Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Л.Т.Смирнов вăрçă ветеранĕ аса илет...
25.05.2015, 20:04

Эпĕ 1907 çулта Арçунакасси (Итмар) ялĕнче çуралса ỹснĕ. Сахал вĕреннĕ: вырăнти шкулăн тăватă класне çеç пĕтернĕ. Çакна çеç калам: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кунĕсене аса илсен халĕ те çан-çурăм тăрăх сивĕ чупма тытăнать. 1941 çулта эпĕ Красноармейскинчи Госбанк уйрăмĕнче ĕçлеттĕм. Вăрçă пуçлансанах нумай та вăхăт иртмерĕ, мана районти çар комиссариатне чĕнсе илсе бронь хучĕç, çавăнпа та тăхăр уйăх иртсен çеç мобилизаци йĕркипе çара илчĕç. Ун чухне хамăр тăрăхри вăйпитти мĕнпур арçынсем фронтраччĕ, халăх хушшине тухса çỹреме те аванмарланса çитрĕм. Çар комиссариатне кайса хам ирĕкпе вăрçă хирне яма ыйтрăм, "ĕлкĕрĕн-ха", терĕç. Тăхăр уйăх хушши тылра пурăнтăм пулин те, вăрçă йывăрлăхĕсене аванах ăнланса илтĕм, хам куçпа куртăм. Шупашкар, Çĕрпỹ, Красноармейски, Янкас, ытти ялсем салтаксемпе, çар чаçĕсемпе тулчĕç. Ялсенчи хĕрарăмсемпе хĕрсене, çул çитмен арçын ачасене оборона линийĕсем тума Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялне илсе кайрĕç. Хуçалăхсенчен фронта чылай лаша, тырă-пулă ăсанчĕ, колхозсенче туртăм вăйĕ сахалланса юлчĕ. Çăкăр-тăвар енĕпе йывăрлăхсем пуçланчĕç. Нимĕç çăткăнĕсем окупациленĕ ял-хуласенчи хĕрарăмсемпе ачасем пирĕн тăрăха куçса килме тытăнчĕç. Чатукасси тăрăхĕнчи 10 ялта 42 çемьене (116 çын) ăшшăн йышăнчĕç. 1942 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче районти çар комиссариатне чĕнчĕç, фронта кайма повестка пачĕç. Тепĕр кунне атте-аннепе, çемьепе (мăшăр, 4 ача) сывпуллашрăм, çул Трак чукун çул станцине выртрĕ. Пирĕн ушкăнта хамăр районтисем те нумайччĕ, унта Выççăлккă шкул директорĕ Никон Олангаев та пур. Эпир Канаша çитрĕмĕр. Унтан — Горький облаçĕнчи Богородск хулине. Йыш пысăкчĕ: ытларах чăвашсемпе çармăссемччĕ, профессийĕпе — учительсемпе механизаторсемччĕ. Пире 6-мĕш автоучебнăй (шоферсем хатĕрлекен) полка ячĕç. Унта виçĕ уйăх ытларах тапхăр автомашинăсемпе, чылай çар техникипе çỹреме, вĕсене пăхса тăма вĕрентрĕç, стройпа утас занятисем те ытларах вăхăт илчĕç. Çапла автомашина водителĕ пулма 120 сехетлĕ программăна вĕренсе пĕтермелле пулчĕ, экзамен тытрăмăр, удостоверени пачĕç. Каярах пире Горький хулине, Канавино çывăхне илсе кайса вырнаçтарчĕç. Вăл вăхăтра тăшман самолĕчĕсем автозавод çине бомбăсем пăрахатчĕç. Тепĕр эрнерен эпир Мускавра. Пересыльнăй пунктран хула çывăхне ăсатрĕç. Кунта 84-мĕш гварди миномечĕсен (катюшăсен) полкĕ йĕркеленнĕ. Эпир Н. Олангаевпа 299-мĕш дивизиона лекрĕмĕр. Мана связистсен взводне шофера, Никона ПВО ПТО взводне илчĕç. Виçĕ дивизиона та хĕç-пăшалпа, çар техникипе тивĕçтерчĕç. Манăн алăра çĕнĕ ГАЗ-АА маркăллă, 1,5 тонна тиев турттаракан автомашина, кабини — брезентранччĕ. Присяга тытрăмăр, çула тухрăмăр. Мускавра 315 тата 350-мĕш дивизионсем пĕр эшелон çине, пирĕн 299-мĕш дивизион тепĕр эшелон çине тиентĕмĕр. Çакă паллă пулчĕ: эпир Донской фронт еннелле çул тытатпăр. Поездпа икĕ кун кайнă хыççăн чарăну турĕç, пире антарчĕç, хамăр машинăсемпе малалла çул тытрăмăр. Нумай та каймарăмăр, тăшман самолечĕ тапăнчĕ, бомбăсем пăрахма пуçларĕ. Темиçе çухрăм кайсан хăрушла ỹкерчĕк тухса тăчĕ: пирĕнтен маларах тухнă дивизионсен эшелонне тăшман самолечĕсем тапăнса пĕтĕмпех аркатса тăкнă, чылай салтака фронта çитмесĕрех амантнă, вилнисем те чылайăн. Эпир татах малалла каятпăр, виçĕ талăк хушши куç хупман. Кăнтăрла тăшман самолечĕсем тапăннипе хытă каяймастăн, каçхине вара фара çутисĕр пыратăн. Виçĕ кун валли панă паексем пĕтсе çитрĕç пулин те, çиес килмест, ĕçес килнипе ăш хыпать. 