Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Ячĕ халăх асĕнче
24.01.2014, 20:31

Тăван районăн 80 çулхи юбилейне хатĕрленетпĕр. Паянтан районăн пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă пултаруллă, çаврăнăçуллă ывăл-хĕрĕ çинчен аса илтерме тытăнатпăр. Района ертсе пынă, колхозлă ялăн уй-хирĕсенче тыр-пул çитĕнтернĕ, фермăсенче выльăх-чĕрлĕх самăртнă, шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, больницăсенче чирлисене сыватнă, суту-илÿре вăй хунă, çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ, ĕçри халăхăн канăвне йĕркелеме пултарнă ентешсем çинчен яш-кĕрĕмĕн пĕлмеллех.
Упи тăрăхĕ — тăван район историйĕшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă вырăн. Упи ятпа çак тăрăхри 16 ял хут çине çырăнать. 1914 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче 4-мĕш Янмурçин Упи ялĕнчи Василий Григорьевпа Агафия Филиппован туслă çемйинче ывăл çуралать, чиркÿри метрика кĕнекинче Аркадий ятпа çырăнать. Унăн çамрăклăхĕ нушаллă килсе тухнă. Вăл çуралнă çулхинех ашшĕ çĕре кĕнĕ, 13-ре чухне амăшĕ те вилнĕ. 1928 çулта Упи шкулĕн 5 класне вĕренсе пĕтерсе тÿрремĕнех ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. 1930 çулхи февраль уйăхĕнче ялта “Янмурзино” ятпах коллективлă хуçалăх йĕркеленет, 12 çемьерен 99-ăн пĕрлехи ĕçе кÿлĕннĕ. Çамрăк каччăна ял бригадирĕ пулма шанаççĕ. Хуçалăхра 4 уй, пĕр ферма бригади пулнă. Ĕне ферминче сăвакан 25 ĕне пулни паллă архив докуменчĕ тăрăх. Пултаруллă çамрăка 1932 çулхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти рабфака вĕренме яраççĕ, унтан таврăнсан, 1933 çулхи июнь — декабрь уйăхĕсенче каллех тăван колхоз бригадирĕнче тăрăшать. 1933 çулхи декабрь — 1934 çулхи август уйăхĕсенче Канаш хулинчи советпа парти шкулĕнче пĕлÿ пухать.
Çакна палăртма та кăмăллă: Аркадий пĕрле вĕренекен Етĕрне хĕрĕпе — Фекла Никифоровапа — çемье чăмăртать. Канаш хулинчен тытăнать те вĕсен телейлĕ пуласлăхĕ. Совпартшкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе çамрăк çемье тăван района таврăнать. Фекла Никифоровна мăшăрĕпе юнашарах вăй хунă, уй-хирте, хăмла пахчинче тар тăкнă, “Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ”, ВДНХн кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ. Аркадий Васильевича 1934 çулхи август уйăхĕнче комсомол райкомĕнче пропагандист ĕçне шанса параççĕ. Çамрăксем хушшинче Аркадий 1939 çулхи декабрьччен ĕçлет: комсомол райкомĕн пропагандисчĕ, пионерсен пайĕн пуçлăхĕ, агитаципе пропаганда пайĕн пуçлăхĕ. Пур ĕçе те вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласа пынă Аркадий Васильевича 1939 çулхи сентябрь уйăхĕнче парти райкомĕн пропагандистне куçараççĕ, ку ĕçре 1942 çулхи январьччен тимлет вăл. 1940 çулхи март — июнь уйăхĕсенче Мускав çар округĕн политработниксен Шупашкарти курсĕнче вĕренет.

1942 çулхи январь уйăхĕнчен Аркадий Васильевич та — Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекенсен ретĕнче. Январь — апрель уйăхĕсенче Удмурт Республикинчи Можга хулине эвакуаци йĕркипе куçарнă çар училищинче вĕреннĕ. 1942 çулхи май — август уйăхĕсенче Калинин фрончĕн 29-мĕш армин 965 стрелковăй полкĕн 3-мĕш батальонĕн 9-мĕш рота политрукĕ пулса çапăçусене хутшăннă. Разведчик пулнă май, тăшман тылне те çÿренĕ, хăй 7 фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Августăн 6-мĕшĕнчи хаяр çапăçура аманнă: кăкăрĕн сылтăм енчи 7—8 аяк пĕрчине витĕр аркатакан пульăсем çĕмĕрсе тухнă, сылтăм ал лаппин 3-мĕш шăммине те пуля лекнĕ. Йывăр аманнă Аркадий Васильевич чылай госпитальте сипленнĕ. Молотов облаçĕнчи Усолье хулинчи 4025-мĕш госпиталь юлашки пулнă, кунта ăна врачсен комиссийĕ “тылра усă курмалла” тесе сĕнÿ кăларнă. 1942 çулхи ноябрь — 1943 çулхи январь уйăхĕсенче Горький хулинчи çар училищинче службăра тăнă. 1943 çулхи январь — 1946 çулхи январь уйăхĕсенче тăван Красноармейски районĕн çар комиссариатĕнче çар службине малалла тăснă. Чире пула 1946 çулхи январь уйăхĕнче ăна çар службинчен хăтарнă, отставкăна кăларнă. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн Аркадий Васильевича 3-мĕш Белорусси фрончĕн командующийĕн приказĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, “За победу над Германией” медальпе наградăланă.

