Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Ялшăн иртнĕ пурнăç
24.09.2012, 21:24
Вăл манран икĕ эрне çеç маларах çуралнă. Çавăнпа та ăна чăннипех те тантăш тесе хăюллăнах калатăп. Эпир унпа пĕр ялсем мар: эпĕ — Янкасран, вăл — Кăмакалтан. Анчах та пире шăпа ачаранах пĕрле çыхăнса çывăхланма пÿрнĕ тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен вăтам шкулта вĕреннĕ чух пĕр парта хушшинче юнашар, сылтăмри чи малти ретре ларма та тÿр килнĕ. Паянхи пекех астăватăп: йăрă та çивĕч, ăслă та тавçăруллă çамрăкчĕ вăл. Кирек кама та, кирек хăш самантра та юлташĕн хуйхи-суйхине, пулăшу кирлине ăнланма пĕлетчĕ. Пурнăçăн кăткăс ыйтăвĕсене татса пама эпĕ унран нумай вĕреннĕ темелле. Çавăнпа та кун-çула пĕр вăхăтра такăрласа, куллен тенĕ пек курнăçса шĕкĕлчеме май килнĕшĕн хама хăпартланнăрах туятăп... 

1. Пĕр парта хушшинче 

Çапла, сăмахăм чи килĕштернĕ юлташăм пирки пырать. Николай Семенович Семенов çинчен эппин. Шăп 70 çул каялла кун çути курнă, тивĕçлĕ пĕлÿ илсе ĕçлеме пуçличченех унта çитĕннĕ çын халĕ чылайранпа ĕнтĕ Кĕçĕн Шетмĕ салинче хăйĕн кил-çуртĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе — 37 çул шкулта ачасене математикăна вĕрентнĕ Зоя Петровнапа — икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Галя — бухгалтер, Инга — учитель, Женя — юрист. 
Ыран, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Николай Семенович хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Çавна май куç умне хăй тÿссе ирттернĕ пурнăç тепĕр хут яр уççăн тухса тăрать. Пархатарлă кун-çулĕ яка пулман унăн та. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ÿстерсе пынă вăл çынлăхăн ырă енĕсене. Кашни утăмне, кашни çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе хак парас пулсан, темиçе кĕнеке те çырса кăларма май пур ун пирки. Паян вара кĕскен те пулин паллаштарнипех çырлахма тивет. 
Н. Семенов Кĕçĕн Шетмĕри 7 класлă, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ чухнех лайăх пĕлÿ кăтартакан, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан, спортпа туслă ача пулнă, районти аслă классенчи вĕренекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе уйрăмах палăрнă. Районта, республикăра ирттерекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. 
Вуннăмĕш класра чухне Николай Семенова пĕр вăхăтрах комсомол организацийĕн секретарĕ тата ”Вĕренÿшĕн” стена хаçачĕн редакторĕ пулма суйланă. Класс ертÿçи Юлия Ефимовна Филимонова — каярахпа Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ — тăрăшнипе ку класри ачасем вĕренÿре самаях çитĕнÿсем тунă. Культурăллă мероприятисем те сахал мар ирттернĕ. Шкул дирекцийĕ енчен яланах тав сăмахĕсем илтетчĕç вĕсем. 

2. Чукун çул тума... 

Çав вăхăтрах ачасен пĕр-пĕрне ăнланасси, туслăхĕ çирĕпленнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан пĕр-пĕр çĕре ушкăнпа ĕçлеме каяс кăмăл-туйăм та çуралнă. Ун чухне çамрăксене Тăван çĕр-шывăн аслă стройкисене ĕçлеме пыма чĕнсе калатчĕç. Юлия Ефимовна аллинчисем вара "Печорстрой” треста — Коми республикинче чукун çул тунă çĕре кайма шутланă. 
Çитĕнсе çитни çинчен алла аттестат илсенех, çамрăк комсомолецсем ВЛКСМ райкомĕн путевкипе инçе çула тухнă. 1960 çулхи июль уйăхĕн 2-мĕш кунĕнчен асăннă ударлă стройкăра вăй хума тытăннă — Микунь — Сыктывкар чукун çул юппине тунă çĕре хутшăннă. Пирĕн çамрăксем хамăр ентеш — Чăваш республикинчи Куславкка районĕнчен пынă Антонина Гордеева бригадине лекнĕ. Ку ĕнтĕ ĕçлес хастарлăха ÿстернĕ. 
Хăюллă та пуçаруллă Н. Семенова ют çĕрте те часах асăрханă. Малтанах бригада комсоргĕ, тепĕр виçĕ уйăхран бригадир пулма шанаççĕ. 1961 çулхи пуш уйăхĕнче 235-мĕш строительствăпа монтаж ĕçĕсен куçса çÿрекен поезчĕн Сыктывкарти прораб участокĕн комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Бригада пысăк кăтартусемпе ĕçлесе пырать. Ун пирки ВЛКСМ Тĕп Комитечĕпе Пĕтĕм Союзри радиора ĕçлекенсем вырăна пырса передачăсем йĕркеленĕ, хаçатсенче çырса кăтартнă. Сăмах май, çак класс ачисен ырă пуçарăвĕ пирки Чăваш кĕнеке издательствинче хамăр ентеш Филипп Андреев уйрăм кĕнеке те кăларнă. 