1942 çулхи августăн 27-мĕшĕ. Нуша-тертпе палăртнă вырăна — Дон шывĕн тăрăхне (Донская степь) çитрĕмĕр. Ăçта пăхнă унта бомбăсем çурăлаççĕ, фронт линийĕнче чĕрĕ çын юлман та тейĕн. Приказ пачĕç: шăтăксем чавса техникăна пытармалла, хамăр валли те окопсем хатĕрлемелле. Катюшăсен чаçĕсем (дивизионĕсем) пĕр вырăнта тăрса çапăçмасчĕç, яланах вырăнтан вырăна куçса çỹретчĕç. Манăн, çыхăну шоферĕн, дивизион урăх вырăна куçнă чухне взвод пурлăхĕпе салтаксене тиесе çỹремеллеччĕ тата полкпа дивизион штабĕсене приказ пакечĕсене çитерсе тăмаллаччĕ. Çапла вара машинăна кунĕпех , тепĕр чухне çĕрле те, фронт тăрăх хăвалама тиветчĕ. Çул çинче, фронтăн малти ретĕнче аманнă салтаксем питĕ нумай тĕл пулатчĕç. Вĕсемпе пĕрле яланах офицерччĕ. Хайхискерсене машина çине тиесе çывăхри, уйри госпитальсене леçсе хăварма приказ илнĕ. Çывăхри госпитале çитнĕ — вăл аманнисемпе тулнă, тата тепри патне çул тытма тивнĕ. Кунсăр пуçне нимĕç самолечĕсем пĕр машинăнах тапăнса пулеметсенчен персе хăвалатчĕç. Ун пек чухне, сывă юлас тесе, машинăна лартса хăварса окопа тарса пытаннă. Мĕн кăна пулмасть пулĕ вăрçă хирĕнче: кашни кун ир-ирех çула тухса çĕрле кăна дивизиона пырса кĕреттĕм, вăхăтра апатланма та ĕлкĕреймен, типĕ çăкăрпа сахăр çинипех пурăннă. Пĕррехинче çăкăра лачакари шывпа пăтратса сахăр хушса çиме тиврĕ. Организм пăсăлса кайрĕ, чирлесе ỹкрĕм. Автомашинăна пирĕн дивизиона пополнени шучĕпе килнĕ Кузнецова шанса патăм. Сывалса çитсен мана лини çыхăнуçи туса хучĕç, манпа пĕрле тепĕр салтак. Çумра карабин, винтовка, 8-шар килограмм туртакан икĕ кабель катушки. Пирĕн команднăй пунктпа огневой точкăсем (икĕ-виçĕ вырăнта та вĕсем) хушшинчи çыхăнăва тĕрĕс-тĕкел тытмалла. Пирĕн 84-мĕш гварди полк Главнокомандующи резервĕнче шутланнă, çавăнпа пире чи йывăр участоксене янă. Çыхăнуçăсен яланах линисем улăштарма, пĕр канăçсăр тăшман бомбисемпе снарячĕсем айĕнчех ĕçлеме тивнĕ. Тăшман самолечĕсем сентябрь-октябрь уйăхĕсенче кунсерен ир пуçласа сĕм çĕрлеччен, кураксен ушкăнĕ евĕр, сывлăша çĕкленсе бомбăсем, листовкăсем пăрахатчĕç. Çапăçусем çухатусăр пулман ĕнтĕ, пирĕн дивизионри чылай салтак çапăçу хирне выртса юлчĕ. Мана та тăшман бомби "кучченеç" кỹчĕ, çыхăну линине юсанă тапхăрта ывăтса ярса тăнсăр турĕ, хăлха илтменнипе чылай аптраса пурăнтăм. Иккĕмĕшĕнче нимĕç самолечĕ 5 бомба пăрахрĕ, пĕри пирĕн окопа ỹкрĕ, пире, виçĕ салтака, тăпра ăшне туса хăварчĕ. Юрать-ха юлташсем çавăнтан туртса кăларчĕç. Анчах икĕ тус ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕç. Çавăн хыççăн манăн хăлхасем илтми пулчĕç, куçсем вăйсăрланчĕç, чĕре хытăрах тапма пуçларĕ, ыйхă çухалчĕ. Фельдшер пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Мана дивизи штабне чĕнсе илчĕç, писарь ĕçне сĕнчĕç, килĕшрĕм. Штаб "Вертячий" хуторăн