Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Ял тăрăхĕн историне пухать, çырать...
14.12.2010, 21:53
Ăна ку енче тăван хуçалăх историне пухакан тата çыракан çын пулнипе лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче рационализаторла сĕнÿсем парассипе те палăрнă вăл. 1982—1985 çулсенче ĕçе çăмăллатма май паракан унăн вунă сĕнĕвне автор свидетельстви парса çирĕплетнĕ.
Кунта сăмах Пикшикри Çамрăксен урамĕнчи 6-мĕш çуртри 1-мĕш хваттерте пурăнакан Николай Иванович Иванов пирки пырать.
Ун килĕнчи икĕ пÿлĕмри икĕ шкаф истори темипе çырнă кĕнекесемпе, ал çырăвĕсемпе, тăван тăрăха сăнлакан материалсемпе тулса ларнă тесен те йăнăш пулмĕ.
— 1965 çулта, ун чух эпĕ "Большевик” колхозри пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçлеттĕм, пире Шупашкарти "Химтекстильмаш” завода экскурсине илсе кайрĕç. Унта курса çÿренĕ вăхăтра мана "Пирĕн çинчен çыраççĕ” альбом интереслентерсе ячĕ. "Нивушлĕ кăна хамăр патра йĕркелесе яма çук?” текен ыйту пуçа пăралама пуçларĕ. Унтан таврăнсан вара пирĕн колхоз, тăрăх çинчен республикăри изданисемпе район хаçатĕнче пичетленĕ материалсене касса илсе пухма пуçăнтăм. Вĕсем çине хăçан тата хăш хаçатра çырнине паллă туса пынă паллах, — тет паян çав вăхăта каялла тавăрса кил хуçи. — Пикшик ял тăрăхĕн администрацине хамăр тăрăхпа çыхăннă материалсенчен хатĕрленĕ 15 альбом парнелерĕм-ха…
Çак ĕçе халĕ те пăрахăçламан Николай Иванович. 1995 çул хыççăн тухнă статьясемпе заметкăсенчен çĕнĕ альбомсем хатĕрлет.
— Ÿсекен ăру валли пултăр тетĕп мар-и, ятарласа унпа никам та ĕçлемест, манăн вара интерес пур та пĕрре пуçăннă ĕçе ниепле те пăрахаймастăп… — калаçăва малалла тăсрĕ Пикшик хастарĕ.
1967 çулта хуçалăхри комсомол комитечĕн пуçарăвĕпе ку тăрăхри колхозсен историне çырма пуçланă. Ăна хатĕрленĕ чух Чăваш АССР историйĕн кĕнекипе тата Пикшик, Ямайкасси, Уйриçурт, Шăпăрлăвар, Ыхракасси, Çеçмер, Çĕньял, Вăрманкас, Шупуç, Туканаш, Кивьял, Кÿлçырма ялĕсенчи çынсем каласа панипе усă курнă. 1979 çулхи декабрьте вара ку тăрăхра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленсе кайнăранпа 50 çул çитнĕ май çав ал çырăвĕсене машинкăпа пичетлесе кĕнеке кăларма "Большевик” колхоз правленийĕпе килĕшÿ тунă. Николай Иванович палăртнă кун тĕлне çав ĕçе пурнăçланă. Юлашки 30 çул хушшинче ку кĕнекене кам кăна тытса курса паллашман-ши тата унпа усă курса студентсем миçе реферат çырман-ши? Кăна никам та шутламан. "Акă, паян çеç кин урлă Пикшикри вăтам шкулти Дуся Ершова повар валли материалсен пĕр пуххине парса ятăм”, — терĕ Н. Иванов.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче "Большевик” колхозăн пуçламăш комсомол организацине ертсе пынă Николай Иванович пуçаруллă çынах пулнă çав. 1967 çулта кунти комсомол комитечĕ пуçламăш комсомол организацийĕн "Хисеп кĕнекине” туса хума йышăннă. Асăннă кĕнекене 1905 çулта Пикшикре çуралнă А. М. Михайлов сăнĕпе уçнă. Вăл ку ялти комсомол ячейкин пĕрремĕш ертÿçи пулнă. Антон Михайлович 1941 çулхи июльте нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçне хунă. "Хисеп кĕнекине” хуçалăх производствинче хастар тăрăшнă 8 çамрăка кĕртнĕ.