3. Çартан таврăнсан — вĕренме 

Вăхăт çаврăмĕ хăйĕн пулăмĕсене алла илетех çав. Н. Семеновăн салтак хĕсметне каймалла. Шел пулин те, 1961 çулхи кĕркунне унăн çывăх тус-юлташĕсемпе сывпуллашма тивет. Çар службине вăл Мускав хулине сывлăшран тапăнасран сыхлакан чаçре ирттерет. Кунта та подразделенин комсоргĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанаççĕ. Вăл "Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ” ята тивĕçет. 
Тăван çĕр-шыв умĕнчи тĕп тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăнсан, Н. Семенов хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме тĕллев тытать — Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне (халĕ академи) вĕренме кĕрет. 3-мĕш курсран пуçласа мĕн вĕренсе тухичченех вĕренÿ отличникне курсри 75 студентлă комсомол организацине ертсе пыма суйлаççĕ. 
5-мĕш курсра чухне Н. Семенов Мари Элти Сернур районĕнчи колхозсемпе совхозсенче тăпра карттисем хатĕрлеме тĕпчев ĕçĕсем тăвать. Практикăна ăнăçлă ирттернĕскер, патшалăх экзаменĕсене лайăх тытса, ученăй агроном дипломне илет. 

4. Çĕр ĕçне суйланă 

Çамрăк специалиста тÿрех икĕ тĕрлĕ ĕç сĕнеççĕ: ВЛКСМ Чăваш обкомĕ комсомол хастарне Канаш райкомĕн 2-мĕш секретарĕ пулма, республикăри Ял хуçалăх министерстви вара Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А. Г. Николаев космонавт ячĕллĕ колхоза элитăллă вăрлăх хуçалăхĕн пуçлăхĕ пулма ярасшăн. Николай Семенов çĕр ĕçне суйласа илет— тĕнчипе паллă Шуршăл ялĕнче ĕçлеме тытăнать. Ун чухне асăннă колхоза Социализмла Ĕç Геройĕ В. В. Зайцев ертсе пынă. Çамрăк агроном ертсе пынă вăрлăх уйрăмĕ тÿрех Ял хуçалăх министерствине пăхăнса тăнă. Вăл ĕçлеме тытăннă çулсенчех колхоз кĕлет виçипе кашни гектартан 30,8 центнер тĕш тырă туса илнĕ, патшалăха виçĕ план чухлĕ — таса тырă, çав шутра пысăк репродукциллĕ вăрлăхлăх тырă пилĕк план чухлĕ, сутнă. Вăрлăх хуçалăхĕн ертÿçине — Н. Семенова премипе чысланă. 
Тăван яла килсе çÿренĕ май, ял-йыш Николай Семеновичăн ĕçри ÿсĕмĕсем пирки пĕлнех çав. Хăй сисмен-туман çĕртенех Кĕçĕн Шетмĕри "Волга” колхозăн уполномоченнăйсен пухăвĕнче ăна председатель пулма суйлаççĕ. Ачаран илĕртекен вырăнсем хăйсем патне туртнăран пулĕ, турткаланса тăмасть — килĕшет вăл. Çапла вара 1970 çул пуçламăшĕнче Шуршăлти икĕ пÿлĕмлĕ çĕнĕ хваттерне хăварсах, Кĕçĕн Шетмĕне куçать — çуралнă ялпа юнашарах ĕçе вырнаçать. "Волга” колхоз, паллах, юлса пыракансен шутĕнче пулнă, тĕш тырă гектартан 14 центнер туса илнĕ, сĕт пĕр ĕне пуçне 1300 килограмм суса илнĕ. Укçа-тенкĕ енчен патшалăх умĕнче парăмра пулнă. Ял хуçалăх техникине юсаса упрамалли ятарлă вырăн та пулман. Выльăх-чĕрлĕх фермисем те ишĕлсе юрăхсăра тухнăскерсем çеç. Çамрăк председателе самаях пуç хыçтарнă çак ÿкерчĕксем. Вăл вара çак шухăш патне пырса тухнă: "Мана хуçалăха çĕклеме чăннипех те йывăр пулать, ку енĕпе опыт çук. Малтанхи председателе — Л. Д. Львов юлташа каялла чĕнсе илмелле мар-ши?” Кунпа колхозри актив та, район ертÿçисем те килĕшеççĕ. Çапла вара пенси çулĕсенчи Леонтий Дмитриевич тепĕр хут Мăн Шетмĕ енчен Кĕçĕн Шетмĕне таврăнать те — Н. Семенов хуçалăхăн тĕп агрономĕ пулса ĕçлеме пуçлать. Ку отрасльте те пысăк çитменлĕхсемсĕр пулман. Ял хуçалăх техники çителĕксĕр, механизаторсем те тивĕçмеççĕ. Вăрлăх хуçалăхĕ те кирлĕ шайра мар тата ытти те. Самаях тăрăшма тивет Н. Семенова, виçĕ çул Л. Д. Львов председательпе ĕçленĕ хыççăн, каллех пăтăрмах сиксе тухать: Леонтий Дмитриевич пăрахса каять — каллех çĕнĕ председатель... Унсăр пуçне тепĕр çултан колхозран "Нива” ятпа совхоз йĕркелеççĕ. Н. Семенов кунта тĕп агроном пулса тăрăшать. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ совхоз тÿррĕмĕнех Мускаври "Россвинопром” пĕрлешĕве пăхăнса тăнă май, ун чухне хуçалăха хăвăрт аталанма майсем пулма пуçланă. Апла пулин те, совхоз директорĕсем час-часах улшăнса тăнипе пуль, тен, производство базине йĕркелесси кирлĕ пек пулса пыман, çынсен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе те тимлемен. 

