Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Иван Илларионович Илларионова аса илнĕ май
12.11.2013, 20:01
Иван ИлларионовИван Илларионович Илларионов — пирĕн паллă ентеш, 1893 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. И. И. Илларионов Чăваш облаç ĕç тăвакан комитетăн ертÿçинче, каярах Чăваш АССР ĕç тăвком председателĕнче вăй хунă.
  "Эпĕ, Иван Илларионович Илларионов, 1893 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче) Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Упи вулăсĕн Ÿсĕк (Кĕçĕн Шетмĕ) салинчи Лариван Тихонов хресчен çемйинче çуралнă.
Аттен кун-çулĕ ытла та йывăр килнĕ. Тем те курнă, тем те чăтса ирттернĕ вăл. Сахал мар хуйхи-суйхи хăпма пĕлмен унран. Малтанхи икĕ арăмĕ — Марфа Карпова (Кушартан) Василийпе Якова, Агапия Осипова (Мăн Шетмĕрен) Петĕрпе Харитона çурма тăлăха хăварнă, вăтăр урлă каçнăскерсем. Тĕрлĕ чир-чĕре пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă. Атте аллине пĕчĕк ачасем парса хăварнă. Амăшĕ вилнĕ чухне Василий 10-ра, Петĕр 13-ре пулнă.
Виççĕмĕш арăмне, Екатерина Ивановнăна, 20 çулхи хĕре, Путререн (халĕ Пулайкасси) качча илсе килнĕ. Аннеçĕм мана, Архип шăллăма, йăмăкăмсене — Татьянăпа Марийăна — çут тĕнче парнеленĕ.
Ачалăхăм ытлашши ашкăнтармарĕ, пуçран шăлса çурăмран лăпкамарĕ, чи çывăх çыннăмăр, анне, Екатерина Ивановна, пурнăç пурăнма вĕрентеймерĕ. Саккăр тултарса тăххăра çеç пуснăччĕ — вăл, чахоткăпа чирленĕскер, 1903 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче 31 çултах ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Атте те, Лариван Тихонович, тепĕр пилĕк уйăхран, 1904 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче, 63-ре пире хăр тăлăха хăварса леш тĕнчене ăсанчĕ.
Ăçта каяс, кампа калаçса чуна лăплантарас, камăн çуначĕ айне тăрса хÿтлĕх тупас? Юрать аслă пиччем Василий Илларионович (вăл ун чухне Асламас шкулĕнче (халĕ Етĕрне районĕ) учительте ĕçлетчĕ) пире, Архип шăллăмпа иксĕмĕре, хăй патне усрава илсе кайрĕ. Вăл пире ура çине тăма пулăшрĕ. Çитерсе тăрантарас, тумлантарас, вăхăт çитсен пĕлÿ парас ыйтусене пĕтĕмпех хăй çине илчĕ. Пичче — 35-реччĕ. Вырăс хĕрĕпе, Миропия Яковлевăпа, çемье çавăрнăччĕ. Çемйи пысăк — виçĕ ачаччĕ. Асли — Павел (1896 ç.), хĕрĕсем — Капитолинăпа (1899 ç.) Александра (1903 ç.). Ялти учитель шкулти ачасене вĕрентсе ăс паратчĕ. Пуçламăш пĕлĕве Асламас шкулĕнче илтĕм. Пиччем çине тăнипех Турай вулăсĕнчи Мăн Чурашри учительсем хатĕрлекен икĕ класлă училищĕре ăслăлăха туптарăм. Ăна 1914 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтертĕм, ялти учитель ятне ĕнентерекен документа алла илтĕм. Туçа вулăсне (Етĕрне уесĕ) кĕрекен Хирпуç Рункăра вĕрентекен ĕçне кÿлĕнтĕм. Учительсем çитменрен вырăнтан вырăна час-часах куçса çÿреме тивнĕ-çке ун чухне. Кун-çулăм шăпи Асакасси вулăсĕнчи Кушар Юнтапана (халĕ Вăрнар районĕ) илсе çитерчĕ.