Николай Иванович пурнăçра активлă позици тытса пынă. Кăна халĕ унăн çемье архивĕнче упранакан официаллă тĕрлĕ хутсем яр уççăн çирĕплетеççĕ. Вĕсем хушшинче районпа республикăри ертсе пыракан органсемпе РСФСР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсем те пур.
Сăмах май Пикшик тăрăхĕнчи çамрăксен организацийĕн ертÿçи 1966 çулта районти "Ял пурнăçĕ” хаçата сарма активлă хутшăннă. Çакна райхаçат редакцийĕн ун чухнехи редакторĕ Н. Иванов алă пуснă Хисеп хучĕ аван çирĕплетет. Вăл пĕр вăхăт Пикшикри çыхăну уйрăмне те ертсе пынă, çитменнине япăх мар. Район хыпарçипе 51 çул çыхăну тытать Николай Ивановичсен çемйи. Çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн та ăна çырăннă.
— 1958 çулхи декабрьте салтакран таврăнтăм. Ун чух ĕçе вырнаçайман та райхаçата çырăнма укçа пулмарĕ. 1960 çулшăн вара çырăнтăм, — терĕ вырăнти активист.
Н. Иванов истори материалĕсем пухать çеç мар, поэзипе те интересленет. Унăн çыру альбомне уçсан вăл çак ĕçе 1965 çулта пуçлани паллă. Унтанпа самай сăвă пухăнса кайнă. Шел вăл вĕсенчен пĕрне те хаçат-журнал редакцийĕсене халиччен сĕнмен. "Хама валли çыратăп, такама сĕнме мар...” палăртрĕ черетлĕ сăвă йĕркисене шăрçаласа çырса чун канăçне тупакан çын.
Питĕ канăçсăр вăл, ыттисене ыр тума, ĕçе çăмăллатма юратаканскер. Техникăна Николай Иванович лайăх ăнкарнă. Малтан шоферта вăй хунă. Каярахпа Сартăванти фермăри оборудованисене пăхса тăнă. Унти ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе, тĕслĕхрен, КВ-300 пăс хуранĕ çине топливо памалли тата ăна тасатмалли тытăма лайăхлатас енĕпе рационализаторла сĕнÿ панă. Ăна тивĕçлипе хакласа йышăннă. Кун хыççăн вăл С-7 смесителе тултарнă чух содăпа тăвар растворне памалли тытăма улшăнусем кĕртес, С-7 смесителе алăпа ĕçлеттермелле тăвас, ИКС-5 çинче тымар çимĕç çумалли хатĕр, ТС-40 транспортер бункерне шарнирсем çине вырнаçтарас тата ытти пирки рационализаторла вунă сĕнÿ панă. Тивĕçлĕ комисси вĕсене пурне те йышăнса Н. Иванова автор свидетельстви панă.
Ырă ĕçсем сахал мар тунă тата тăвать те Николай Иванович. Вăл ашшĕ ятне ямасть. Сăмах май унăн ашшĕ — Иван Иванович Иванов 1905 çулта çут тĕнчене килнĕскер — "Большевик” колхозăн пĕрремĕш председателĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ тата "Большевик” колхозăн хисеплĕ колхозникĕ” пулнă. Шел вăл 62 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă.
Николай Иванович пек ырă ĕçсем тума çунса тăракан çынсем пирĕн хушăра ытларах пулинччĕ.

В.Егоров ("Ял пурнăçĕ", 14.12.2010)
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 439 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024