5. Совхоза ертсе пынă 

1979 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Николай Семеновича совхоза ертсе пыма шанаççĕ. "Нива” совхоз директорĕ пулса вăл 11 çул хушши ĕçлет — хăйне КПСС райкомĕн 1-мĕш секретарьне суйличченех. 
Асăннă вун пĕр çул хушшинче вăл ертсе пынипе совхоз район шайĕнче анчах мар, республикăра та палăрмалла ÿсĕмсем тăвать. Техника паркĕнчи юсав мастерскойне, Кĕçĕн Шетмĕри сĕт-çу комплексне туса пĕтерсе хута янă. Кунтах хăватлă кормоцех, тымар çимĕç упрамалли хранилище, утă сарайĕсем, силос траншейисем ĕçе кĕнĕ. Мехпаркра тракторсемпе комбайнсене хĕлле юсамалли ăшă ангар тунă. Сысна самăртмалли комплексра тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçланă, амасене çăвăрлаттармалли уйрăма электричество вăйĕпе ăшăтма пуçланă. Пушар хуралĕн деповĕ, пилорама, столяр мастерскойĕ, ядохимикатсен склачĕ, тырă авăртмалли 3 арман, Пшонкăра техника юсамалли ангар, Ванюшкассинче сурăх ферми çĕнелсе вăй илнĕ, тĕрлĕрен ытти производство обăекчĕсем хута кайнă. Механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçпе кану условийĕсене лайăхлатассине совхоз директорĕ хăйĕн тĕп тивĕçĕ тесе шутланă. Çавна май Кĕçĕн Шетмĕри сĕт-çу комплексĕнче илемлĕ кану çурчĕ тунă. Унтах сауна, буфет ĕçленĕ. Çавăн пек пÿлĕмсем сысна ĕрчетекен комплексра та, юсав мастерскойĕнче те пулнă. Совхоз шучĕпе ятарлă медицина сестри те тытнă.
Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тата çамрăксене ялтах хăварас тĕллевпе Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çĕнĕ урам çĕкленнĕ — икшер пÿлĕмлĕ 17 çурт туса лартса, çамрăк çемьесене вырнаçтарнă. Кĕçĕн Шетмĕпе Пшонкă ялĕсенче хуçалăхра ĕçлекенсене апатлантарма столовăй çурчĕсене купаласа ĕçе янă. Тĕп усадьбăри столовăй çулталăкĕпех ĕçленĕ. 7 ялта 4 клуб çурчĕ, пĕчĕк ялсенче пуринче те çынсене пуçтарăнма ятарлă çуртсем уçнă. 5 ялта шыв пăрăхĕсем хывнă, икĕ яла газ пăрăхĕсем çитернĕ, Танăшпа Дубовка ялĕсене асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. 
Н. Семенов тăрăшнипе тата çине тăнипе Кĕçĕн Шетмĕре 95 ача валли ясли-сад тунă, хальхи шкулăн çĕнĕ çуртне купаланă. Совхоз шкула тÿлевсĕрех трактор панă, ял хуçалăх продукчĕсемпе тивĕçтернĕ. Шкул ачисем те хуçалăха май пур таран пулăшнă хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче. 
