса хутшăнчĕ. 1957 çулта А. Константинова пĕр курсри тантăшĕсемпе тăватă уйăх хушши Казахстанри Мамлютка районĕнче тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте вăй хурать. Аннăна трактор çинче прицепщицăра та, комбайн патĕнче копнитель çинче те ĕçлеме тивет. 
— Ун чухне, — паянхи евĕр аса илет çав тапхăра ĕç ветеранĕ, — ĕç укçи тÿленипе пĕрлех пире хавхалантарма кашни ĕçчен пуçне тырă пачĕç. 32 пăт тулă лекрĕ. Ăна чукун çул транспорчĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка станцинех леçсе пачĕç. Ăна унтан Леня пичче лашапа турттарчĕ. Укçа-тенкĕ хĕсĕкчĕ ун чухне. Казахстанра ĕçлесе илнĕ укçапа пальто туянса ятăм. Çавна халĕ те манаймастăп. 
Çĕрпÿри техникум çулĕсем хыçа юлнă ĕнтĕ. Алăра — диплом. Пĕчĕк Супар хĕрне направленипе хамăр районти Çĕньял Шетмĕ вулавăшне ĕçлеме янă. Анчах çамрăка тăван ен хăй патнех туртнă пулас çав. Пĕр хушă Туçи Чуракассинче вăй хурать вăл. 
1961 çулта А. Константинова Метикассинчи вăтам шкула ĕçе вырнаçать. Кĕçĕн классенче истори предметне вĕрентме шанаççĕ ăна, çав вăхăтрах ентешĕм шкулти вулавăшра библиотекарь тивĕçĕсене те пурнăçласа пырать. Пĕлÿ шайĕ çителĕксĕррине туять вăл. Куçăн мар майпа И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт.) историпе филологи факультечĕн истори уйрăмне вĕренме кĕрет. Çул хыççăн çул иртет, ĕçпе вĕренÿ юнашар пулать. 
1966 çултанпа А. Константинован ĕç биографийĕ Еншик Чуллă шкулĕпе çыхăнать. "Мана кунта вăй хума шкул директорĕ А. Д. Дмитриев илчĕ. Алексей Дмитриевич хăйĕнчен тата хăйне пăхăнакансенчен питех те çирĕп ыйтакан çынччĕ”, — тет Анна Константиновна. Вăл кунта тÿрремĕнех истори предметне вĕрентме тытăнать, каярах "Патшалăх тата право экономики” предмета шанса параççĕ. Ĕç опычĕ те ÿссе пырать унăн. Тăтăшах Шупашкарти вĕренÿ курсĕсенче пулать. 1969 —1981 çулсенче Анна Константиновна кунта шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕнче вăй хурăксемпе ĕçлекен комиссие ертсе пынă. Тăватă хутчен Еншик Чуллă ял совет депутатне суйланă ăна. Ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕсемпе В. Яковлевпа, Ю. Кирилловпа, П. Тихоновпа, В. Владимировапа пĕрле ĕçленисене ниепле те манаймасть. Вĕсен пĕрремĕш çумĕ те пулнă А. Константинова, адмкомиссине, вырăнти хĕрарăмсен канашне ертсе пынă. Ял совет сессийĕсене хуçалăх председателĕсем К. Лаврентьев, Н. Петров хутшăннисене, вăл вăхăтри çивĕч ыйтусемпе тухса калаçнисене паянхи евĕр астăвать вăл. Пултаруллăскерне хĕрарăмсен республикăри 4-мĕшпе 5-мĕш сăезчĕсене делегата суйланă. 
Хăй пĕлÿ панă, класс ертÿçи пулнă, хăй ачаран килĕштернĕ педагог профессине суйласа илнĕ каччăсемпе хĕрсене хушаматранах асăнать вăл. Хăйĕн чи лайăх вĕренекенĕ пулнă В. Данилов журналист профессине суйласа илнĕ. Акă О. Степанов юридикăлла аслă пĕлÿ илнĕ, чылай çул хушши прокурорта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.Э. Вышинская — ЧР Аслă сучĕн членĕ. Шалти ĕсен пайĕнче тăрăшнă тата халĕ вăй хуракансем вуншарăн. Ытти специальность илнисем тата? Кам кăна çук пулĕ вĕсем хушшинче? 