Çар службинчен мирлĕ пурнăçа таврăннă Аркадий Васильевича ял çыннисем тÿрех “турта хушшине тăратнă”, “Янмурзино” колхоз председательне суйланă. 1950 çулта пĕчĕк колхозсене пысăклатнă, темиçе ялти колхоза пĕрлештернĕ. Аркадий Васильевич Ленин ячĕллĕ колхоза ертсе пыма пуçăннă. Нумай енлĕ ялти пурнăçа йĕркелеме пуçарулăх та, чăтăмлăх та кирлĕ пулнă. Колхоз председателĕн ĕçне тивĕçлипех хаклама пултарнă Чăваш Республикине ертсе пыракансем. 1950, 1960 çулсенче ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн Грамотисемпе чысланă. 1958 çулта гектартан 1050 центнер кукурузăн симĕс массине пуçтарса илме пултарнăшăн РСФСР Министрсен Совечĕн Хисеп Грамотине панă. 1959 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче Чăваш парти обкомĕпе Министрсен Совечĕн Мухтав Хучĕпе чыс тунă. Ку хисепе Аркадий Васильевич 1958 çулта колхоз ял хуçалăх продукчĕсене туса илессипе пысăк кăтартусем тунăшăн тивĕç пулнă. Ăна çавăн пекех “Çĕр улмин пысăк тухăçĕн ăсти” ят та панă.

1959 çулта колхозсене татах та пысăклатнă. Ленин ячĕллĕ колхоза Уписемпе пĕрле Тусай, Янкас тăрăхĕсем те пĕрлешнĕ. Колхоз председателĕн тилхепине Иван Николаевич Финдюков алла тытнă. Аркадий Васильевич Киселев пĕрлештернĕ парти комитетне ертсе пыма тытăннă, партин пуçламăш тăхăр организацине пĕрлештернĕ вăл. Колхозăн сухалакан çĕр лаптăкĕ 6759 гектарпа танлашнă. Колхоз ĕçне куллен 1026 хĕрарăм, 578 арçын хутшăннă. 10 выльăх-чĕрлĕх ферминче 187 çын ĕçленĕ. Мехпаркра 82 механизатор тăрăшнă. Пĕтĕм Союзри Халăх Хуçалăх Выставкине, Мускава, икĕ хутчен кайса килнĕ. Колхозра 3 клуб, 3 библиотека, 2 вулав çурчĕ ĕçленĕ. Упи ялĕнче 2 хутлă культура çуртне хута янă.

Аркадий Васильевич Киселев (ыран вăл çуралнăранпа 100 çул çитет) пуçарнипе колхозлă ялта пурнăçланă ĕçсене ял çыннисем халĕ те асра тытаççĕ, уншăн тав тăваççĕ.

Аркадий Васильевичпа Фекла Никифоровна 6 ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ, анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Анатолий Аркадьевич, 1938 çулта çуралнă, аслă пĕлÿ илнĕ, чылай çул 50-мĕш мехколонна начальникĕ пулнă. Унтан “Чувашэнерго” тытăмĕнче капиталлă строительство пайне ертсе пынă. Ăна “РФ тава тивĕçлĕ энергетикĕ”, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ятсем панă, патшалăхăн чылай ытти наградисене тивĕçнĕ. Роза Аркадьевна 1941 çулта çуралнă, строитель профессине алла илнĕ. Валериан Аркадьевич 1944 çулта çуралнă, аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкарти троллейбус управленийĕн энергослужбин начальникĕ пулнă. Геннадий Аркадьевич 1946 çулта çуралнă, аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкарти приборсем тăвакан “Элара” заводра цех начальникĕнче, ĕç тăвакан директорта ĕçленĕ. Леонид Аркадьевич 1949 çулта çуралнă, аслă пĕлÿ илнĕ, комсомол тата парти органĕсенче ĕçленĕ, “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче, райĕçтăвкомăн ял хуçалăх управленийĕнче, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕнче тăрăшнă. Кĕçĕнни, Зинаида Аркадьевна, 1952 çулта кун çути курнăскер, Шупашкарти 1-мĕш çăкăр заводĕнче тăрăшнă.

Аркадий Васильевич Киселев пирĕнтен вăрçă суранĕсене, йывăр чире пула çамрăклах — 1967 çулта уйрăлса кайнă. Унăн ырă ячĕ, сăнарĕ ачисен, мăнукĕсен, ял-йыш чун-чĕринче яланах упранĕ.

В. Серафимов

Кам хушнă: demonics21 |
Миçе çын пăхнă: 528 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024