Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Çав кунсем асран тухмаççĕ (В.Х.Гордеева)
16.05.2011, 18:17
1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕ. Çав кун мана ирхине ирех комсомол райкомне чĕнсе илчĕç. Ун чухне килсерен телефон пулман-çке. Чĕнекенĕ — унта ĕçлекен техслужащи Паша инке (Паçек). Вăл ĕçе ялан ирхине 5—6 сехетсенче çитетчĕ, 8-ччен вутă хутса, урай çуса тасататчĕ, кунта ĕçлекенсене кĕтсе ларатчĕ. ВЛКСМ райкомĕн членĕ пулнă май çакăн евĕр чĕнÿсем час-часах пулатчĕç. Хам вара бюро членĕ пулнă май ларусене тăтăшах хутшăннă. Анчах кун пек ир-ирех чĕнни халиччен те пулманччĕ-ха. "Мĕншĕн çакăн евĕр васкавлă чĕнÿ?” — ыйтрăм эпĕ. "Пĕлместĕп — мана çавăн пек хушу панă”, — терĕ вăл. Комсомол райкомне чупнă пекех çитрĕм. Унта — райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Ольга Андреевна Александрова, "Урожай” ДСО председателĕ, райком членĕ Петр Васильевич Васильев тата тепĕр çын — эпĕ ăна астумастăп. Эпĕ комсомол райкомĕн членĕ пулнă май мана тĕрлĕ мероприятисене час-часах чĕнетчĕç. Питĕ яваплă поручени (хушнă ĕç) терĕç, ун пирки ăнлантарчĕç. "Шкул çурчĕ Красноармейскинче чи çÿлли, ун тăрринче 12 сехетрен пуçласа 14 сехетчен дежурство тăмалла пулать. Санăн яланах пĕлĕт çине пăхса тăмалла. Унта хĕрлĕ тĕслĕ шар курăнсан, çак номерпе шăнкăравламалла”, — терĕ пуçлăх. Эпĕ хăрама пуçларăм. "Каллех вăрçă тухать-им?” — тетĕп. "Санăн нимĕн те тумалла мар, çавăн евĕр ÿкерчĕк пулсан, директор пÿлĕмĕнчи телефонпа тÿрех палăртнă вырăна шăнкăравламалла. Никама та, нимĕн те пĕлтерес çук”, — терĕç. Комсомол райкомĕнчен тухрăм, пуçра тĕрлĕрен шухăшсем. Каярах шкул директорĕпе те калаçрăм. Ун чухне Красноармейскинчи вăтам шкулти (эпĕ унта вожатăйра ĕçленĕ-çке) пуçламăш классем В. Васильев урамĕнчи малтан аптека пулнă вырăнти çуртра вĕреннĕ. Унта Мария Николаевна (шел, хушаматне астумастăп), Г. Христофорова, Л. Сурьева, С. Петров, Н. Степанова ĕçленĕ. Асăннă шкулта манăн октябреноксемпе тата пионерсемпе сбор ирттерме хатĕрленмелле пулнă. Шкултан тухнă чухне Ф. Н. Рекеев директора тĕл пултăм. Эпĕ ăна октябреноксемпе пионерсен отрячĕсемпе сбора хатĕрленме пуçлани пирки каласа патăм. Вăл манпа килĕшсе ăнăçу сунчĕ. Анчах манăн пуçра пĕр шухăш: ăна дежурство пирки нимĕн те систермерĕм, пуçлăх хăй те нимĕн те шарламарĕ. Пуçламăш шкултан вăтам шкула дежурствăна ĕлкĕрес тесе васкарăм. Алăк уçрăм çеç, коридорта урра! тесе кăшкăраççĕ, шавлаççĕ. Çавăнта физкультура учителĕн Денис Егоровичăн сассине уйрăммăн палăртмалла. Эпĕ иккĕмĕш хута чупса хăпартăм, учительсен кабинетне кĕтĕм. Унта вĕрентекенсем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, савăнăçлăн калаçаççĕ. Федор Николаевич Рекеев директор радиоприемнике хытă сасăпа янă. Радио пĕрмай Совинформбюро хыпарĕсене пĕлтерет: "Паян, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Алексеевич Гагарин "Восток” караппа çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăнса çĕр çине палăртнă вырăна анса ларнă”. Диктор космонавтăн биографийĕпе, космос карапĕпе паллаштарать. Çак хăпартланмалли хыпара пĕтĕм тĕнчипе пĕлтерни халĕ те хăлхара илтĕнсе тăнăн туйăнать. Космосра пулнă пĕрремĕш çыннăн вĕçевĕ 108 минута тăсăлнă. Мана дежурствăна каймалла марри çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ вара манăн мĕншĕн пĕлĕт çине пăхса тăмалла пулнине ăнлантăм. Хальхи вăхăтра телевиденипе радио передачисенче космонавтсем ăçта анса ларнине пĕтĕмпех калаççĕ-кăтартаççĕ. Ю. А. Гагарин палăртнă вырăна анса ларманнине эпир уççăнлăх тапхăрĕнче тин пĕлтĕмĕр. Çапла асра юлнă маншăн 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ.
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 378 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024