Çакна калани те вырăнлă. Василий Илларионович каярахпа, 1921 çулсенче, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче Анастасия Ивановапа, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче пĕлÿ пухнăскерпе, пĕрле ĕçленĕ. Хĕрĕ те, Александра Васильевна, Дубовкăри Ефим Павлович Филиппова (Илиодор, Григорий Филипповсемпе тач тăван) качча тухнă, 1922 çулта учитель ятне илнĕ, тепĕр çултанах Кĕçĕн Шетмĕри пуçламăш шкул ертÿçинче ĕçе тытăннă. Виçĕ çул çав йывăр лав тилхепине çирĕппĕнех тытса пынă.
1917 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче буржуаллă демократи революцийĕ патша самодержавине сирпĕтсе антарчĕ. Мартăн 2-мĕшĕнче кĕпĕрне тĕп хулинче, Хусанта, рабочи депутачĕсен Советне йĕркеленĕ. Мартăн 17-мĕшĕнче вара Шупашкарта граждансен Совечĕ чăмăртаннă. Кĕпĕрне, уес хулисенчи пăлханусем вулăссенчи ялсене те кĕрлесе çитрĕç. Упи, Чупай вулăсĕсенчи хресченсем пăлхава çĕкленнĕ. Вĕсене путарма Çĕрпÿ хулинчен салтаксене янă. Çав вăхăтрах Упи вулăс старшини Яков Абрамов Улатăр хулинчи 160-мĕш запас полкран салтаксен ушкăнĕ çитни çинчен Вăхăтлăх правительствăн Етĕрне уесĕнчи комиссарне васкавлăн пĕлтернĕ. Хресченсем çĕр хуçисен хуçалăх хуралтисене, пурăнмалли çурчĕсене аркатнă, çарансене сухаласа тырă акнă.
Вăхăтлăх правительство хушăвĕпе вырăнсенчи ертсе пыракан органсене суйлама тытăннă. 1917 çулхи Февральти революцие çакăнта кĕтсе илтĕм. Майăн 30-мĕшĕнче Тракра (халĕ Красноармейски ялĕ) хресченсен сăезчĕ пухăнчĕ. Халăх умĕнче мана тухса калаçма тÿр килчĕ, патшана сирпĕтсе антарни, влаç Вăхăтлăх правительство аллине куçни çинчен каласа кăтартрăм. Вулăс старшинине Я. Абрамова, çыруçине ĕçрен хăтарчĕç, обществăлла хăрушсăрлăх комитетне туса хучĕç. Вăхăтлăх правительствăн вулăсри комиссарне мана, Илларионова, суйларĕç. Кушар Юнтапа шкулне урăх таврăнмарăм. Патшалăх тытăмĕнчи ертсе пыракан органсенче ĕçлеме тытăнасси çакăнтан пуçланчĕ тесен те юрать пулĕ.
1917 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Хусанти рабочисемпе хресченсен, салтаксен Совечĕн ĕçтăвком бюровĕ хушнипе Етĕрне хулине И. Г. Кадыков çитрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ уесри Советсен пĕрремĕш сăездне хатĕрлесе ирттересси пулнă. Советсен пĕрремĕш сăезчĕ 1917 çулхи декабрĕн 1—2-мĕшĕсенче пулса иртрĕ. Эпĕ те çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пухăва делегат пулса хутшăнса ĕçлерĕм. Уесра Советсен 2-мĕш сăезчĕ 1918 çулхи февралĕн 20—23-мĕш кунĕсенче иртнĕ. Ку сăездра вара И. Г. Филипповпа мана уесри Советăн ĕçтăвком членне суйларĕç. Сăезд уесри ĕçтăвкома туса хучĕ. Мана та унăн йышне кĕртрĕç. Çапла вара 1918 çулхи февральтен пуçласа 1924 çулхи май уйăхĕччен уесри ĕç тăвакан комитетра ертсе пыракан органсенче: сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен комиссар, социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи, ĕçтăвком председателĕн çумĕ тата тепĕр тăватă çул (1920—1924 ç.ç.) ĕçтăвкомăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм.