Николай Семенович кадрсене вĕрентсе кăларса производствăна хутшăнтарса ĕçлеттерессипе те вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах 1 çынна — агроном, 3 çынна — зоотехнике, 3 инженер-механике, 1 экономиста, 1 бухгалтера совхоз шучĕпе пĕлÿ илме пулăшнă. Унсăр пуçне медицина, культура училищисемпе ял хуçалăх техникумĕсенчен вĕрентсе кăларнă, 40 ытла çамрăк вырăнтах трактористсен курсне ăнăçлă пĕтернĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсене производствăра лайăх енчен кăтартнă, хăшĕ-пĕрисем халĕ те ĕçлеççĕ. 
Чи курăмли уй-хиртен тата выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци калăпăшĕсем ÿсни пулнă. Вĕсене патшалăха сутассипе яланах çулталăкри плансене ирттерсе тултарнă, малти вырăнсене йышăннă. Республикăри органсен "Хастар ĕçшĕн” дипломĕсене тивĕçнĕ. 

6. Çынсемшĕн тăрăшса 

1991 çулхи декабрь уйăхĕнче пулса иртнĕ суйлавра Николай Семеновича Кĕçĕн Шетмĕ ял администрацийĕн пуçлăхне суйлаççĕ. Совхоз тилхепине алăран вĕçертнĕ пулин те, вăл вăхăтра ял администрацийĕсем ял хуçалăх ĕçĕсене те тĕрĕслесе тăнă, яваплăха хăйсем çине илнĕ. Çапла вара вунă çула яхăн пуçлăх пуканне йышăннă, мĕн пур тивĕçсене пурнăçласа пынă.
Николай Семенович обществăлла ĕçсенче те хастар пулни пирки маларах асăннăччĕ ĕнтĕ. Хушса каламалли те пур. Хăй вăхăтĕнче вăл совхозри профком председателĕ те, парторганизаци секретарĕ те пулнă. Ахальтен мар ăна пĕр хушă КПСС райкомĕн 1-мĕш секретарĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. 
Юлашки 10 çул хушши Николай Семенович "Нива” ял хуçалăх производство кооперативне кĕрекен ялсенчи пенсионерсен (ветерансен) канашне ертсе пырать. Ветерансем ун ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ, тав тăваççĕ. Кунти çынсен гражданла килĕштерĕвĕ, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшни сисĕнет. Çакă вăл йăлтах Николай Семенович чун хушнă пек канăçсăррăн ĕçлесе пынипе, пур енĕпе те çаврăнăçуллă пулнипе çыхăннă. Çак кунсенче ăна ветерансен республикăри канашĕн президиумĕн тата хамăр район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. 
Пархатарлă кун-çула утса тухнăшăн панă хисеплĕ хутсем вуншарăн унăн. Правительствăн виçĕ медалĕпе наградăланă. Районăн Хисеп хăми çине 5 хутчен кĕме тивĕçнĕ. Çав кун-çул йăлтах ялшăн иртнĕ.
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 400 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024