чи хĕрринчи çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Кĕç нимĕçсен самолечĕсем вĕçсе килчĕç те бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Хытах амантăм. Мана, тăн çухатнăскере, госпитале илсе çитернĕ. Эрне хушши сывалтăм, тыла ярасшăнччĕ, анчах килĕшмерĕм. Полкăн çар врачĕ (Жмур хушаматлăскер) мана тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Сывалнă çемĕн штабра та ĕçлерĕм. Кĕçех пире Сталинград облаçне куçарчĕç. Кунта Атăл çинчи хулашăн йывăр та хаяр çапăçусем пыратчĕç. 1942 çулхи хĕл сиввисем пуçланчĕç. Çав тапхăрта тăшман вăйĕ кăшт чакрĕ. Пирĕн полк, ытти çар соединенийĕсемпе пĕрле, Клецк хули енчен тапăнса пырса, Советский хули тĕлĕнче тăшманăн 22 дивизине — 330 пин çынлă çарне, ноябрь уйăхĕнче ункăна хупса хучĕ. Декабрĕн 31-мĕшĕнче вара Паулюс фельдмаршала тыткăна илчĕç. Çак званипе вăл виçĕ кун кăна çỹреме ĕлкĕрнĕ, тетчĕç. 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче пирĕн çарсем Сталинград çывăхĕнче тăшмана тĕпрен çапса аркатрĕç. Пирĕн 84-мĕш гварди полкĕ те çакна пĕлтерсе катюшăсенчен залп пачĕ. Сталинграда илнĕ хыççăн пирĕн полк Мускава таврăнчĕ. Чылай салтаксемпе офицерсене черетлĕ званисем пачĕç. Эпĕ те сержант званине тивĕçрĕм. 1943 çулхи март уйăхĕнче çул Мускавран Центральнăй фронта выртрĕ. Март уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа Курск тăрăхĕнчи чылай ялсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма тиврĕ. Çулсем пăсăлса кайрĕç. Эпир Высокое сала патĕнче тăратпăр. Апат-çимĕç запасĕ пĕтсе çитрĕ. Талăкра 200 грамм çăкăр тиветчĕ. Яшка пĕçерме нимех те çукчĕ. Икĕ эрне хушши пăтă пĕçерсе çисе пурăнтăмăр. Кунта июнь уйăхĕччен тăтăмăр. Çак тапхăрта тăшман Орелпа Курск хушшинчи çур ункăра (дугара) тăнă, вăйлă наступление хатĕрленнĕ. Пирĕн 299-мĕш дивизион Краснопавловский ялĕ çывăхĕнчеччĕ. Июлĕн 9-мĕшĕ. Штаб территорийĕнче снаряд çурăлса кайрĕ. Кĕçех нимĕçсем пеме тытăнчĕç. Пирĕннисем вĕсене çунтарма пуçларĕç. Тĕтĕм хупласа илчĕ, çĕр чĕтренет тейĕн. 4-мĕш кунне тăшман каялла чакма тытăнчĕ. Пирĕн гварди полк Украина фрончĕн йышĕнче Чернигов, Гомель, Могилев, Минск, Бобруйск, Новозыбков тата ытти ял-хуласене ирĕке кăларма хутшăнчĕ. Польша патне çывхартăмăр. Пирĕн хыçра арканнă ял-хуласем, çĕршер те çĕршер салтак, выльăх-чĕрлĕх виллисем выртса юлчĕç. 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕ. Пирĕн полк наступление хатĕрленет. Кĕçех пуçланчĕ вирлĕ çапăçу. Артиллери залпĕсем пĕр вĕçĕм персе тăраççĕ. Ломжа хули патĕнче нимĕçсем пĕр кун та тỹсеймерĕç. 1945 çулхи мартра эпир Хĕвеланăç Пруссинче. Пирĕн полк ăнсăртран тăшман ункине тăрса юлчĕ. Пиллĕкмĕш кунне аран-аран хăтăлса тухрăмăр, анчах парăнмарăмăр. Умра — Кенингсберг, хула пĕр эрне хушши вутра çунчĕ. 1945 çулхи майăн 9-мĕшне Эльбинг çывăхĕнчи Ноен Дорфра кĕтсе илтĕмĕр. Августăн 23-мĕшĕччен Петриензас çывăхĕнче тăтăмăр. 1945 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче демобилизаци йĕркипе тăван киле таврăнтăм. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Фронтри паттăрлăхшăн мана 5 медальпе чысларĕç.

Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 412 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024