Шанса панă ĕçе тÿрре кăларнăшăн-ши, юратсах пурнăçланăшăн-ши тата пуçлăхсем тăрăшулăхпа пуçарулăха сисрĕç-ши — 1924 çулхи çу уйăхĕнче мана Чăваш облаç ĕç тăвакан комитетăн председателĕ пулма суйларĕç. Çине тăрсах эпĕ облаçран Автономи Республикине туса хурассишĕн ĕçлеме тытăнтăм. Чăваш халăхĕ те çĕр-шыври ытти халăхсемпе пĕр тан праваллă пултăр, ыттисем усă куракан çăмăллăхсем пирĕн чăваш халăхĕшĕн те пулччăр тесе тăрăшрăм. Мал ĕмĕтлĕ пулни сая каймарĕ. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш Автономилле Советлă Социализмла Республика туса хурас ыйтăва Мускав, Сталин тăрăшнипе, татăклăн татса пачĕ. Мана Чăваш АССР ĕçтăвком председательне суйларĕç. Йывăр лавăн тилхепине 1927 çулхи сентябрьччен тытса пытăм. Вырăнта совет влаçне йĕркелеме, вăл вăхăтра йывăр пурнăçа май килнĕ таран çăмăллатмах тăрăшрăм.
Партин Тĕп Комитечĕн йышăнăвĕпе мана Оренбург облаçĕнчи Пăкăрăслан хулине, кăшт каярахпа Ульяновск кĕпĕрне ĕçтăвкомне куçарчĕç. 1928 çулта Вăтам Атăл крайĕнчи (Куйбышев хули) вак халăхсен ĕçĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнче тимлерĕм. Парти сăезчĕсене, советсен конференцийĕсене делегат пулса хутшăнса ĕçлерĕм. Мана СССРăн II, III, IV, V сăезчĕсене, Пĕтĕм Раççейри VIII, Х, ХI, ХII, ХIII тата ХV сăезчĕсене делегата суйланă. Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çинчен В. Ленинпа тĕл пулса калаçнă. Çавăн пекех ĕçлĕ калаçусем И. Сталинпа, М. Калининпа, Ф. Дзержинскипе, Н. Крупскаяпа, С. Кировпа, С. Орджоникидзепе, А. Луначарскипе пулса иртнĕ. Вĕсене ăçтан манайăн ĕнтĕ?
1918 çултанпа парти ретĕнче. Парти ĕçне активлă хутшăннă: Етĕрне уесĕн парти комитечĕн бюровĕн, партин Чăваш обкомĕн, Вăтам Атăл крайкомĕн, райкомпарти бюровĕн членĕн тивĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçланă.
1925—1927 ç.ç. — РСФСР ВЦИК, СССР ЦИК членĕ.
Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕнех пулĕ мана Ленин орденĕпе чысларĕç.
Партин Тĕп Комитечĕн йышăнăвĕпе (1933 ç.) мана Чĕмпĕр-Ульяновск хулине куçарчĕç. Облаçри партипе совет органĕсенче ертÿçĕрех ĕçлеме тиврĕ: Сенгилей, Богдашкино, Ульяновск райĕçтăвком председателĕнче (1933—1949 ç.ç.), мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех (1953 ç.) Ульяновск хула канашĕнче вăй хутăм.
Пенсире пулсан та, обществăлла ĕçсене хутшăнмасăр тăман: Ульяновск облаçĕн собес общество канашĕн ертÿçи, облаçри "Пĕлÿ” обществин членĕ, Ульяновск хула совечĕн штатра тăман инструкторĕ.
Пурăннă кун-çулăм ахалех иртмерĕ, унăн тĕллевĕ те, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм те пурнăçа кĕчех тетĕп.

26.VII — 67ç.
Алă пусатăп:
И. Илларионов.

Автортан. Пирĕн ентеш, Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕн пултаруллă çынни, хăй тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе Раççей шайнех çĕкленнипе, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе туса пынипе, чăваш ятне ылтăн сас паллисемпе çырнипе чун-чĕререн мухтанатпăр. Хаклăран та хаклă çыннăмăр çут тĕнчерен 1969 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче уйрăлса кайнă. Вил тăприйĕ Ульяновск хулин масарĕ çинче упранать. Унăн ырă ĕçĕсене чăваш халăхĕ нихăçан та манмĕ, яланах асра тытса асăнса пурăнĕ.


Манăн сĕнĕвĕм. И. И. Иллрионов сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр чăваш халăхĕн асĕнче упрантăр тесессĕн, шĕкĕр хуламăрта, Шупашкарта, çĕнĕрен çĕкленекен урама ун ятне памалла, унта палăк-бюст лартса чыс тумалла.

 Ю.Дубров
Кам хушнă: selime |
Миçе çын пăхнă: 689 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024