Хăйĕн çемйи пирки те ăшшăн аса илет ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Епле-ха унсăрăн. Юратнă мăшăрĕ, Толя, чăн-чăн çемье тĕрекĕ пулнă. Ашшĕ Сталинград патĕнчи пĕр йывăр çапăçура вилмеллех аманнă, пуçне хунă. Ачисем пурнăçа юратса ÿснĕ. Анатолий Николаевич хăйĕн кун-çулне шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Саранскри милици шкулне пĕтернĕскер йĕркелĕх хуралĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшнă. Милицин аслă лейтенанчĕ пенсие тухсан та алă усса ларман. Пĕр хушă хуçалăхри трактор бригадине ертсе пынă, уй-хир бригадин бригадирĕ те пулнă. Пушă вăхăтра хăваран лăпă-карçынкка çыхма кăмăлланă ĕç ветеранĕ. Шел, йывăр чире пула 74 çулта кун-çулĕ татăлнă. Туслă çемье хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Леня Канашри медицина училищине, Чул хулари медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ. Чылай хушă санитарипе эпидемиологи тытăмĕнче тăрăшнă, халĕ Роспотребнадзор органĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ, Елена Ивановна, шăл тухтăрĕ, газ уçлакансен сывлăх центрĕнче ĕçлет. Вĕсен Аня хĕрĕ ЧПУн строительство факультечĕн иккĕмĕш курс студентки, Анжела Трак шкулĕн саккăрмĕш класĕнче пĕлÿ пухать. Надя хĕрĕ вара амăшĕн профессине суласа илнĕ. I категориллĕ учитель Трак вăтам шкулĕнче ачасене ют çĕр-шыв чĕлхипе пĕлÿ парать. Вĕсем мăшăрĕпе, Константин Ивановичпа (вăл ЗЛПУМГ ĕçченĕ), икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Игорь суд приставĕнче вăй хурать, Ирина аслă пĕлÿллĕ ÿнерçĕ. 
77 çула пуснă кинеми ватлăх кунĕсене 39 киллĕ Пĕчĕк Супар ялĕнче ирттерет. Ачисемпе мăнукĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ кунта. Кĕçĕн шăллĕ Иван та яла манмасть, йывăр ĕçсене пурнăçлама пысăк пулăшу парать. Ашшĕн ырă йăлисене пĕтересшĕн мар кил хуçи хĕрарăмĕ. Константин Хрисанович вĕлле хурчĕсемпе питех те интересленнĕ-çке, пĕр вăхăтра 25 вĕлле таран та тытнă. Çу кунĕсенче Анна Константиновнан пушă вăхăт çук тесен те тĕрĕсех, хурт-хăмăр çемйисем патĕнчен вăхăтлăха та уйрăлмасть вăл. Вĕлле хурчĕсене пăхмалли яваплă тапхăрсенче чылай çул ĕнтĕ Леня ывăлĕ пулăшу парать. Çавăнпах Константиновсен сĕтелĕ çинчен нихăçан та сим пыл татăлмасть. Кунсăр пуçне ватă чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтерет, кроликсем те тытать. 26 çул хушши Анна Константиновна мăшăрĕн йăмăкĕн сусăр ывăлне пăхса пурăнать. "Куратăр-и, ватăлма вăхăчĕ çук манăн”, — тет юлашкинчен А. Константинова. 
Тăван шкулĕнче ĕçлеме пăрахнăранпа чылай çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Анчах та кунта ĕçлесе ирттернĕ тапхăра ниепле те манаймасть ватă. Ăна çулленех Аслă ăру çыннисен, Учительсен кунĕсене уявланă чухне яланах хăнана чĕнеççĕ. 
Хăйĕн тăванĕсемпе те питех те савăнать Пĕчĕк Супар хĕрарăмĕ. Йышлă вĕсем. "Пирĕн çемьере учительсем, хăрушсăрлăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, тухтăрсем нумай”, — тет вăл. 
Акă аслă пиччĕшĕ, Геннадий, Могилеври çар училищине, çĕр-шыври патшалăх хăрушсăрлăх службин Мускаври Аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ хулисенче çак тытăмра вăй хунă. Майор званийĕпе отставкăна тухнă. Вĕсем мăшăрĕпе, Раиса Ивановнапа (вăл врач-терапевт), ывăл çитĕнтернĕ. Игорь паянхи куна Волгоградра ĕçлесе пурăнать, инженер-строитель. 
Леонид Константиновича Трак енре пурăнакансенчен чылайăшĕ пĕлме кирлĕ. Чурачăкри вăтам шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетне, партин аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Çарта пулнă. Ентешĕм комсомолпа парти ĕçĕнче чылай вăй хунă, район совечĕн депутачĕ пулнă, 11 çул хушши райсовет ĕçтăвкомне ертсе пынă. Чыслă ĕçшĕн Л. Константинова "Хисеп палли" орденпа, медальсемпе наградăланă. Халĕ Шупашкарта пурăнать. 
Мăшăрĕ, Роза Петровна, тĕп хулари пединститут дипломĕллĕ, чылай тапхăр райцентрти вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Завуч та пулнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Константиновсен Инна хĕрĕ М. Шолохов ячĕллĕ пединститут дипломĕллĕ, "Сеспель” ача садĕнче вăй хурать. Сергей ЧПУн электромеханика факультетне пĕтернĕ, Сочи хулинче тăрăшать. 
Людмила Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун çуралнă. Тăван енте вăтам пĕлÿ илнĕ, Çĕрпÿри библиотека техникумĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори факультетĕнче пĕлĕве малалла тăснă. Нумай хушă Метикассинчи вăтам шкулта истори учителĕнче, шкул вулавăшĕнче тăрăшнă. Вĕсем мăшăрĕпе, Григорий Даниловичпа, Тĕрер ялĕнче пурăннă. Виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Надя, врач-терапевт, Инна, шăл тухтăрĕ, кĕçĕнни, Владимир, профессийĕпе техник-механик. Пурте çемьеллĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. 
1945 çулта çут тĕнчене килнĕ Валентина йăмăкĕ те педагог профессине суйласа илнĕ. Валентина Константиновна ЧППУн химипе биологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Чатукасси вăтам шкулĕнче тăрăшнă. Каярахпа çемье тĕп хулана куçса кайнă. Пĕр хушă вĕрентÿ пайĕн методистĕнче ĕçленĕ, каярах, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, ача сачĕн заведующийĕнче вăй хунă. Мăшăрĕ, Юрий Васильевич, аслă пĕлÿллĕ, ывăлĕ газ тытăмĕнче ĕçлет. 
Иван Константинов 1948 çулта çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн гидромелиораци техникумĕн строительство уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Çарта пулнă. Çар хĕсметне Чехословаки çĕрĕ çинче ирттернĕ. Салтак шинельне хывнă хыççăн И. Константинов çĕр-шывăн Ф. Э. Дзержинский ячĕллĕ хăрушсăрлăх службин комитечĕн (КГБ) академийĕнче пĕлÿ пухнă. Полковнике çити ÿснĕ. Юлашки çулсенче вăл РФ Президенчĕн ЧР представительствин, РФ Юстици министерствин ЧР пайĕн ертÿçинче тимленĕ. Каярах "Гиппор” ОООн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕнче вăй хунă. Мăшăрĕ, Зоя Ивановна, вăл та профессийĕпе педагог, пĕр тапхăр Еншик Чуллă шкулĕнче ачасене математика предметне вĕрентнĕ. Каярахри кун-çулĕ республикăри Вĕрентÿ институчĕпе çыхăннă. Кунта З. Константинова мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă. Виçĕ ачи те аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ. Таня Шупашкарта тĕпленнĕ, экономист, казначействăра пай пуçлăхĕн çумĕ. Галя профессийĕпе юрист, тĕп хулари Мускав районĕн судйи, Катя — педагог, ачасене ÿнер ĕçне вĕрентет. 
Константиновсен çемйинче чи кĕçĕнни — Августина. Чăваш ял хуçалăх институтне (халĕ академи — авт.) вĕренсе пĕтернĕ, специальноçĕпе — агроном. Августина Константиновна районти Сельхозхими пĕрлешĕвĕнче агрономра, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех кунти кадрсен пайне ертсе пынă. Мăшăрĕпе, Леонид Аркадьевичпа (вăл комсомолпа парти тытăмĕнче, тĕрлĕ шайра инженерта, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçинче ĕçленĕ), виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Кашниех аслă пĕлÿллĕ. Анатолий — следстви комитетĕнче ĕçлет, Андрей "Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра вăй хурать, Владимир — "Чувашрегионгаз” ĕçченĕ. 
Çавăн пек çынсем вĕсем, Константиновсем. Тулли кăмăлпа сывпуллашрăм эпĕ Анна Константиновнапа, тарават, çепĕç те ăш пиллĕ, ырă ватăпа. 

Т. Борисова
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 693 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024